Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Упамсар ялне никĕсленĕренпе 305 çул çитнине палăртса шкул çумĕнчи паркра район чăвашĕсен Акатуйĕ иртрĕ. Ăна хатĕрлеме тата ирттерме шкул коллективĕ нумай вăй хунă, ял халăхне явăçтарнă.
 
Чĕннĕ хăнасене ятарласа хатĕрленĕ сцена çинче сăрапа тата килте тунă сырпа кĕтсе илчĕç – кунта йăли çапларах. Пухăннисене Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан А.Д.Пуреськина, район пуçлăхĕ, депутатсен канашĕн пуçлăхĕ С.В.Гришин, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советник), УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, районти вĕренӳ пайĕн заведующийĕ, вырăнти чăвашсен наципе культура автономин пуçлăхĕ С.А.Сандрюков, Мелекесс район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.В.Тойгильдин, Эрсел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г.Карымов, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул директорĕ А.В.Долгова саламларĕç, чăваш йăли-йĕрки ку тăрăхра сарăлса, аталанса пынишĕн савăннине пĕлтерчĕç. В.И.Сваев вырăнти чăваш хастарĕ-сене халăх йăлисене аталантарас ĕçре тăрăшнăшăн Тав çырăвĕ парса чысларĕ, халăха «Канаш» хаçат çырăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Асран кайми...» юрă янăранă вăхăтра сцена умне Акатуй паллине – сухапуç -- вырнаçтарса лартрĕç, унтан ялти сумлă çын Н.Г.Илюнгин Турăран лайăх тухăç ыйтса кĕлĕ каларĕ.
Кунта çĕнĕмалăкласемпе мелекессем туслă пурăннине палăртмалла. Пĕрисем уяв тăваççĕ – теприсем унта çитеççех! Уявне хатĕрлеме те, ирттерме те пулăшаççĕ. Çапла пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Хальхинче те Упамсара Мелекесс тăрăхĕнчен «Савăнăç» (Димитровград, ертӳçи И.Н.Иванюкова), «Телей» (Эврел, П.М.Улюкин) ушкăнсем килсе çитнĕ. Вĕсем тата Тольяттирен килнĕ А.Долгов халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кӳршисем патне Çĕнĕ Малăкларан, Малаелĕнчен те артистсем килнĕччĕ. Вĕсем тата чăваш тумне тăхăннă шкул ачисем пĕр пысăк картана тăрса Упамсар ял гимнне – «Шур-шур тăрăх çӳрерĕм» юрра – чун çӳçенмелле юрларĕç. Ялти таврапĕлӳçĕ – В.П.Ванюкова вĕрентӳçĕ кунта пĕрремĕш çынсем килсе тĕпленнине, Упамсар мĕнлерех никĕсленнине каласа пачĕ.
Ку ялтан Аслă вăрçă фронтне 209 çын тухса кайнă, 108-ĕшĕ таврăнайман. Сăмахран, çапăçу хирĕнче Губернаторовсем вуннăн выртса юлнă. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне тыл ĕçченĕ В.Алькеева тата кăçал шкул пĕтернĕ В.Елифанкина пурте пĕлекен «Журавли» юрра малаелсем юрланă вăхăтра чечек карçинкки пырса лартрĕç...
Пĕр-икĕ сăмах шкул çинчен каласа хăвармалла. Вĕçленнĕ вĕренӳ çулĕнче кунта 70 ача пулнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут парта хушшине 14 ача ларĕ. Ытти çулсенче 5-6 кăна пулнă. Кăçал ялта çур çулта 6 ача çуралнă. Пурĕ ялта 700 çын пурăнать. Шкул коллективĕ облаçри пултарулăх конкурсĕсене яланах хутшăнать, кăçал чăваш чĕлхи кабинечĕсен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă ентешĕсен стенчĕ пур, музейра ĕлĕкхи япаласем чылай. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче вара шкулта чăваш чĕлхине предмет шайĕнче вĕрентесшĕн! Ку мухтава тивĕç.
«Канаш» хаçат редакцийĕ çак ĕçре пулăшас тесе упамсарсене Акатуй ячĕпе 50 яхăн кĕнеке, «Чувашский край в памятных датах и фотографиях» альбом, тĕрлĕ хаçат-журнал парнелерĕ. Сăмах май паян кунта пирĕн хаçата 15 çынна яхăн çырăнса илет. Вырăнти пуçлăхсем пире вĕсен шутне тата ӳстерме шантарчĕç.
Кунта çаплах нумай çул килĕштерсе пурăнакан çемьсене, нумай ача çуратса ӳстернисене, тăрăшса ĕçлекенсене сцена çине чĕнсе илсе чысларĕç, парне пачĕç.
Уяв программи вĕçленсен те артистсем сцена çинчен час анмарĕç-ха, купăсçăсен тата такмакçăсен ăмăртăвĕ вăрах пычĕ, ял тăрăх нумайччен кĕвĕ-çемĕ юхрĕ. Кăмăл тăвакансен сцена çине хăпарса пултарулăхне кăтартма май пулчĕ.
Ялта тĕрлĕ наци çыннисем пурăннине шута илсе уява О.Н.Янкова тата М.В.Попова вĕрентӳçĕсем вырăсла-чăвашла ертсе пычĕç.
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ.
 
: 756, Хаçат: 23 (1321), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: