Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вешкайма районĕнчи Каркелĕ-нче çĕртмен 14-мĕшĕнче тӳрех виçĕ уяв паллă турĕç: вуннăмĕш хут Акатуй ирттернине, ял уявне тата Культура керменĕ туса хунăранпа 40 çул çитнине.
 
2004 çулта Вешкайма районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесе янă. 2006 çулта вара пĕртен-пĕр чăваш ялĕнче Акатуй ирттернĕ.
Каркелĕнчи Акатуй Раççей, Ульяновск облаçĕн, ялăн ялавĕсемпе тата Акатуй паллипе – йывăçран касса кăларнă автан кӳлепипе паллă вырăнсем тăрăх çӳренипе тытăнать. Кăçал облаçран, районтан, ял тăрăхĕнчен килнĕ хăнасемпе ял çыннисем Валак, Кадушкин тата ятсăр çăл патне çитсе сиплĕ шыв ĕçрĕç. Кадушкин çăлкуçĕ çумĕнче 18 çул хуçалăха ертсе пынă РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченне Н.А.Никоноренкăна асăнса ятарлă хăма уçнă, ун умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Кун хыççăн халăх часавай патне çул тытрĕ, вилнисене асăнчĕ.
Кăçалхи Акатуй ял варринчи пысăк кӳлĕ хĕрринче иртрĕ. Уява хатĕрленсе каркелсем çу уйăхĕнчех пурте пĕрле пухăнса субботник ирттернĕ. Кӳлĕ хĕррине вĕтлĕхрен, çӳп-çапран тасатнă. Малашне кунта парк пулмалла.
Акатуя уçса салам сăмахĕсем чи малтан облаçри наципе культура автономийĕн Вешкайма районĕнчи уйрăмĕн председателĕ, Каркел ялĕн администраци пуçлăхĕ В.Н.Головин каларĕ:
-Авалтан пыракан уява илемлĕ, юрă-ташăпа ирттерсе ярар. Ку уяв çĕр ĕçченĕшĕн чи сумлă та çутă уяв пулнă, мĕншĕн тесен малашлăха шанăç панă. Ахальтен мар вăл пирĕн тĕрлĕ халăх пурăнакан ялта та чи юратнă уяв пулса тăчĕ.
Саламсен ярăмне малалла районти чăваш автономийĕн пĕрремĕш председателĕ Н.А.Салюков тата УОЧНКА исполкомĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри «Халăх фрончĕ» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ О.Н. Мустаев тăсрĕç. Н.А.Салюков автономи епле йĕркеленнине аса илчĕ, хăй иртнĕ ĕмĕрти 70-80 çулсенче районти строительство управленине ертсе пынă май каркелсене Культура çуртне епле хăпартни пирки каласа пачĕ.
О.Н. Мустаев Акатуя чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те тĕрлĕ ятсемпе уявланине, вăл хальхи вăхăтра çĕршыври халăхсен туслăхне çирĕ-плетме пулăшнине палăртрĕ.
-Районта чăвашсемпе тутарсен, вырăссемпе мордвасен халăх уявĕ-сене ирттерни - РФ Президенчĕн В.В. Путинăн халăхсен культурипе чĕлхине аталантармалли пирки калакан хушăвне пурнăçлани пулать. Пирĕн облаçра та нацисене аталанма пур майсем туса панă, наци культурисен ятарлă центрĕ ĕçлет. Раççейри ытти регионсем те ку ĕçре пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ, - терĕ.
УОЧНКА ятĕнчен районти хастарсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсем хушшинче район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, нумай çул Каркел ял тăрăхне ертсе пынă, чăваш йăли-йĕркине чĕртсе тăратас ĕçре пысăк вăй хунă П.А. Кряжев та пулчĕ.
Вешкайма район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Н. Стельмах чăвашсене Акатуйпа саламларĕ, районта çĕртмен 12-мĕшĕнче Раççей кунĕпе пĕрлех тутарсен Сабантуйне уявланине, эстафетăна паян чăвашсем мордва автономине панине, утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шумбрат иртмеллине пĕлтерчĕ. Хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе П.Н.Кряжевпа вĕсем ял тăрăхĕн хастарĕсене тата Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш культурин пайĕн пуçлăхĕ И.В. Гаврилована Тав çырăвĕсем парса палăртрĕç.
Каркел – пысăк ял. Кашни ялăн илемĕ тата унăн пуласлăхĕ – çыннисенче. Хальхи вăхăтра Каркелĕнче 734 çын пурăнать, шкулта 100 ытла ача вĕренет, икĕ нумай ачаллă çемьере тата пĕрер ача çуралнă. Кăçал ялти икĕ ватă - Р.И. Симурзина тата А.Г. Жидкова - 85 çул тултарнă. Каркел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А. Симурзина вĕсене хаклă парнесемпе палăртрĕ.
Уява килнĕ çынсенчен ытларахăшĕ килне парнесĕр таврăнмарĕ. Субботника хастар хутшăннисене, пултарулăх ушкăнне çӳрекенсене, кил-çуртне чыслă тытакансене, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре хастар пулнисене тата ыттисене палăртрĕç. Тĕслĕхрен, Татьянăпа Юрий Гордеевсем, Л.Е.Бутылкина, В.А. Бутылкина, ваттисен канашĕн председателĕ Л.В. Ростниченкова сцена çине темиçе хут тухса хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Уявра сцена çинчен калаçакансене юрăпа ташă ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри улăштарса тăчĕç. «Çăлкуç», «Ĕмĕт», «Мозаика» ансамбльсем (С.Н. Ерофеева тата В.Г. Филатова ертсе пыраççĕ), Каркелĕнчи вырăс хорĕ тата ачасен «Моя Россия» ушкăнĕ (ертӳçи В.А. Бутылкина), Вешкаймăри Культура керменĕн артисчĕсем, ача садне çӳрекен ташăçăсем тата ыттисем куракансене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
М.Н.Гребень, С.Н.Ерофеева сцена çинчен чăваш юррисене шăрантарчĕç, уява пынă кашни çынна чăваш кил-çуртĕнче кĕтсе илчĕç, халăхăн апат-çимĕçĕпе хăналарĕç, кăпăклă сăрапа сăйларĕç.
Виçĕ уяв харăс пулнипе мероприяти вăрăма тăсăлчĕ. Çавăнпа вăл тăхтавпа иртрĕ.
В.Н. Головин ял халăхне каçпа сакăр сехетре çак лапамра тепĕр хут пуçтарăнма чĕнчĕ.
Авалхи йăлапа кунта хуранпа чăваш пăтти пĕçерсе пурне те çитернĕ, чăваш сăрине астивнĕ.
 
: 603, Хаçат: 23 (1321), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: