Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çинкĕл районĕнчи Уличе ялĕнче пиллĕкмĕш хут Акатуй иртрĕ. Чăваш халăхĕпе пĕрле савăнма авалхи уява ытти халăх çыннисем, чăвашсем ытларах тĕпленсе пурăнакан Ялавăр, Уличе тата Анатьял ялĕсенчен пухăнчĕç.
 
Уяв хресчен ĕçĕпе çыхăннине палăртса ял хуçалăхĕнче малта пыракансем сцена умне Акатуйăн паллине – сухапуç – йăтса тухрĕç. Халăх пултарулăх ушкăнĕсем пĕр кăшăла тăрса юрă юрласа çаврăнчĕç.
Чăвашсене уявпа саламлама хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç: Çинкĕл район администрацийĕнчи социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ Н.В. Нуждина, УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, Çинкĕл районĕнчи автономи ертӳçи А.Ф. Самаркин. Вĕсене çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕç.
Салам сăмахĕсемпе Акатуя Н.В. Нуждина уçрĕ. Нумай нациллĕ районта халăх йăли-йĕркине тытса пынăшăн тав турĕ, «Возрождение» хуçалăх ĕçченĕсене - С.В. Жегалина, Ю.В. Краснова, Н.В. Самбаевăна – Çинкĕл район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев та пултаруллисене палăртмасăр хăвармарĕ: ача-пăча ташă ансамбльне ертсе пыракан С.И. Ильдейкинана тата Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн администраци пуçлăхне В.Г.Штырлова Тав хучĕсем пачĕ.
Тухса калаçакансем хушшинче çаплах Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ В.Г.Штырлов, вырăнти автономи председателĕ А.Ф. Самаркин, Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Б.Меркулов, Уличе ял старости В.Т. Краснова, «Возрождение» хуçалăхăн ертӳçи М.Н. Самаркин тата ыттисем пулчĕç. Вĕсем пурте çак тăрăхри чăвашлăх тата хуçалăх ĕçĕсенче çитĕнӳсем тăвакансене Хисеп хучĕ-семпе палăртрĕç.
Акатуй ял тăрăхĕнчи чи ватă çынсене, вăрçăпа тыл участникĕсене саламламасăр иртмест. Шăп çак кун 90 çул тултаракан О.И.Кудряшова салам илекеннисенчен чи çамрăкки пулчĕ. Е.А. Ишутова вара 100 çулта, А.Д. Туйбахтина 98-та, А.А. Ишутовапа В.А. Краснова 94 тултарнă.
Курма килнисене Çинкĕлти Культура керменĕ çумĕнчи «Волжские напевы», Ялавăр Культура керменĕнчи «Флэш», «Хĕвел ачисем» ансамбльсем, Людмила Белова, пĕртăван Людмилăпа Екатерина Пузырниковасем, Н.Е.Куруськин, Александр Жегалин, уйрăм юрлакансем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ялавăр çамрăкĕ-сем Н.Г.Новоселец çĕвĕç-модельер ĕçĕсен – чăваш тумĕн – куравне йĕркелерĕç.
Чăвашсен авалхи уявĕ Уличере те ача-пăчапа спорт вăййисемсĕр, чăваш кил-çурчĕн тирпейлĕхне тата ал ĕçĕсен илемне кăтартакан куравсемсĕр иртмерĕ. Ялавăрта пурăнакан Екатерина Кирюшкина яланхи пекех хăй ĕçĕсен куравне тăратрĕ. Арçын ачасем Кĕрешӳре вăй виçрĕç, тĕл перессипе, волейболла, футболла выляса ăмăртрĕç, куç хупса çип çинче çакăнса тăракан япалана касса илчĕç тата ытти вăйăсене вылярĕç.
Каçпа вара çак вырăнта çамрăксем валли «Шевле» уяв программи ĕçлерĕ.
 
: 684, Хаçат: 23 (1321), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: