Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Константин Васильевич Иванов чăваш поэзин классикĕ тата вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ çеç мар, ăна чăвашсен пĕрремĕш художникĕ теме те пулать.
 
Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче черчени, рисовани тата чистописани урокĕсене вĕрентме тытăннинче Н.Ф. Некрасов педагог-художникăн тӳпи пысăк. Николай Федорович Мускавран Чĕмпĕр чăваш шкулне ĕçлеме1905 çулхи авăн уйăхĕнче килет. Вăл 18 çул чăваш ачисене ӳкерме тата илемлĕ те таса çырма вĕрентет.
Константин Ивановăн ӳкерес ăсталăхĕ çинчен нумай çыраççĕ, живопись тата графика тĕлĕшĕнчен ăна професси шайĕнчи художниксемпе пĕр шая тăратаççĕ.
Кĕçтенкки ачаранах художник пулма, ӳнер вĕренӳ заведенине кĕрсе професси шайне çитме ĕмĕтленнĕ. Ун аллинче яланах кăранташпа хут пулнă. Вăл портрет, пейзаж ӳкернĕ, кĕнекери хайлавсене ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ, тăмран пĕчĕк скульптурăсем ăсталанă, чăваш тĕррипе кăсăкланнă, тĕрĕ композицийĕсем шутласа кăларнă – ăна илемлĕх тĕнчи илĕртнĕ.
Тĕслĕ-тĕслĕ çуллă сăрăпа ӳкерес ăсталăха вара Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-нче Н.Ф.Некрасов патĕнче вĕреннĕ чухне (1905 çулта) алла илет. Хут çинчи ӳкерчĕкĕсем унчченхи пек мар, тĕрĕсрех те сăнарлăрах пулма тытăнаççĕ. Унсăр пуçне вăл йывăçа касса эрешлес ăсталăха вĕренет.
Анчах шăпа Константин Иванова ӳнер çулне мар, литература çулне анлăрах уçса парать.
Шел, анчах ку тĕле унăн çуллă сăрăпа ӳкернĕ ĕçĕсем упранса юлманпа пĕрех, ытларах графика мелĕпе тунисем. А.И.Иванов-Эхвет «По следам находок» кĕнекинче çапла çырать: «1963 çулта Константин Иванов художникăн ĕçĕсене шыраса эпĕ Чĕмпĕр хулине çитрĕм, Николай Никифоров учитель патне кĕтĕм. Унăн портретне Константин Иванов çуллă сăрăпа ӳкернĕ тенĕччĕ вăл мана. Шел, çак ĕçе курма тӳр килмерĕ, ăна вăл виçĕ кун каялла Чăваш пединститучĕн студентне Кондратьева парса янă. Лешĕ Константин Ивановăн пултарулăхĕ пирки материалсем пуçтарать иккен. Никифоров портретне Иванов 1907 çулта кĕркунне ӳкернĕ. Ахăртнех, Константин ăна пăлхава хутшăннăшăн училищĕрен кăларса ярсан-Иван Яковлев ăна каялла чĕнсе илсен – çырнă».
Николай Никифоровăн портречĕ – Ивановăн çуллă сăрăпа çырнă пĕрремĕш ĕçĕсенчен пĕри. Учителĕн сăнарĕнче вăл кăмăлне, хусканăвне уçăмлă кăтартса парать. Киçтĕкĕпе ирĕклĕ, пĕлсе усă курать, тĕслĕ-тĕслĕ сăрăпа анлă йĕрсем хурать. Унăн учителĕ Н.Ф. Некрасов та çав евĕрлĕрех ӳкернĕ. Çавăнпа Ивановăн картинисене хăш-пĕри ку Некрасовăн ĕçĕ тенĕ.
Ивановăн картинисен каталогĕнчи «Портрет старика», «Женский портрет» картинисене те унăн мар тесе иккĕленекенсем пулнă. Анчах та çак ĕçсене Никифоровăн портречĕпе юнашар тăратсан вĕсене пĕр иккĕленмесĕрех Константин Ивановăн алли теме пулать.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче К.В. Иванова поэт та, художник та тесе хакланă.
Акă мĕнле аса илет Ивановăн вĕренекенĕ И.Д.Васильев ун пирки: "Гăте баллади тăрăх эпир «Лесной царь» спектакль лартрăмăр. Декорацине (вăрман, чăтлăх) К.В. Иванов пулăшнипе йăлтах эпир ӳкертĕмĕр. Артистсен гримне Константин Иванов хăй ăсталарĕ".
Тата çакă паллă: Иванов хăй çырнă «Нарспи» поэма тăрăх «Силпи ялĕ», «Хура вăрман» спектакльсен декорацийĕсене те ӳкернĕ.
Унсăр пуçне вăл "Чăваш букварьне" ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Кашни саспаллин пĕлтерĕшне – уйрăм ӳкерчĕк уçса парать. Ӳкерчĕкĕсем саспаллисенчен кăштах пысăкрах пулнă. Çакă ачасене саспаллисене лайăх астуса юлма пулăшнă. Унччен букварь пĕр ӳкерчĕксĕр тухнă. Алфавита çеç мар, хрестомати пайне те илемлетнĕ пулнă вăл. Анчах И.Я.Яковлев юлашки пайĕ-нчи ӳкерчĕксене илтернĕ. Кайран çав ӳкерчĕксем йăлтах çухалнă.
Ӳкерчĕксемсĕр пуçне К.В.Иванов илемлĕ (каллиграфи) çырассипе тĕслĕхлĕ саспаллисем туса хатĕ-рленĕ. Ача-пăча валли çырнă темиçе сăввине хăй аллипе илемлетнĕ. Вĕсем чăваш литературин ылтăн çӳпçине кĕрсе юлнă.
 
: 712, Хаçат: 23 (1321), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: