Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра культура юхăмне чĕртсе яракансене паян алă пӳрнисемпе шутласа кăларма пулать. Çак малтанхи хастарсен пуçарăвĕпе чăмăртаннă та облаçри чăвашсен юрă ушкăнĕсем.
 
Авалхи халăх юррисенчен репертуар туса темиçе теçетке çул халăхăмăра савăнтарнă, савăнтараççĕ те. Мелекесс тăрăхĕнчи культурăри çирĕп шăнăрсен йышне Николай Симцов баяниста та кĕртмелле. Вăл облаçра чи малтан чăмăртаннă Тури Мелекесри «Çеçпĕл» юрă ушкăнне нумай çул ертсе пынă. Тутар Республикинчи Нăрлат районĕнчи Хăмăшлă ял хорĕн ертӳçи те пулнă. Унтан Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Майнăри чăх-чĕп фабрикин пултарулăх ушкăнĕн ертӳçинче ĕçленĕ. 23 çул Димитровградри кавир-пустав фабрикин хорне ертсе пынă. Вăл паян та аллинчен баян вĕçертмест темелле. Димитровградри «Савăнăç» халăх ушкăнĕн ертӳçисем тĕрлĕ сăлтава пула концертпа тухаймасан Николай Антонович васкавлă пулăшу пек алла баян тытса сцена çине тухать. Юлашки çулсенче сайрарах тытать вăл аллине баян. Чĕрине операци тунă хыççăн ăна тухтăрсем йывăр баяна ура çинче тăрса калама хушмаççĕ.
Николай Симцовăн ачалăхĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Палантай ялĕнче иртнĕ. Пĕчĕкренех чунĕ юрă-кĕвĕ хумĕ çинче пулнă. Пĕчĕк Коля юрă урокĕсенче çĕнĕ юрра илтсе астуса юлма, çийĕнчех юрласа пама пултарнă. Вăл вăхăтра кашни шкултах нумай ачаран тăракан хорсем пулнă. Коля та часах шкул хорĕн тĕп юрăçи пулса тăрать.
Вăтам шкул пĕтерсен Николай Мелекесри патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Ĕç биографине Димитровградри ача сачĕсенче музыка ертӳçинчен тытăнать. Ачасен «чĕлхине» ăнланакана хулари ытти ача сачĕсене те ĕçлеме чĕнеççĕ. Музыка грамотине тĕплĕнрех алла илес тесе вăл Ульяновскри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕрет. 1985 çултанпа Димитровградри 57-мĕш ача садĕнче вăй хурать. Кĕçĕн тата аслă ушкăнсенче музыка занятийĕсем ирттерет, утренниксем тĕлне музыка номерĕсем хатĕрлет.
Камсемпе ĕçлеме йывăртарах-ши: ачасемпе-и е аслисемпе-и/
-Паллах, ачасемпе. Хăш-пĕри хăй партине астуса юлаймасть е утренниксенче халăх умне тухсан пăлханнипе кĕввине те манса кайма пултарать. Çавăнпа та репетицисенче вĕсемпе нумай тар тăкас пулать. Яваплăхĕ те самай пысăк. Ашшĕ-амăшĕ, воспитателĕсем умĕнче ачан питне хĕретес килмест, - тет вăл. - Аслисемпе пачах урăхла. Вĕсемпе эпĕ канатăп темелле. «Савăнăç» халăх юрă ушкăнĕн юрăçисем маншăн тăван пекех пулса тăчĕç. Халĕ вĕсемпе ĕçлеместĕп пулин те мана хăйсенчен хăвармаççĕ. Хăш чух пĕрле тăрса юрлатăп, кирлĕ пулсан баян калатăп. Килте ларма кăмăл çук. Çапла мана кичемлĕх шырасан та тупаймĕ.
 
 
Димитровград хули.
 
: 331, Хаçат: 23 (1321), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: