Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.И. Ленин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалласа вулавăшра таврапĕлӳ сехетне ирттертĕмĕр. «Эпир совет вăхăтĕнче пурăннă» кĕтес йĕркелерĕмĕр.
Архангельски ялĕн историйĕнче революци хыççăн граждан вăрçи пынă вăхăтра совет влаçне хирĕç тăракан çынсене Космовский комиссар хăйĕн отрячĕпе Чĕлĕм (халĕ вăл çук) ялĕнчен килсе судсăр-мĕнсĕр персе пăрахнă текен материал пур. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, «çын вĕлерекенсем» сăран курткăсемпе пулнă, ку тăрăха юланутсемпе киле-киле кайнă.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçне йĕркеленин историне пăхса тухнă хыççăн хамăр ентеш Иван Сергеевич Космовский чи паттăррисенчен пĕри пулнине, вăл граждан вăрçинче шурă гвардеецсемпе çапăçнă чухне нумай паттăрла ĕç тунине пĕлтĕмĕр.
1918 çулта çуркунне Архангельски вулăсĕнчи хуторсене пĕтерсе тăкнă. Çак хуторсенче Упирен килсе вырнаçнă чăвашсем пурăннă пулнă. Сăр вăрманĕнче И.С. Космовский, И.К. Скрипин коммунистсем партизансен отрядне йĕркеленĕ, Промзинăран тытăнса Йĕпреçе çити фронт тытса тăнă. Кавалеристсенчен тăракан Космовский батальонĕ пирĕн ялтан вунвиçĕ çухрăмра вырнаçнă Сартункка ялĕнчи шурă гвардеецсен отрядне хăваласа янă.
И.М.Матросовăн «Архиври хутсен вăрттăнлăхĕ» кĕнекепе паллашнă хыççăн ирĕксĕрех шухăшлаттарать: патша саманинче уйрăмах начар пурăннă чăваш çыннисем революци хыççăн тинех хăйсене çын вырăнне хунине курнă, текех мĕскĕн маррине туйса илнĕ. Вĕсен часрах пурнăçа çĕнетсе улăштарас килнĕ. 1918 çулта çуркунне уес хулинче совет влаçне туса хунă хыççăн вулăссенче земство учрежденийĕсене пĕтернĕ, вĕсем вырăнне çĕннисене йĕркеленĕ. Ялсенче те советсем чăмăртаннă. Пăва уесĕнче (пирĕн ял унта кĕнĕ) совет влаçне йĕркелекенсем – хальхи Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен ялсенчен тухнă пирĕн ентешсем: И.С.Космовский Никишино ялĕнчен, И.К. Скрипин – Вырăс Чукалтан (Хăвай ялĕпе çумлă), Е.К.Карзанов – Кивĕ Чукалтан, П.Е.Крепков – Тăваньелĕнчен.
И.С. Космовский çартан прапорщик чинĕпе таврăннă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче большевиксемпе çыхланнă. Çапла фронтран революцие çирĕп ĕненекен çын пулса таврăннă. Çирĕп кăмăллă пулнă вăл, лару-тăрăва тĕрĕс хак пама пĕлнĕ. Вăтам пӳллĕ, çӳçĕ хĕрлĕ, пичĕ сартутлă, куçĕ кăвак пулнă унăн. Лăпкă, анчах та сăмаха татса калаçнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕскер Чĕлĕм ялĕнче учительте ĕçленĕ.
Чехословаксемпе шурă гвардеецсене малалла каясран тытса чарма Чĕмпĕрпе Пăвари хĕрлĕгвардеецсен отрячĕсем, Шăмăршă тăрăхĕнче И.С.Космовский йĕркеленĕ партизансен отрячĕ те нумай пулăшнă. Кĕпĕрнере çак вăхăтра вырăссемпе чăвашсен юланут полкне туса хунă.
1918 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче пухăннă уесри хресченсен съездĕнче И.С.Космовские ĕçтăвком председателĕн çумне тата финанс комиссарне суйланă. Вăл уесри çар комиссариатне, чрезвычайлă комиссие, милици управленине, уес ĕçтăвкомĕ çумĕнче РКП(б) ячейкине йĕркеленĕ. Уесра хĕрлĕ гварди йĕркелес ĕçе те хăй çине илнĕ.
Колчак Атăл тăрăхнелле тапăнса килнĕ чухнехи хăрушă вăхăтра Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем класĕпех Хĕвелтухăç фронтне тухса кайнă. Полкра пирĕн тăрăхри хĕрарăм боецсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри – И.С. Космовскийĕн мăшăрĕ Вера Федоровна Татаринцева. Вăл Улатăр уесĕнчен.
Иван Сергеевичăн хĕрĕ Зинаида Ивановна Космовская каланă тăрăх, амăшĕн аслашшĕпе аслăмăшĕ крепостла хресченсем пулнă, Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçленĕ. Унăн кукамăшĕпе кукашшĕ, тутарсемпе чăвашсем хушшинче пурăннă май, хăйсем вырăс пулнă пулин те тутарпа чăваш чĕлхисене лайăх пĕлнĕ. Вера Федоровна Пăвара счетоводра ĕçленĕ, унта совет влаçне тума пынă Космовскийпе паллашнă. Качча кайсан упăшкипе пĕрле фронта кайнă.
Граждан вăрçинче Колчакпа çапăçнă чухне паттăрлăхĕпе палăрнă Космовский комиссар çинчен «Правда» тата «Известия» хаçатсенче çапла çырнă: «Хĕрлĕ паттăрсене мухтав! Утăн 15-мĕшĕнче каçхине çĕр тĕттĕм пулнипе усă курса виçĕ пин юланутлă тăшман хĕрлисен Н. полкĕ тăракан вырăна çитнĕ, пăшалпа тата пулеметпа асар-писер пеме тытăннă. Çавăнтах алла-аллăн тытăçса çапăçма тапратнă. Çапăçу икĕ сехете пынă. Тăшман тытăнса тăрайман, каялла чакнă. Анчах та вăй пухса тепре тапăннă. Рабочисемпе коммунистсем паттăррăн çапăçса тăшмана иккĕмĕш хут та тытса чарнă. Полк командирĕ Космовский коммунист, аманнăскер, суранне çыхса янă та каллех атакăна ыткăннă. Алла-аллăн тытăçса çапăçнă чух ăна казаксем хĕçпе касса пăрахнă».
Ăремпур облаçĕнчи Парамоново хуторĕ патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ И.С. Космовскийпе ытти паттăр ентешсене асăнса палăк лартнă.
 
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 563, Хаçат: 23 (1321), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: