Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре юлашки вăхăтра банксенчен кивçен укçа илсе пурăнасси модăна кĕрсе кайрĕ. Çынсене укçа пама хатĕр банксемпе микрофинанс организацийĕсем те çумăр хыççĕнхи кăмпасем пек нумайланса пыраççĕ. Раççейре кредит, ссуда, ипотека илмен çемьесене алă çинчи пӳ-рнесем пек шутлама пулать. Кам хваттер, кам машина, кам пĕр-пĕр йышши техника приборне банксене кивçене кĕрсе туянать. Анчах кивçен илсе пурăнни тупăшлă-ши/
Иличчен маларах процентсене хушса мĕн чухлĕ тавăрса памаллине шутласа хумалла. Лайăх ĕç укçиллĕ çĕрте ĕçлемесен кредит финанс пулăшăвĕнчен хăтăлса тухма йывăр финанс капкăнне çаврăнать.
Парăма тĕрлĕ сăлтавсене пула парса татаймаççĕ. Хăш-пĕр коммерци банкĕсем клиентăн тата унăн шаннă çыннисен (поручитель) докуменчĕсене тĕплĕн тĕрĕслемесĕрех питĕ хăвăрт кивçен укçа параççĕ. Кун пек чухне çынсен пушшех те асăрханмалла. Мĕнле условисемпе кивçен панине хут çинче тĕплĕн вуласа пĕлмелле. Чи кирлĕ информацие (кредит килĕшĕвне пурнăçламасан мĕн пуласса тата штрафсен калăпăшĕ пирки) вара банксем куç курман пĕчĕк шрифтпа аялта çыраççĕ. Кивçен илнĕ чухне çакна çынсем вуламасан та юрĕ-ха теççĕ. Кăлăхах. Кашни уйăхра тӳлемелли суммăна вăхăтра е килĕшӳре кăтартнинчен сахалтарах тӳлени штраф патне тата суда илсе çитерет.
Çынсем хăйсен тупăшне тĕрĕс шутламасăр банксенчен пысăк укçа кивçен илеççĕ пулсан, кашни уйăхра вăхăтра тӳлейменнипе парăмĕ юр кумкки пек ӳссе пырать.
Шел, илнĕ укçана банксене тавăрса парайман граждансен йышĕ çулсерен нумайланса пырать. Банксем кун пек граждансене тата вĕсен шаннă çыннисене суда параççĕ. Иртнĕ çул Чартаклă районĕнче кăна судра кун пек 383 гражданла ĕç пăхса тухнă. Кăçалхи виçĕ уйăхра вара – 110.
Хăш-пĕр чухне явап тытакан граждансем суда пымаççĕ, ахăртнех, çапла банкпа килĕшменнине пĕлтересшĕн. Апла пулин те судăн вĕсемсĕрех йышăну тума ирĕк пур. Суда пымасан та кун пек граждансен пĕтĕм парăма тӳлеме тивет: унта кивçен укçан шучĕ, процентсем, килĕшĕве пурнăçлайманшăн штраф тата суда панăшăн патшалăх тӳлевĕ (пошлина) кĕрет.
 
: 640, Хаçат: 23 (1321), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: