Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче 1989 çултанпа ентешĕмĕрсем Акатуя пуçтарăнаççĕ. Кăçал вăл Çĕнтерӳ паркĕнче çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.<Ӳb>
 
Парка кĕнĕ çĕртех илемлĕ чăваш тумĕпе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш юррине шăрантарчĕç, вуниккĕлле çаптарса ташларĕç. Унтан мĕнпур халăх вĕçе-вĕçĕн тăрса тĕп сцена еннелле утрĕ. Вĕсене Акатуй пуçĕпе хаклă хăнасем уявăн паллине тытса малта тăрантаспа ертсе пычĕç. Тĕп сцена патне çитме кăçал çул çывăх пулмарĕ, мĕншĕн тесен вăл ипподром патĕнчех вырнаçнă.
Ансамбльсемпе хăнасем юрăпа тата ташăпа палăртнă вырăна çитрĕç, вăйă картине тăчĕç. Пысăкчĕ вăл. Пĕр кăшăла тăрса «Элем» (Пушкăрт Республики, Ĕпхӳ), «Шуçăм» (Тутар Республики), «Кăмăл» (Самар облаçĕ), «Ахаяс» (ЧР, Шăмăршă районĕ), «Энĕш», «Уяр» (ЧР, Куславкка районĕ), «Ямаш», «Цивильяночка» (ЧР, Çĕрпӳ районĕ), «Палан» (Барăш районĕ), «Пилеш» (Павловка районĕ), «Пилеш» (Çĕнĕ Малăкла районĕ), «Çăлкуç» (Вешкайма районĕ), «Савăнăç», «Телей» (Мелекесс районĕ), «Çуркунне» (Кăлаткăпуç районĕ), «Çăлкуç» (Николаевка районĕ), Н. Куруськин ертсе пыракан инструментсен тата вокал ансамблĕ (Çинкĕл районĕ), «Шанăç», «Янра, юрă», «Хĕвел», «Уйсас», «Шуçăм» (Чăнлă районĕ), «Эревет», «Сăрнай», «Илем», «Соловушки» (Ульяновск хули), «Соловушки» (Майна районĕ), «Девчата» (Тереньга районĕ) ансамбльсен артисчĕсемпе хăнасем илемлĕ чăваш юрри шăрантарчĕç.
 
Тĕп сцена
Акатуя сцена çинчен УОЧНКА председателĕ В Сваев уçрĕ. Пысăк та хăватлă уявпа саламланă май вăл пурне те савăнăçлă пулма, нумайлăха асра юлтăр тесе пĕр-пĕринпе тăраниччен чăвашла калаçса савăнма сунчĕ. Уява хатĕрлекенсене ырă сăмахсемпе пĕрлех Тав хучĕсем пачĕ.
Çак хисепе А.Г.Карсакова, Н.Г.Новоселец, А.В.Волкова, В.Ф.Муртаков, Н.Ф.Ильина, О.Ф.Ильмукова, Е.Д.Кудряшов, кăçалхи Акатуйăн кураторĕсем – ЧР Çĕрпӳ районĕнчи культура ĕçченĕсем тата ыттисем тивĕçрĕç.
Салам сăмахĕсене Тутарстан чăвашĕсен наципе культура автономийĕн председателĕ К.Г Яковлев, Пушкăртстанри чăваш культура центрĕн директорĕ Ю.П. Михайлов тăсрĕç.
– Чун-чĕререн хисеплесе Чĕмпĕ-ре çитрĕмĕр. Пирĕн чăваш чĕлхи пин чĕлхе хушшинче те чи ваттисенчен пĕри. Малашне те хамăр культурăна сыхласа хăварса çӳле çĕклемелле пултăрччĕ. Икĕ чăваш ăçта тĕл пулсан та пĕр-пĕрне тăван пек туйса тăван чĕлхепе калаçчăр, - терĕç вĕсем.
К.Г. Яковлев Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Н.Ф. Угасловăн хушăвне пурнăçласа Сăр районĕнчи Архангельски ялĕнче ĕçлесе пурăнакан З.П.Портновăна тата «ИнвестройМ» предприятин тĕп директорне В.А. Федорова чăвашлăха аталантарас ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Пĕрремĕш юрра «Эревет» ансамбль шăрантарчĕ. Аякран килнĕ ансамбльсен юрри-ташши уйрăмах асра юлчĕ. Пушкăртстанри «Элем» юррисем – хальччен эпир илтменнисем. «Пĕччен тăрса юрласан – тăлăх кайăк чĕппи пек, иккĕн тăрса юрласан - Ĕпхӳ купăс сасси пек», – янрарĕ вĕсен илемлĕ халăх юрри.
Чăвашсене Акатуйпа саламлама С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ А.А. Бакаев, Ульяновск хули пуçлăхĕ М.П. Беспалова килсе çитрĕç. Вĕсене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа чăнлăсем – «Хĕвел» тата «Шуçăм» ансамбльсем – кĕтсе илчĕç. С.И.Морозовăн салам сăмахĕ вăрăм пулчĕ:
– Паянхи уява тăван чĕлхепе тăван культурăна чун-чĕререн хисеплесе юратакан çынсем пухăннă. Эппин, вĕсем Тăван çĕршыва та çаплах юратаççĕ. Акатуй – Раççейре кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе паллă та хисеплĕ уявсенчен пĕри. Вăл пирĕн облаçра 26-мĕш хут иртнипе эпир чăннипе мухтанма пултаратпăр. Ку уяв – 120 ытла халăх пурăнакан облаçри туслăх уявĕ. Кăçал облаçри 16 районта иртме пултарчĕ вăл. Халăх шучĕпе чăвашсем регионта виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Эсир хăвăр культурăпа, йăла-йĕркепе мухтанма пултаратăр пулсан ытти халăх çыннисем те унта туртăнаççĕ. Наци ялне чи малтан чăвашсем çĕклерĕç.
Çĕршыв халăхсен туслăхĕпе çирĕп. Кашни халăх хăйĕн йăли-йĕркипе вăйлă пулмалла. Вăйлă халăх çĕршыва та вăйлатать. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă май эпир чăваш паттăрĕсене, Совет Союзĕн Геройĕсене - вĕсем çиччĕн – тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене мăнаçланса аса илетпĕр. Пулас ăрăва вĕсем пекех ӳстерме пулăшакан учительсене тав тăватпăр.
Çаплах кĕпĕрнаттăр культурăна аталантарас ĕçре культура ĕçченĕсен тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ: артистсемпе писательсен, журналистсен. Облаçра 25 чăваш ансамблĕ, хăшĕ-пĕри вĕсенчен тĕнче шайне çитнĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ака-сухара малта пынă чăвашсене – В.П Татаркина (Мелекесс районĕ, «Филипповский» хуçалăх), Е.Т. Селендеева (Çĕнĕ Малăкла районĕ, «Восток» хуçалăх), Н.П. Кузнецова (Чартаклă районĕ), А.П. Нагорнова (Ульяновск районĕ) палăртрĕ. Чăваш культурине çӳллĕ шайра тытса пынăшăн тата аталантарнăшăн Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш культурин пайĕн пуçлăхне И.В. Гаврилована, Димитровградри «Савăнăç» ансамбле (ертӳçи И.Н. Иванюкова) Ульяновск область правительствин Хисеп хучĕпе, ĕçри пысăк кăтартусемшĕн «Филипповский» хуçалăхăн трактор бригадин бригадирне В.П.Татаркина, «Академия» медицина центрĕн тĕп директорне А.Е.Елюкина, УЦГС предприятин тĕп директорне Ю.В.Федорова Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Кĕпĕрнаттăр чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ.
Тĕп сцена çумĕнче суту-илӳ хастар пычĕ. Шупашкартан килнĕ «Паха тĕрĕ» тата Зинаида Воронова ал ăстин ĕçĕсен куравĕсем ĕçлерĕç. Çакăнтах регионти кашни район чăваш кил-çурчĕпе картишне майлаштарса лартнă, ĕлĕкхи йăласене асра тытса илемлетнĕ. Тĕслĕхрен, Ульяновск районĕн картишĕнче чĕрĕ чăхпа автан чупатчĕç, сысна çури кĕтесре çывăратчĕ. Сĕтелĕсем хуплу-куклипе, турăх-хăймипе, сăри-эрехĕпе, техĕмлĕ чейĕпе туллиехчĕ. Кăмăл тăвакансем тутанса пăхма пултарчĕç. Кил хуçисем хăнасене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Тĕрлĕ лапамсенчи конкурссемпе ăмăртусене ача-пăчапа яш-кĕрĕм хаваспах хутшăнчĕ. Ача-пăчана выляттараканни УОЧНКА исполкомĕн членĕ Г.М. Никитина пулчĕ, шăпăрлансене халăх вăййисем выляттарчĕ: кĕвентепе шыв йăттарчĕ, вĕрен турттарчĕ, михĕпе çапăçтарчĕ, тăм чӳлмексене куç хупса çапса çĕмĕрттерчĕ, кашăкпа çăмарта йăтса чуптарчĕ.
 
Купăсçăсем
«Кала, хут купăс, савăнăçлă тусăм» лапама Светлана Марышева ертсе пычĕ. Конкурса Ульяновск область купăсçисем кăна мар, хăнасем те хутшăнчĕç: С.К.Теби (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен), П.И.Романов (Ульяновск районĕ, Тимирязевка поселокĕ), П.И.Афиногентов (Чăнлă поселокĕ), Е.А.Сеслюков, Г.А. Кислов, П.Ф.Яковлев, И.А.Юсупов (Ульяновск хули), Чăваш Республикинчен килсе çитнĕ Б.Я.Федоровпа С.Е.Утенов.
Вĕсене пурне те пĕр пек парне пачĕç. Купăс каланине курма килнĕ çынсем вара такмак каласа ташламасăр чăтса тăраймарĕç.
 
Ача-пăча пултарулăхĕ
Ача-пăча лапамĕ – Çĕнтерӳ паркне кĕрсен чи малтанхи сцена пулчĕ.
Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» ача сачĕн шăпăрланĕсем тăватă номер кăтартрĕç. Облаçри хуласемпе тĕрлĕ районсенчен килнĕ пĕчĕк артистсем юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç: Кристина Никитина, Мария Салюкова, Ксения Узалуковапа Кристина Шубина, Мария Ямщикова, Полина Серебрякова, Владимир Артамонов, Диана Урлова, Алиса Азанова.
 
Спорт
Авалхи йăлана каялла тавăрса кăçал иккĕмĕш хут область Акатуйĕнче лашасене чуптарчĕç. Чупу ипподромра иртрĕ. Унта Чăваш, Тутар Республикисенчен илсе килнĕ тата Ульяновск облаçĕнчи лашасем ăмăртрĕç. Чупăва тăватă çултан аслăрах юрха тата юлан ăратлă утсем хутшăнчĕç. Пурĕ 1600-шар метрлă тăватă чупу пулчĕ. Аслăрах лашасене чуптарса малти вырăна Ульяновскри М. Абдурахмановăн Саит ăйăрĕ тухрĕ. Тепĕр икĕ чупăвĕ Акатуй ячĕпе иртрĕ. Тăватă çулхи лашасен хушшинче Ульяновскри Ирина Котлякова Шампань ăйăрĕпе, виçĕ çулхисем хушшинче çак уланутçах Присяга лашипе çĕнтерчĕ. Тăваттăмĕш чупу УОЧНКА парнине илессишĕн иртрĕ. Унта çичĕ лаша ăмăртрĕ, Апрель тихапа Чăваш Енри Александр Пыркин çĕнтерчĕ.
Кире пукан йăтассипе ăмăртакансем чылай пулчĕç. Анчах та миçе çул ĕнтĕ Чартаклă районĕнчи тĕнче класлă спорт маçтăрне Алексей Михайлова никам та çитеймест. Кăçал та çĕнтерӳçĕ кубокĕ унăн аллинче! Вăл 24 килоллă кире пуканне 252 хут йăтрĕ.
Кĕрешӳ - Акатуйăн илемĕ. Паттăр ятне илессишĕн тĕрлĕ виçе категорийĕнче вăтăра яхăн çамрăк кĕрешрĕ. 65 килоллисен хушшинче Павел Федоров, Никита Тимашев, Владимир Иванов мала тухрĕç* 75 килоллисем хушшинче - Алексей Чугунов, Сергей Чугунов, Сергей Тушин* 75 килоран йывăртараххисем хушшинче – Денис Сетнеров, Евгений Михайлов, Александр Остапец. Тĕп парнене илессишĕн пынă хĕрӳ кĕрешӳре Денис Сетнеров çĕнтерчĕ. Акатуй паттăрĕ облаçри Кĕрешӳ федерацийĕн президенчĕн В.Софроновăн аллинчен така илчĕ.
 
: 724, Хаçат: 24 (1322), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: