Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн облаçра халь библиотекăсене паллă çынсен, çыравçăсен ячĕсене парас тапхăр пырать. Питĕ лайăх пуçару ку. Пушкин, Аксаков, Грибоедов ячĕсене аса илчĕç, нумаях пулмасть çĕре кĕнĕ Чĕмпĕр поэчĕн Благовăн ятне те пачĕç Ульяновскри 15-мĕш библиотекăна.
Чăвашсен вара хăйсен çинчен шутламалла. Облаçра миçе чăваш ялĕ! Унта библиотекăсем пур вĕт. Çавсене паллă чăваш çыравçисен тата поэчĕсен ятне парасси пирки шутламалла мар-и/
Кăçал чăваш халăхĕ «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн çулталăкне паллă тăвать. Паллă поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Пĕр-пĕр библиотекăна чăваш литературине никĕслекен çын ятне парсан питĕ лайăх пулассăн туйăнать. Иванов 10 çул Чĕмпĕрте пурăннă, хăйĕн чи пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене çакăнтах çырнă.
Ман шутпа, Ивановпа та чарăнмалла мар пирĕн. Вырăнти вĕрентӳçĕсем, библиотекарьсем, ытти хастарсем ялсенчи библиотекăсене паллă чăваш çыравçисен ятне парас енĕпе пуçарусем тумалла, пĕр-пĕринпе канашламалла, ял тăрăхне кайса пуçлăхсене хăйсен шухăшне каламалла.
Тĕрĕссипе, хамăр облаçра эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ библиотека пуррине те пĕлместĕп-ха. Тен, вăл пур та пуль, анчах пĕлместпĕр. Çак ĕçе вырăнтан тапратасчĕ. Пирĕн тивĕçлĕ çын нумай.
 
: 722, Хаçат: 24 (1322), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: