Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çынна вырăн мар, çын вырăна илемлетет теççĕ. Çак сăмахсене Чăнлă районĕнчи Кашара пурăнакан Римма Августовнăпа Александр Петрович Головинсем чăннипех тивĕçлĕ. Пултаруллă çынсем хуть те ăçта вăй хурсан та ĕçлекен вырăна илемлетеççĕ, чи хисеплисем шутланаççĕ.
Головинсем çак ялтах çуралса ӳснĕ, ял шкулĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тав сăмахĕ каласса кĕтмест
Нина Фёдоровнăпа Август Александрович Васильевсен аслă хĕрĕ Римма 1959 çулта çуралнă. Лара-тăра пĕлмен хĕр нихăçан та мĕскĕн тата вăрттăн ача пулман. Уçă кăмăллă та вăр-вар, лайăх вĕренекенскере класра, шкулта юратнă. Пионер дружинин председательне суйланă. Шкулти мĕнпур мероприятисене хутшăннă вăл, йĕркеленĕ те. Уйрăмах спорт енĕпе палăрнă. Сакăр класс хыççăн Димитровградри совхоз-техникума бухгалтера вĕренме каять. Кунта та ăна яваплăхсăр хăвармаççĕ. Вăл комсомол организацийĕнче спорт енĕпе ĕçлет – волейбол командин капитанĕ пулать. Виçĕ çул пĕлӳ илнĕ хыççăн çамрăк специалист тăван яла таврăнать. Анчах ун валли колхозра бухгалтер вырăнĕ тупăнмасть.
-Председатель секретарĕ ун чухне декрета кайрĕ. Мана вара секретарь тата диспетчер ĕçĕсене шанса пачĕç. Ирпе ултă сехетрен тытăнса çĕрлеччен ĕçлеттĕм. Ывăннипе йĕреттĕм. Сводкăсене тĕттĕм пуличчен пуçтараттăм, ирпе ултă сехет тĕлне, планёрка пуçланиччен, вĕсем хатĕрччĕ. Унччен эпĕ пĕр гектар çĕр, пĕр центнер мĕн чухлине те чухламан. Ăçта комбайн çĕмĕрĕлет, машина ларать – пур çĕре те пулăшу янă, веçех пĕлнĕ. Çакăн пек тĕрĕслевсем витĕр кăларса мана колхоза йышăнчĕç. Атте те калатчĕ: “Чăт, колхоза çапла йышăнаççĕ”,- тет. Вырма пĕтиччен ĕçлерĕм, малашне вара диспетчер кирлĕ мар. Тăрăшулăха кура председатель колхозран ярасшăн пулмарĕ. 1979 çулта кĕркунне комсомол организацийĕн отчётпа суйлав пухăвĕнче мана ирĕклĕ секретаре суйларĕç,- ĕç биографийĕн пуçламăшĕпе паллаштарчĕ Римма Августовна.
Вăл вăхăтра колхозри комсомол организацийĕнче 98 çын тăнă. Анчах унччен ялта комсомол хут çинче кăна ĕçленĕ. Хастар Римма ял çамрăкĕн пурнăçне интереслĕрех йĕркелессишĕн тăрăшать. Пуху ирттерет. Хăйĕн ĕç планĕпе паллаштарать. Кĕçех шкул директорĕпе волейбол секцийĕ уçасси пирки калаçса татăлать.
-Каçпа шкул спортзалне волейболла выляма пухăнаттăмăр. Пурте тухса кайсан урайне çуса хăвараттăм. Ирпе шкулта пирĕн йĕр ан пултăр. Çаплах йĕлтĕрпе чупакансен, тĕл перекен спортсменсен секцийĕсене уçрăмăр. Пур мероприятисене те колхозпа килĕштерсе йĕркеленĕ. “Волга” колхоз председателĕ Н.З.Гайниев çамрăксене пур майĕпе те пулăшатчĕ. Çав вăхăтра комсомолецсем хуçалăхри пур ĕçе те хутшăнатчĕç,- тет вăл.
Çулталăкра Римма Августовна ертсе пыракан комсомол организацийĕ районта чи лайăххи пулса тăрать. Комсомолецсем хуçалăхри пур ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă: çуракинче, вырмара, фермăра. Каша комсомолецĕсен ĕçне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Вĕсем слётсене хутшăннă, районти ăмăртусенче çĕнтернĕ.
Районти чи лайăх комсомол секретарьне 1980 çулта Мускав Олимпиадине курма путёвка параççĕ.
-Ун чухне ĕçлекен çыннăн сумĕ пулнă, вĕсене асăрханă, хисеп грамотисемпе чысланă, преми панă. Халь ĕçлекене чыс çук, сăмахпа йăпăлтатакан кăна вырăнлă. Комсомолецсем те чыса тивĕçрĕç, мана путёвка пачĕç. Олимпиадăна курма каякансем пирĕн облаçран пĕр пысăк делегациччĕ. Эпĕ Мускава мар, ун чухнехи Ленинграда кайма килĕшрĕм. Ман хула курас килчĕ. Чăнах та, пире пур музейсене, театрсене кăтартрĕç. Лайăх вырнаçтарчĕç, ресторанти пек çитеретчĕç. Икĕ эрне олимпиада пулчĕ, футбол матчĕсене куртăмăр, пăр çинчи балет, тинĕс çар флочĕн парадне тата темĕн те. Каласа пĕтерме çук. Хамăр çĕршывшăн питĕ мăнаçланнăччĕ çав вăхăтра,- ун чухнехи çĕкленӳллĕ кăмăл таврăннă пек хавхаланса каласа парать Римма Августовна.
Олимпиадăран таврăнсан Римма валли бухгалтерире ĕç вырăнĕ тупăнать. Хĕр ĕмĕтĕнче вара - Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕресси. Вăл докуменчĕсене те кайса парать. Çав вăхăтрах комсомол енĕпе ăна Саратоври партин аслă шкулне вĕренме яраççĕ. Анчах… Çемье йывăрлăхĕсене пула вăл унта та, кунта та вĕренме каяймасть. Ашшĕ пульницара йывăр чирлесе выртать, амăшĕ кĕçĕн хĕрĕпе унта. Яваплăха туякан Римма йăмăкĕсемпе шăллĕне пĕччен пăрахса хăвараймасть. Çапла ĕмĕчĕ татăлать. Халь те пăшăрханать вăл çакăншăн.
1981 çулта Римма Августовнапа ялти пултаруллă каччă Александр Петрович çемье çавăраççĕ. Александр шкулта вĕреннĕ чухнех хĕре куç хывнă пулнă. Хăçан Риммăна мĕнле кĕпепе курнине хальччен астăвать. Салтакран таврăнсан вара тахçанах юратса пурăннă хĕре вĕçертмест. Çапла çĕнĕ çемье çуралать. Римма кĕркуннеччен ĕçленĕ хыççăн комсомол организацийĕн секретарĕнчен хăй ирĕкĕпе тухать. Тепĕр çул Головинсен Сергей ывăлĕ çуралать.
Романтика шыраса 1984 çулта Головинсем Ульяновска кайса тĕпленме шутлаççĕ. Римма çар-строительство полкĕнче бухгалтерта ĕçлеме тытăнать. Ачине садике вырнаçтарать. Унта ĕçлесе нихăçан та хваттерлĕ пулаймасса ăнлансан Головинсем Çĕнĕ хулари “Авиастара” куçаççĕ. Римма снабжени уйрăмĕнче ĕçлет. Ульяновскра Головинсен тепĕр икĕ ача – Андрейпа Вероника – çуралаççĕ. Вĕсене патшалăх виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер парать. Анчах ял çыннине çĕр хăй патнех туртать. Головинсем 1990 çулта каялла таврăнаççĕ, колхоз пулăшнипе çурт лартаççĕ. Риммăна ялти перекет банкне ĕçлеме чĕнеççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ темиçе уйăхра кăна пулин те Римма килĕшет, ĕçлекен çук-çке-ха! Унта çулталăк ытла вăй хунă хыççăн ялти тир тăвакан “Зима” цехра тĕп бухгалтер тивĕçне пурнăçлать. 1993 çултанпа Римма Августовна суту-илӳре, ялти лавккара сутуçăра вăй хурать. Икĕ çултан ăна лавкка заведующине куçараççĕ. Ĕçе çиелтен мар, чунне парса ĕçлеме хăнăхнă çын ялан çапла. Районти сельпора та Римма тăрăшса ĕçлет. Каша лавкки районта тĕслĕхли пулса тăрать. Кунта темиçе хут ытти лавкка заведующийĕсен семинарĕсене ирттереççĕ, вĕсене мĕнле ĕçлемеллине вĕрентеççĕ. Римма Головинана сельпо профкомĕн председательне суйлаççĕ. Лавкка заведующийĕ пирки ун чухне район тата область хаçачĕсем çинче миçе хутчен çырман пуль! Вăл çынсем лавккана пыччăр, пырсан кăмăлĕсем тулччăр, кунта япала туянма кăна мар, чунĕсене кантарма, ытти çынсемпе курса калаçмалли вырăн пултăр тесе тăрăшать. Лавккара аквариум лартать, пулăсем ĕрчетет, попугайсем илет, 130 ытла савăт чечек ӳстерет. Чăн-чăн оранжерея! Çынсене ларса канма сакăсем, сĕтел вырнаçтарать. Лавкка сентрисем ялан таварпа тулли пулнă. Ял халăхĕн кăмăлне лавккари тирпейлĕх кăна мар, умĕнчи чечексем те савăнтарнă.
Головинана ялти хĕрарăмсен канашĕн председательне суйлаççĕ. Вăл лавккара та, çемйинче те, обществăлла ĕçре те ĕлкĕрет. 1993 çулта ялти 23 хĕрарăма пуçтарса “Çăлкуç” юрă ансамблĕ йĕркелет. Акатуйсенче, ярмăрккасенче хăйсен пултаруллăхне нумай кăтартнă вĕсем. Илсе çӳрекен пулнă! Ял администрацине те ĕçлеме пулăшать хĕрарăмсен канашне ертсе пыракан: çĕнĕ çемье чăмăртаннă чухне, ача çуралсан саламлать, парнесем парать. Садай юбилейне тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерессишĕн ырми-канми тăрăшать.
2002 çулта район сельповĕ панкрута тухассине пĕлсе Римма хăй çине ĕçлеме шутлать. Усламçă пулса тăрать. Анчах ăна ялти лавкка çуртĕнче нумай ĕçлеттермеççĕ - пушатма ыйтаççĕ. Çав çул Головинсен çемйинче - чи йывăррисенчен пĕри. Чирлĕ ывăлне Риммăн Мускав пульницинче уйăх ытла сиплеме тивет. Кивçене кĕрет. Мускавран таврăнсан вăл часрах услам ĕçне малалла тăсма шутлать: пуш вакун туянать, унта хăтлă лавкка лартать. Сăмах май, унчченхи лавкка вырăнĕ халь ик метрлă мăян хушшинче вăрçă хыççăнхи ишĕлчĕк пек хăрушшăн курăнса ларать. Римма Августовнан лавкки умĕ вара – ял варринчи чăн-чăн кану кĕтесĕ: кунта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ, фонтан та, акăшсем, таврапĕлӳ кĕтесĕ те, начар çанталăкра кĕрсе лармалли вырăнĕ те, сакки-сĕтелĕ пур. Лавккана кĕме те кăмăллă – çуллахи шăрăхра кондиционер ĕçлет, хăш чух çынсем кунта шăрăхран тарса кĕреççĕ. Хĕлле – ăшă. Апат-çимĕçĕ те яланах пахалăхлă.
-Эпĕ суту-илӳре 18 çул. Ял-йыш умĕнче таса, яланах тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, никама нихăçан пĕр пус улталаман. Мĕнпур пурлăха, таврари илемлĕхе эпир хамăр вăйпа тунă. Лавккара ĕçлекен сутуçăсене те çапла вĕрентетĕп, ан улталăр, çыннăн пусĕпе пуяймастăр, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕр тетĕп, - каласа парать лавкка хуçи.
Иртнĕ çул ял администрацийĕ Головинсене “Тăрăхри чи лайăх усламçă” район конкурсне тăратнă. Мĕншĕн тесен вĕсенни пек тирпейлĕ те илемлĕ лавкка таврара çук. Унти илем çăтмахри пек! Анчах районтисем çĕнтерӳçĕ ята юриех теприне параççĕ. Куншăн Римма Августовна кулянмасть. “Ман ĕçе ял халăхĕ курать. Вĕсен тав сăмахĕ – чи пахи. Вĕренме килеççĕ, чечек вăрри ыйтаççĕ – пурне те хапăл”, - тет.
Римма Августовна ырă кăмăллă хĕрарăм. Вăл курнăçланса мар, тупăш илессишĕн çунса мар, пур
ĕçе те чунĕ хушнипе тăвать. Çынсене ырă тусан чунтан хĕпĕртет. Журналистсем Кашана пырсан та лайăх çынсем пирки çырма ыйтать: пĕрисен çемйи тĕслĕхлĕ, теприсен ачисем аван…
Хăйсен ял çыннисем лайăхпа палăрнишĕн, тивĕçлĕ çынсем пулнишĕн мухтанать.
Ик-виçĕ çул каялла ял масарĕнче Кашаран тухнă вăрçăра çухалнисене, таçта аякри çĕрсенче хăйсене юлашки вырăн тупнисене халалласа палăк лартать. Никам хушмасăр, никамран пĕр пус ыйтмасăр, кунпа пĕрре те мухтанмасăр – чунĕ хушнипе. Халĕ масар çине килекен кашни çын çав палăк умне чечек хурать.
 
Çĕрĕн ырă шăршипе пуçĔ çаврăнать
Александр Головин мĕн ачаран çĕре юратса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Николай Скворцов комбайнёрпа юнашар штурвальнăй пулса ĕçленĕ. Юсав вăхăтĕнче те аслă тетĕшĕнчен пĕр утăм юлман – техника ăна çав тери интереслентернĕ. Шкулта аттестатпа пĕрлех механизатор удостоверенине илнĕ. Салтак ячĕ тухиччен икĕ çул тăван “Волга” хуçалăхра вăй хунă, унтан – икĕ çул – тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă.
Яла таврăнсан ăна “Беларусь” трактор шанса параççĕ. Ахаль механизаторта нумаях ĕçлемест – 22 çулхи пултаруллă тракториста трактор бригадин бригадирне лартаççĕ. Малтанлăха çĕнĕ должноçра хăйне канлех туймасть вăл – ĕçтешĕсем хăйĕнчен икĕ хут аслăрах пулнипе! Кĕçех хăнăхать. Анчах авланнă хыççăн çамрăк бригадир ĕçрен хăтарма заявлени çырса парать. Колхоз председателĕ алă пусмасăр заявлени нумайччен выртать. Анчах çемьене уйăрма унăн нимле ирĕк те çуккине кура Головина ĕçрен тухма ирĕк парать.
Александр Петрович СУ-37 организацие механизатора вырнаçать. Ĕçе юратакан çын тӳрех палăрать. Çулталăкран Головин управленире чи лайăх ĕçлекен пулать.
-Ун пек специалистсем сахал. Ăçта ĕçлесен те Александр Петрович малтисен ретĕнче, мĕншĕн тесен вăл яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа, чунтан ĕçлет. СУ-37-ре вăл 1984-1989 çулсенче ĕçленĕ, унăн сăн ӳкерчĕкĕ яланах Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Вăл вăхăтра инженерсен ĕç укçи 120 тенкĕ пулсан ман мăшăр – 450-500 тенкĕ илетчĕ. Ĕç укçи ун ĕçленине кураччĕ (сдельный). Хулара ĕçленĕ чух шефство мелĕпе Тереньга районне вырмана каятчĕç. Унта та вăл малтиччĕ. Пуçлăхсем çавăн пек ĕçлекенпе савăнса пĕтерейместчĕç. Хăй те ĕçре мĕнпур вăйне хуратчĕ. Киле килсен вара ăна нимĕн те савăнтармастчĕ. Хула пурнăçĕ уншăн интереслĕ марччĕ. Ял, çĕр пирки калаçу пуçăнсан вара куçĕ çуталса каятчĕ. “Пĕлетĕн-и, мĕнле тутлă вăл – çĕр шăрши. Трактор плугне антарса пĕрремĕш йĕрне сухаланинчен илемлĕреххи мĕн пур!” – тетчĕ. Ăнлантăм, мăшăрăм ялсăр, çĕр ĕçĕсĕр чирлесех каять. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере пăрахса каялла яла таврăнтăмăр. Александр Петровича кунта та ĕçрен кăларасшăн марччĕ. Хам шăнкăравласа тархасларăм, - каласа парать Римма мăшăрĕ пирки.
Хуларан таврăнсан, 1991 çулта, Александр Петровича “Волга” колхозăн Каша уйрăмĕн управляющине лартаççĕ. Вăл машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ те пулать. Мĕнле должноçра пулсан та вырмара вара комбайн штурвалĕ умне ларать, “Дон-1500” комбайнпа районта чи нумай тырă вырса çапать. 1998, 1999, 2000 çулсенче вăл районти ăмăртура малти пулать. 1998 çулта район пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов “Цильнинский вестник” хаçат урлă Александр Головина ятарлă уçă çыру ярать, ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн саламлать. Ăна “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” ят параççĕ.
Риммăпа Александр Головинсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ – икĕ ывăл та пĕр хĕр. Пурте аслă пĕлӳ илнĕ. Халĕ виççĕшĕ те çемьеллĕ. Мăнукĕ пур. Хулара пурăнаççĕ. Сергейпа Андрей ашшĕ пекех техникăна юратаççĕ, çулла ашшĕпе пĕрле комбайн çинче ĕçленĕ. Сергей пирки ялта: “Куçне хупса мотоцикла юсама пултарать”, - теççĕ.
Головинсем – тăрăшуллă çемье. Вĕсем ирпе тăваттăмĕш çурринче тăрса çĕрле вуниккĕччен ура çинче. Ирех ял халăхĕнчен сĕт пуçтараççĕ, леçеççĕ, лавккана тавар турттараççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, кил, лавкка умне тирпей-илем кĕртеççĕ. “Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пире айккинчен пĕр пус та паракан пулман. Парасса кĕтсе те ларман”, - теççĕ пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăрах хăйсене яланах телейлĕ те хаваслă тытакан Головинсем.
 
: 1064, Хаçат: 40 (1132), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: