Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ. Нумай улшăну пулса иртрĕ. Тăхăр класс пĕтернĕскерсем хăйсен малашлăхĕ çинчен нумайрах шухăшларĕç, вĕренĕве тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсен ĕçĕ сая каймарĕ. Вĕренӳ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлерĕç, патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытрĕç.
«Пĕчĕкçĕ хуранăн пăтти тутлă»,- тесе ахаль каламан ватăсем. Чăваш чĕлхи, культури çӳллĕ шайра тăтăр тесе нумай тăрăшрăмăр. Хамăрăн шкул тулашĕнчи ĕçсемпе ытти шкулсенче вĕренекен ачасемпе учительсене паллаштартăмăр.Тута рстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче «мастер класс» евĕрлĕ ирттернĕ мероприяти пурин асĕнче те юлчĕ пулĕ. Йĕлмелсем те Чӳрекел шкулне хăнана килме шантарчĕç.
Ют шкулта тĕл пулма, хăв тунă ĕçсем çинчен каласа кăтартма шкул ачисене çăмăлах мар, анчах та çак ĕç кирлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен малалла вĕренме кайсан ачасене çын умĕнче калаçма пĕлни питĕ кирлĕ пулать. Çакă ачасен тавракурăмне ӳстерет, пĕлĕвне çирĕплетет, çĕнĕ юлташсем тупма пулăшать, хăй тĕллĕн пĕлӳ пухма вĕрентет. Хальхи вăхăтра учебник тăрăх кăна вĕренекен малаллах каяйманни паллă ĕнтĕ.
Литература çулĕ пулнă май музейсенче нумай тухса калаçма тӳр килчĕ. Чăваш писателĕсен кĕнекисене ял халăхне вулама салатса патăмăр.
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енри Çĕрпӳре К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конференцире эпĕ «Творчество чувашских поэтов и писателей Ульяновской области» темăпа тухса калаçрăм. Ентешсен произведенийĕсемпе уроксенче, урок тулашĕнчи занятисенче паллашатпăр. Вĕсем урлă эпир пурнăçа юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, атте-аннене, тăван-пĕлĕше вырăна хума, çутçанталăкпа туслă пурăнма вĕренетпĕр. Пурнăçра пулса иртнине, тăван халăхăн историне, йăла-йĕркене, ача-пăча пурнăçне, çĕршыври лару-тăрăва тĕплĕн уçса пама пĕлеççĕ пирĕн чăваш поэчĕсемпе писателĕсем. Эпĕ кӳршĕ республикăсенчи вĕренекенсене Ульяновск облаçĕнче чĕлхемĕре вĕрентни, вырăнти çыравçăсемпе килĕштерсе ĕçлени çинчен те каласа патăм.
Чĕлхемĕре çӳле çĕклеме тăрăшатпăр. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ сарлака çул уçса хатĕрленĕ, И.Я.Яковлев хăйĕн Халалне çитес ăрусем валли çырнă, çавăнпа пирĕн малалла тата лайăхрах тăрăшса ĕçлес пулать.
Пуласлăх – халĕ парта хушшинче ларакан ачасенче. Вĕсене пултарулăх, тĕрĕслĕх çулĕпе илсе пырса çĕршыва кирлĕ çын пулма вĕрентмелле. Хамăр чăваш пулнишĕн вăтанмалла мар. Çакна сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетсе пымалла. Ачасене çакна чĕрепе йышăнтарса вĕрентмелле.
 
: 533, Хаçат: 24 (1322), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: