Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕн çуралнăранпа эпир – хăш халăха илсессĕн те – аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле тăван чĕлхе çеммине, çепĕçлĕхне чун-чĕрепе, ăс-тăнпа çăтатпăр. Ӳссе пынă май та тăван чĕлхе ялан пĕрле: юмах-халапсенче, каларăшсенче.
 
Пур халăхăн та çапла, тăван чĕлхене тиркекен никам та çук... Мĕскершĕн эпир, чăвашсем, хамăра мĕскĕне хурса тăван чĕлхене пăрахăçлатпăр. Тен, вăтанатпăр. Е хамăра ытла пысăка хуратпăр-и/
К.Ушинский çапла çырнă: «Халăхăн чĕлхи - чи пахи, нихăçан та шанман, ĕмĕр тăршшĕпе çеçкере ларакан халăхăн чун хавалĕн чечекĕ». Тăван чĕлхе авăрĕнче халăх хавхаланать, халăхпа пĕрле – Тăван çĕршыв... Аслашшĕсене мăнукĕсем ылмаштараççĕ, кашнин ĕç-пуç пĕтĕмлетĕвĕ вара чĕлхере вĕсен хыçĕнчен килекенсем валли юлать. Халăх чĕлхи çĕтсен халăх çĕтесси те вăраха пымасть. Халăх сывă пулсан – чĕлхен те шанчăк пур. Унăн ĕмĕр-ĕмĕр пухса пынă ăс-тăн пуянлăхне хапсăнакан пусмăртан хăрушши нимĕн те çук. Çыннăн пурлăхне туртса илсен, паллах, хăрушă, анчах тӳсме пулать. Ăна пĕтĕмпе каялла тавăрма, тăрăшса çĕнĕрен пухма пулать. Анчах та чĕлхене туртса илсен нихăçан та тавăраймастăн.
Çĕнĕ çĕршыв та йĕркелеме пулать, чĕлхене вара йĕркелейместĕн. Чĕлхе халăхра вилсен халăх та пĕтет.
Кашни халăхăн ĕмĕрсем витĕр тухнă халап-юмахĕ пур. Вĕсене ют чĕлхене мĕнле тимлĕн, туйăмпа куçарма тăрăшсан та тĕп чĕлхен илемне туллин кăтартаймастăн. Кашни халăх хăй евĕрлĕ шухăшлать.
Çакă та тĕлĕнтерет: ашшĕ-амăшĕ чăваш пулсан та вĕсен ачи мăнкăмăлланса хăйне вырăс тет. Хăш енчен вăл вырăс-ши: умран-ши е хыçран-ши/ Мĕншĕн пирĕн Улăпсем – И.Я.Яковлев, А.Г.Николаев космонавт летчик хăйсем чăваш пулнине пĕлтерме вăтанман/ Тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе тата халăхпа тăван чĕлхепе калаçнă. Ку эпĕ вăрă-хурах тени мар вĕт. Чĕлхене пăрахăçлама вăрах вăхăт кирлĕ мар, хăвăн халăху хăвна ан пăрахтăр...
Революци вăхăтĕнче Раççейрен тухса кайнă дворянсен йăхĕсем ăçта пурăнсан та вырăсла калаçаççĕ. Эпир вара хамăр тăван чĕлхерен вăтанатпăр: пĕлетпĕр-и, çук-и – халăх хушшинче урăх чĕлхепе калаçатпăр.
Ку ĕнтĕ тулайри чăвашсене кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансене те тӳрремĕнех пырса тивет. Тен, XXI ĕмĕрте тăван чĕлхене çĕнĕ вăй-хăват кĕртĕпĕр. Веçех хамăртан килет. Тăван çĕршыв кашни çынран пуçланать, тăван чĕлхе те çапла.
Çапах та чăваш чĕлхин шайне çĕклемелле. Кăçал, Литература тата К.В. Иванов çулĕсенче, чĕлхене аталантарас енĕпе палăрмалли пулăм тумалла тесе шутлатăп. Кунта вара çыру ĕçĕнчи çĕнĕ ятсем те сахал мар пулăшу кӳме пултараççĕ: кăвайтăн хĕрӳлĕхĕ ан хавшатăр тесен çапăсем пăрахсах тăмалла, çамрăк çыравçăсемпе ытти пултарулăх енĕпе ĕçлекенсене пулăшмалла.
Мĕншĕн тутарсемпе пушкăртсем ачисене мĕн пĕчĕклех хăйсен чĕлхине вĕрентеççĕ/ Ӳссе çитсен ача-пăча вырăс чĕлхине те аванах вĕренет. Тăван чĕлхене вара – çук!
Ман шухăшпа, «Чăваш пулар, пĕрле утар» тата «Чăвашшăн чăваш пултăр юлташ» каларăшсене халăха пĕрлештерекен чĕнӳ тумалла. Апла мар тăк чĕлхе çут тĕнчерен çухаласси инçе мар.
 
Пушкăртстан,
Октябрьски хули.
 
: 578, Хаçат: 24 (1322), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: