Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкассинче çуралса ӳснĕ Сергей Имангулов кирек ăçта та яваплăхĕпе палăрнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Сергей ĕнесене машинапа сăвакан оператор ĕçне алла илнĕ, районти ăмăртăва хутшăнса ĕне сăвакансем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Унсăр пуçне каччă спортра пысăк ӳсĕмсем тунă, шкул ятне районти ăмăртусенче хӳтĕленĕ. Хăйне çамрăклах туптани ăна çарта питĕ пулăшнă.
Вăтам шкул пĕтерсенех Сергей Кронштадтри тинĕс çар флотне учебкăна лекет. Ултă уйăх хушшинче шыв çинчи карапсен ракетчик-артиллерис чĕн специальноçне алла илет. Унтан пирĕн ентеше Мурманск облаçне – Беринг тинĕсĕ çывăхĕнчи Североморск хулине – службăна яраççĕ.
-Çитсенех мана отрядăн командирне çирĕплетрĕç. «Адмирал Нахимов» караппа çулталăк çурă ытла çар вĕренĕвĕсене тухса çӳрерĕмĕр, Çĕнĕ çĕр çине те çитсе куртăмăр. Карап пысăк: тăршшĕ 200, сарлакăшĕ 28 метр. Юлашки çул хĕсметре тăнă чух пире «Калинин» ятлă çĕнĕ атом крейсерне илме Ленинграда ячĕç. Вăл Балтика тинĕсĕнче сăнав иртрĕ. Крейсер çинче мĕнле çар хатĕрĕ пур – йăлтах ĕçлеттерсе тĕрĕслерĕмĕр. Служба питĕ интереслĕ пулнипе виçĕ çул сисĕнмерĕ те. Мана срокран иртнĕ службăна юлма сĕнчĕç, килĕшмерĕм, çавăншăн халĕ те ӳкĕнетĕп. Анне ялта пĕччен пулнипе аппасем хирĕçчĕ, анне те ярасшăн пулмарĕ, – каласа парать ентешĕмĕр.
Салтакран таврăнсан Сергей Федорович «Ульяновсктранссерви с» предприятире слесарьте, кайран водительте вăй хурать. Авланать. Чăваш Çĕпрел хĕрĕпе Надьăпа çемье чăмăртать. Вĕсем пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Настя Шупашкарта стоматолога вĕренет.
Çемье пуçĕ 2008 çулччен Ульяновскра водительте ĕçлет, кайран «Виз-мост» предприятире çĕре горизонталь майлă пăраласа шăтарас ĕçĕн операторĕ пулса тăрать. Кирек мĕнле ĕçре те вăл тăрăшулăхĕпе палăрать.
Имангуловсен килĕнче яланах тăван чĕлхе янăрать. Туслă мăшăр чăвашсем ирттерекен мероприятисене тата концертсене хаваспах çӳрет.
 
: 586, Хаçат: 24 (1322), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: