Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шкул ачисен пултарулăхĕ
Çак кунсенче чăваш литературин никĕслевçи К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ирттернĕ хулари ачасен сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ульяновскра пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ хулари 73-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Елена Сарандаеван (вĕрентекенĕ – Елена Краснова) ĕçĕ мала тухнă.
Хамăр вулакансене те çак хайлавпа паллашма сĕнетпĕр.
 
Вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ çуралнăранпа - 125 çул
Ун ырă ячĕ вĕçĕмсĕр пырать.
Ик хĕрĕх çул та иртĕ, пиллĕк те...
Паян чысра вăл аслă çĕршывра,
Ыран ăна тĕнче тӳпи кĕтет.
Петĕр Хусанкай.
 
Петĕр Хусанкай сăмахĕ тӳрре тухрĕ. Константин Иванова паян пĕтĕм тĕнче пĕлет. Поэтăмăр ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлчĕ, чăваш чĕлхине çӳллĕ шая çĕклерĕ, ăна вилĕ-мсĕр туса хучĕ.
Акă мĕн тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев кун пирки хăй шкулĕ-нче вĕренекенсене: «Пĕлетĕр-и, ман патăмра «пăлхавçă» пурăнать. Мĕн турĕ-ха вăл/ Поэма çырнă! Пысăк поэма! Сăвăласа. Сăвви яка та илемлĕ, интереслĕ поэма. Чăвашла çырнă. «Евгений Онегин» пек вăл. Пирĕн халĕ хамăрăн поэзи пур, чăваш халăхĕ те ытти халăхсемпе пĕр рете тăрĕ».
1908 çултан пуçласа паянхи кунччен «Нарспи» уйрăм кĕнекен 33 хут пичетленсе тухнă. Ултă ăста поэмăна вырăсла куçарнă : А.Петокки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, М.Кобзев, А.Жаров. Поэмăна çĕршыври, чикĕ леш енчи нумай чĕлхене куçарнă.
Кăçал юратнă поэт 125 çул тултарчĕ. Чăваш Республикинче 2015 çула Константин Иванов çулĕ тенĕ. Ку вăл поэта пысăк хак панине тата манманнине пĕлтерет.
Чăваш Республики ĕçре ăсталăхпа палăрнă çынсене 1967 çултанпа К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премине парать. Урамсене, бульварсене, библиотекăсене, чăваш патшалăх драма театрне аслă сăвăç ятне панă. Атăлпа Урал хутлăхĕнчи нумай çыравçă К.В.Иванова сăвă-юрă халалланă. Ун çинчен драмăсемпе романсем çырнă.
Пушкăртстанри Слакпуçĕнче, сăвăç ялĕнче, 1935 çултанпа музей ĕçлет, кунта çулсерен «Силпи çăлкуçĕсем» ятлă поэзи фестивалĕ ирттереççĕ.
 
Чăваш халăхне Иванова парнеленĕ çĕршыв хăйевĕрлĕхĕ
Аса илер-ха К.В.Иванов çуралнă вырăнсене.
Слакпуç ялĕ... Вăл ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать. Ял çумĕнчех Слак шывĕ пуçланса каять. Ту тăрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тапса тухаççĕ, çӳллĕ валаксем тăрăх чупаççĕ.
Слакпуç ялĕнчен мал еннелле пысăк вăрмансем инçете тăсăлаççĕ. Кантăр варĕнчен ансан виçĕ çухрăмра пуриншĕн те паллă Силпи улăхĕ ешерет. Улăхсенче çĕмĕрт çеçке çурсан – унта шăрăх кун та ăнсăртран юр ӳкнĕ пек чăлт шурă.
Эпĕ пĕр кĕнекере вуласаччĕ Силпи шывĕ çулла алла шăнтать, анчах хăй хĕллехи шартлама сивĕре те шăнмасть тенине. Питĕ пулса курас килет çав хитре вырăнсенче.
Çакăн пек илемлĕ вырăнта,Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, 1890 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн чаплă поэтăмăр, çыру тата ӳнер ĕçĕнчи тĕрлĕ енлĕ ăста çын Константин Васильевич Иванов çуралнă.
К.В.Иванов – эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă пулнă, çав вăхăтрах вăл талантлă музыкант, художник, педагог, редактор, шухăшлавçă. Пĕтĕм çамрăк вăй-халĕ-пе, ырă ĕçĕсемпе вăл тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă.
Кĕçтенттин ача чухне питĕ йăваш пулнă. Урамра ачасемпе выляса чупса çӳремен. Картишĕнче ларнă та тăмран ĕне, лаша, сурăх кĕлеткисем туса йăпаннă. Ытти ачасем пырсан вĕсене те тăм теттесем тума вĕрентнĕ.
Арçын ача ялан вĕренесси çинчен ĕмĕтленнĕ. Унăн ашшĕ вĕренĕве пысăк вырăна хунă. Çавăнпа Кĕçтенттин сакăр çула çитсен хăйсен ялĕнчи шкула вĕренме каять. Унта виçĕ çул вĕренсен Кекен ялĕнчи шкулта ăс пухать. Вара – Пелепей хулинчи шкулта. Çулталăкран Кĕçтенттин Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хатĕрленӳ класне вĕренме кĕрет. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çулсенче вăл тăван халăх сăмахлăхĕпе тата литературăпа кăсăкланма пуçлать. Хăй те сăвăсем çырма тытăнать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче халăх сăмахлăхне пухать: йăла юррисене, кĕлĕ, вĕрӳ-суру чĕлхин тĕслĕхĕсене çыра-çыра илет.
1907-1908 çулсем – 17 çулхи çамрăкăн пултарулăхĕнчи чи хĕрӳ тапхăр. Ку вăхăтра К.Иванов хăйĕн чи ăста, пур енчен те пулса çитнĕ хайлавĕ-сене – «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахне, «Тимĕр тылă» тата «Тăлăх арăм» балладисене, «Нарспи» поэмине çырать. И.Я.Яковлев тăрăшнипе ку хайлавсем «Чăваш халапĕсем» ятлă кĕнекере пичетленсе тухаççĕ.
 
«Нарспи» – вулакансене килентерекен чаплă çырулăх парни<Ӳb>
«Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çӳллĕ шайне кăтартакан хайлав. Поэт чи малтан хăйĕн поэмине И.Я.Яковлева вуласа панă. Ун хыççăн – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсене. Аслă просветителе питĕ килĕшнĕ хайлав. Эпĕ те поэмăна юратса вуларăм: малтан вырăсла, кайран чăвашла.
«Нарспи» поэма калăпăшĕпе пысăках мар, анчах хăйĕн содержанийĕ-пе çав тери пуян вăл. Мĕнле хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăлкуçĕ вĕресе тăрать унта! Ĕç халăхĕн тарăн ăсĕпе тĕрĕслĕх туйăмĕ, таса кăмăл-сипечĕпе çынна юратни, чун илемĕпе кăмăл çыпăçулăхĕ, сăмах-юмах виçелĕхĕпе юрă-сăвă хитрелĕхĕ – çаксем пурте тĕнче литературинчи чи малта пыракан сăнарлăх ăсталăхĕ-пе килĕшӳллĕн сыпăннă ку поэмăра. Сывлăм тумламĕнчи йăлкăшса тăракан хĕвел çути пек.
Поэмăра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне поэт пит ăста кăтартнă, чăваш ялĕн сăн-сăпатне, ял çыннисен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне, йăли-йĕ-ркине витĕмлĕ сăнласа панă. «Чăваш çыннин пурнăçĕн энциклопедийĕ», – тесе хакланă «Нарспи» поэмăна чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.
Поэмăри ĕçсем çеçенхирпе вăрманлăх чиккинче ларакан чăваш ялĕсенче, Силпипе Хушăлкара, пулса иртеççĕ. «Нарспи» поэма пуçламăшĕ-нче пирĕн ума çутçанталăкăн чĕрĕ те витĕмлĕ ӳкерчĕкĕсем тухса тăраççĕ.
  Килчĕ ырă çуркунне,
  Килчĕ ячĕ ăшăтса.
  Хĕвел савать тĕнчене
  Хĕл ыйхинчен вăратса.
Акă сарă хĕвел хыттăн хĕртме пуçлать те, сивĕ юр хăвăрт ирĕлет. Ту-сăрт ешĕл курăкпа витĕнет те – ун кавирĕ çинче путек-сурăх сиккелет. Ача-пăча вылять. Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет те – унта кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетме тытăнать. Епле хитре вăл хĕллехи ыйхăран вăранакан çут тĕнче!
Çиелтен пăхсан Силпи ялĕнчен пурнăç тӳлек те лăпкă, савăнăçлă пек туйăнать. Анчах кунта та, ытти çĕрти пекех, çынсен пурнăçĕ лăпкă мар иккен: тавлашуллă-шавлă, хирĕçӳллĕ. Савăнăçĕнчен ытларах хуйхи-суйхи тулли.
Аслă Силпи ялĕнче, пуян Михетер килĕнче, Нарспи ятлă хĕр ӳсет. Вăл телейлĕ, илемлĕ* çутçанталăк, ашшĕ-амăшĕ панă ырлăхпа киленсе пурăнать.
Ешĕл-курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ӳсет,
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ӳсет.
Пуян хĕрĕ пулсан та аллинче ĕç вĕресе тăрать. Çирĕп кăмăллă та тӳрĕ чунлăскер хăйне тивĕçлĕ Сетнере, унăн чунне-кăмăлне ытараймасăр, вăл чухăннине пăхмасăр юратса пăрахать те унпала телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Анчах Нарспи ашшĕ апла шутламасть иккен. Михетер çын телейне пуянлăхра çеç курать. Çавăнпа та вăл хĕрне ватă пуяна Тăхтамана качча пама калаçса татăлать. Нарспи кăмăлне ним вырăнне хумасăр, хĕрĕнчен пĕр сăмах ыйтмасăр унăн шăпине татса парать.
  Çак ырă çын Михетер
  Хăйĕн хĕрне юратса
  Аслă Çăварни хыççăнах
  Хучĕ ăна çураçса.
Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă Нарспи пĕрремĕш хут хирĕçле ĕç тăвать. Юратман çынна качча кайиччен вăл килĕнчен тухса тарма та хатĕр. Анчах та Нарспипе Сетнер пурнăçăн тискер саккунĕсенчен сĕм вăрмана тарсан та хăтăлаймаççĕ. Мĕскĕн Нарспи Тăхтаман арăмĕ пулса тăрать.
Ĕмĕрех Сетнере юратма тупа тунă Нарспи çак мăшкăл хыççăн хăйне хăй вĕлерес патне çитет, анчах пӳтсĕр Тăхтаман асаплантарни унăн шухăшне, ĕçне урăхлатать: вăл упăшкине наркăмăш парса вĕлерет, каялла Силпие Сетнер патне таврăнать. Çапла Нарспипе Сетнере пĕр хушă пĕрле пурăнма телей килсе тухать. Мул çукки вĕсене тату пурăнма пĕртте кансĕ-рлемест. «Тату, ырă, килĕшсе иккĕш пĕрле пурăнсан, çĕр хут ытла телейлĕ юрлă çын та пуянран», – тет К.Иванов. Çакă ĕнтĕ этем телейĕн никĕсĕ укçа мар – этем хăй пулса тăнине çирĕ-плетсе парать.
Нумая пымасть çамрăк мăшăрăн телейĕ. Пĕр каçхине Михетер пурлăхне хапсăнса ун патне вăрăсем пыраççĕ, Михетерпе карчăкне вĕлереççĕ. Вăрăсене тытма чупса çитнĕ Сетнере те пуртăпа касса пăрахаççĕ. Ĕнтĕ çук малашне Нарспишĕн телей. Çĕтрĕ унăн ăраскалĕ. Кун çути тĕксĕмленчĕ уншăн. Нарспишĕн пĕртен-пĕр çул юлать – вилĕм.
Çапла, мулпа пусмăр вăй илнĕ тĕнчере чăн-чăн телей курма çук иккен.
Поэма мана савăнтарчĕ те, пăшăрхантарчĕ те. Илемлĕ сăвăлла хайлав. Çăмăл вуланать. Анчах та геройсен шăпи хурлăхлă, вăл тарăн шухăшлаттарать, пурнăç çине тепĕр тĕрлĕ пăхма вĕрентет. Поэма чăваш чĕлхине вĕренме, юратма хавхалантарать, ăна манмалла маррине аса илтерет.
Эпĕ хамăн кăмăла К.В.Иванов премийĕн лауреачĕ Петĕр Хусанкай сăмахĕсемпе палăртса хăварасшăн:
Чăваш хăйне «чăваш эп» тенĕ чух
Кĕнекери кăвар пек сăмаха
Истори сивĕ кĕлĕ витес çук.
Вăл усрĕ хăй вутне нумайлăха.
Паян та Константин Иванов пирĕн асра, пирĕн чĕресенче. Вăл пирĕ-ншĕн – чăваш ăс-хакăлĕн йăлтăр çăлтăрĕ.
 
: 794, Хаçат: 24 (1322), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: