Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
К.В. Ивановăн çуралнă кунне асăнса çырнă сăвă
 
Сар хĕвел çĕр питне ачашлатăр,
Чĕр чуна, пур çынна пурнăç патăр.
Кашни халăх çынни пултарайтăр
Çуратса ӳстерме улăп паттăр.
 
Паттăрсем йышлăнах пулаймаççĕ,
Юрăра ахальтен каламаççĕ:
«Ыр çынран ыр ача çуралать,
Çуралсан та сайра çуралать».
 
Шăпчăксем таврана шăрантарнă
Çĕн юрри хăлхана пырса кĕчĕ.
Чăвашсен пултаруллă поэчĕ
Кĕвĕленĕ сăвва ас илтерчĕ.
 
Çăлтăрсем тӳпере вăй выляççĕ,
Çавăнтах куç хĕссе те илеççĕ.
Чăвашсен çăлтăрне асăрхатăп:
«Кĕçтенттин Иванов, саламлатăп!
 
Мĕнлерех эс туян, çыраканăм
Çăлтăрсем хушшинче/ – эп ыйтатăп. –
«Нарспипе» чăваша чаплăлатрăн,
Чи сăвапли пулма пултарайрăн.
 
Сан çуралнă кунна асăнатпăр,
Вилнисем чĕррине ан асăнччăр,
Чăвашсен халăхне пил ыйтатпăр:
Чĕлхине хăйсенне хыт упраччăр».
 
Ыр çынна ырăпа асăнаççĕ,
Миçе ĕмĕр иртсен те манмаççĕ.
Усалран аякка пăрăнаççĕ,
Унăн йĕрĕ çине те тăмаççĕ.
 
Пушкăртстан,
Мияки районĕ,
Кекен ялĕ.
 
: 573, Хаçат: 24 (1322), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: