Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищĕре «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илекенсене алă пӳрнисемпе шутласа кăларма пулать. Вĕсенчен пĕри – Елизавета Кутюмова (Дмитриева).
 
Вăл ку тăрăха 1971 çулта Шăмăршă районĕ-нчи Чăваш Патуелĕнчен килсе тĕпленнĕ. Ку вырăнсене малтан унăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ килĕштернĕ пулнă.
-Манăн мăшăр та хамăр районсемехчĕ – Чăваш Шăмăршă каччиччĕ. Эпир унпа икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Анчах кунта килсен вăл нумаях пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ. Тепĕр арçынпа пурнăçа йĕркелесе ярас терĕм. Питĕ лайăх çын тĕлне пултăм. Пирĕн ывăл çуралчĕ. Чăх-чĕп фабрики хваттер уйăрчĕ. Анчах вăл малтанах чирлекелесе тăратчĕ. Вăл та нумаях пурăнаймарĕ, каллех пĕччен тăрса юлтăм. Пĕччен тени тĕрĕсех те мар ĕнтĕ, виçĕ ачам мана тимлĕхсĕр хăвармасть тата виçĕ мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ,- тет Елизавета Васильевна.
Вăл халĕ ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕ хулана ĕçлеме çӳрет. Ĕç тенĕрен, Елизавета Васильевна тивĕçлĕ канăва кайичченех чăх-чĕп пусаканра вăй хунă.
-Ку ĕçе эпир йăлтах алăпа пурнăçлаттăмăр. Иртен пуçласа каçчен сулахай алăра – чăхă, сылтăмминче – çĕçĕ пулнă. Çавăнпа та, тен, мана 50 çултах тивĕçлĕ канăва ячĕç,- йăл кулать вăл.
Чăваш хĕрарăмĕ ĕçсĕр лараймастех. Унччен карта тулли выльăх-чĕрлĕх тăнă пулсан паян Елизавета Васильевна качака, чăх-чĕп усрать. Çуркунне-кĕркунне пахчара та ĕç мăй таранах.
Хĕллехи вăрăм каçсенче алĕç тытса ларать: çыхать, çĕлет, кĕнеке, хаçат вулать. Хаçат тенĕрен, Елизавета Васильевна «Канаш» хаçат тухма тытăннине илтсенех çыхăну уйрăмне васканă. Çавăнтанпа пĕр сиктермесĕр вуласа тăрать. Камран илтрĕр чи малтан чăвашсен хаçачĕ пирки тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
- Пирĕн ялта чăвашлăха тата «Канаш» хаçата чунĕпех парăннă хастар хĕрарăм пурăнатчĕ-- Валентина Васильевна Деменкова. Вăл кашни чăваша хамăр хаçата çырăнма сĕнетчĕ. Паллах, эпĕ нумай ӳкĕтлеттермерĕм. Халĕ «Канашсăр» темле кичем пек. Тем сăлтава пула пĕр çурçуллăха çырăнмасăр юлнăччĕ. Вара хĕл каçипе килте тем çитмен пекех пурăнтăм.
Аслă Ключищи ялĕ Ульяновскран инçех мар пулнипе Елизавета Васильевна юлташĕпе е тăванĕпе хулара иртекен чăваш концерчĕсемпе спектакльсене курма çӳрет. Чăвашла калаçма, йăхташĕсемпе хутшăнма вăтанакан çынсене вăл сивлет.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 768, Хаçат: 25 (1323), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: