Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
С.И. Морозов ял тăрăхĕсене аталантарассине халалланă Кĕпĕрнаттăр канашĕн ларăвĕнче çак ĕçри тĕллевсене палăртнă. Вĕсене пурнăçлани ял пурнăçĕн хисепне тата пахалăхне ӳстерĕ.
Лару ĕçне Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, область парламентĕ-нчи «Единая Россия» фракцин ертӳçи Ростислав Эдварс, регион правительствин пайташĕсем, район пуçлăхĕсем, пысăк ял хуçалăх предприятисен директорĕсем, облаçра ĕçлекен инвестици компанийĕсен ертӳçисем хутшăннă.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, «Стратегия комплексного развития сельских территорий Ульяновской области до 2030 года» программăна пурнăçласа юлашки çулсенче ялсене аталантарма патшалăх, область тата вырăнти бюджетсенчен 3 миллиард та 500 миллион тенкĕ кайнă. Вĕсемпе 122 яла газ кĕртнĕ, 68 ял-хулана шывпа тивĕçтерессине йĕркене кĕртнĕ, 2 шкул тунă. 2 пин те 500 ял çынни патшалăх пулăшнипе пурăнмалли вырăнне лайăхлатнă. Вĕсенчен 1 пин ытла – çамрăк специалист.
– Ял мĕнле пурăннинчен облаçри апат-çимĕç çителĕклĕхне кăна мар, демографи ыйтăвне мĕнле татса парасси, малашнехи историпе культура аталанăвĕ килет. Çавăнпа та ялсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн малашне те ĕçлĕпĕр, – тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Малалла Сергей Морозов унчченхи Кĕпĕрнаттăр канашĕнче йышăннă тĕллевсене мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăнă:
– ялсенче «инвентаризаци» ирттернĕ: мĕнпур ялсен 49,8 проценчĕ – аталаннă тата аталанакан ял тăрăхĕсен шутне кĕнĕ. 300 ял вара малашне аталанмалли майсем пуррисен хушшинче*
– 100 ял – чи лайăххи шутланать: экономика объекчĕ пур тата ял çыннисем хастарлăхĕпе палăраççĕ. Вĕсенчен 80 процентĕнче мĕнпур социаллă тата инженер тытăмĕ ĕçлет*
– Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн хушăвне пурнăçласа ял старостисене çĕнĕрен суйласа лартма тытăннă*
– ялсенче тĕп (базовая) шкул тытăмне аталантарма тытăннă. Пурлăхпа техника, финанс тата кадрсен çитменлĕхне пĕтернипе вĕрентӳ пахалăхĕ ӳсет. Халĕ ялсенче 65 тĕп шкул ĕçлет*
– газ кĕртесси ӳссе пырать.
– Çакăн пек пысăк ĕçсем тусан та хальлĕхе ялти социаллă экономика тытăмĕнчи лару-тăру йывăр. Ялта пурăнма начар тата йывăр текен шухăш халăхра улшăнмасть. Пирĕн çак шухăша тĕпрен улăштарассишĕн тăрăшмалла, ялсене аталаннă инфраструктурăллă, производствăпа социаллă тытăмлă вырăн тумалла. Яла çĕнетсе тăратас тесен пирĕн питĕ пысăк ĕçсем туса ирттермелле. Чи малтан паянхи финанспа экономика тытăмне улăштармалла, тĕрлĕ проектсене пурнăçлама укçа-тенкĕпе пулăшмалла, производствăра пысăк çитĕнӳсем кăтартакан ялсене тăкаксемшĕн субсиди мелĕпе укçа тавăрмалла, ялти тĕп отрасльсене аталантармалла. Çĕнĕ ялăн сăнĕ те илемлĕ пулмалла, ятарлă стандарт палăртмалла. Çакăн пекех пĕчĕк ялсенчен пысăк малашлăхлă ялсене куçса каяс текенсене пулăшмалли майсем шырамалла. Ялсенче предприятисем уçма пултаракан инвесторсене тупмалла, – пĕтĕмлетнĕ кĕпĕрнаттăр.
 
: 711, Хаçат: 25 (1323), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: