Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинта 84-мĕш хут Бега иртрĕ. Кунта кашни çул мĕнпур халăх çыннисем пухăнаççĕ, мĕншĕн тесен вăл пĕрлĕх уявĕ, халăхсене пĕрлештерекенни.
Ăна Чăнлă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.П.Анисимов уçрĕ, салам сăмахĕсемпе пĕрлех кăçалхи çурхи ĕçсем йĕркеллĕ иртнине пĕлтерчĕ, унта тăрăшулăх кăтарнă çынсене тав турĕ. Кăçал Бега Çамрăксен кунĕпе пĕр килчĕ, çавăнпа Владислав Петрович хастар яш-кĕрĕме район пуçлăхĕн Хисеп хутне тата Тав çырăвне парса чысларĕ. Çаплах кунта 14 çул тултарнă çамрăксене паспорт пачĕç.
Тĕп сцена çинчен 10 пултарулăх йышĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ, вĕсем Чăвашкасси, Çĕнĕ Улхаш, Пухтел, Покровски, Карабаевка, Микулин тата ытти ялсенчен килнĕ. Аслă Нагаткинти Лянкинсен ача-пăча «Хĕвел» коллективĕн юрри-ташшине куракансем питĕ ăшшăн йышăнчĕç. Ульяновскран килнĕ хăнасем те пурччĕ. Купăс калакансем вара – Петр Афиногентов, Петр Яковлев, Семен Теби, Николай Пидиксеев тата ыттисем – халăха сцена çинчен те, ытти çĕрте те хаваслă кĕвĕсемпе, такмаксемпе савăнтарчĕç.
Ял тăрăхĕсем хăйсен кил-çуртне йĕркеленĕ, хăнасене шӳрпепе, шашлăкпа, кукăль-пӳремечпе тата ыттипе сăйларĕç.
Спорта юратакансем волейболла выляса, кире пуканĕ йăтса ăмăртрĕç. Уçă сывлăшра шахматла, шашкăлла, доминолла вылякансем те чылайччĕ. Ача-пăча тĕрлĕ аттракционта çуйхашрĕ.
Кĕрешекенсене вара виçĕ пая пайланă. Чăваш кĕрешĕвĕнче Алексей Чугунов çĕнтерчĕ, тутар-пушкăрт кĕрешĕвĕнче Денис Сетнеров чи вăйли пулчĕ, ирĕклĕ кĕрешсе Алексей Корпусов пурне те парăнтарчĕ. Виçĕ çĕнтерӳçе те пĕрер така парса чысларĕç. Кунта Б.Чернов тренерăн ăмăртăва йĕркелес тата ирттерес пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртмалла.
Лашасен ăмăртăвĕ те питĕ интереслĕ иртрĕ. Унта 25 ут хутшăнчĕ. Юртăпа чупакансем ултă хут старта тухрĕç, юланутпа – пĕрре. Юртăпа чупса район пуçлăхĕн парнине Чăваш Республикинчен килнĕ С.Кузьмичев Комбинатор ятлă лашипе çĕнсе илчĕ. Ăна укçан преми пачĕç. Юланутпа чупса вара Тăхăрьялтан килнĕ П.Павлова çитекен пулмарĕ (лаши – Пульс).
Уява ирттерме укçа-тенкĕ уйăрнăшăн вырăнти хуçалăх пуçлăхĕсене, фермерсене тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем: Н.Г.Ивандеев, Л.В.Еленкин, Г.М.Мулянов, В.В.Салюкин, С.А.Кузнецов, А.И.Аппанов, В.Киселев тата ыттисем.
 
: 780, Хаçат: 25 (1323), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: