Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать», - çапла çырнă 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр пуçламăш шкулне никĕслекенĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.
Иван Яковлев пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнăскер, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймасăрах ӳснĕ. Хăй çитĕнсе çемье çавăрсан вара Яковлевсем виçĕ ачишĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ-амăшне яланах ĕçре курнă: ашшĕ уроксене хатĕрленнĕ, ятарлă литература нумай вуланă; амăшĕ хĕрсене ал ĕçне вĕрентессипе конспектсем çырнă.
Иван Яковлевичăн ĕç пӳлĕмне тĕрлĕ чинлă, званиллĕ çынсем пырса çӳренĕ. Аслă ывăлĕ Алексей аса илнĕ тăрăх, ашшĕ нихăçан та çынсене чинсем çине пайламан, пуринпе те лăпкă, тарават калаçнă: кĕпĕрнаттăр-и вăл, министр-и, ахаль вĕрентӳçĕ-и…Ун патне тĕттĕм ялсенчен вырăсла тата суту-илӳ ĕçне пач пĕлмен çынсем те килкеленĕ. Иван Яковлевич пурне те тимлĕн итленĕ, сĕнӳсем панă. Çынсемпе ăшă кăмăллă пулмаллине пĕчĕк Яковлевсем ачаранах ăса хывнă.
И.Я. Яковлев çапла аса илнĕ: «Çемьере эпĕ арăмпа, ачасемпе телейлĕччĕ». Унăн мăшăрĕ – Екатерина Алексеевна шухăшпа та, ĕçĕпе те упăшкин пĕрремĕш пулăшаканĕ пулнă. Вăл хĕрĕх çула яхăн шкулти хĕрарăмсен уйрăмне ертсе пынă. Чухăнсене, çук çынсене шелленĕ. Яковлевсем хăйсен укçипе чухăнсен ачисене сахал мар çи-пуç, урана тăхăнмалли туянса панă, çинĕшĕн, сипленнĕшĕн тӳленĕ.
Яковлевсем хăйсен ачисен интересĕсемпе кăсăкланнă. Художествăлла литература туянма укçи-тенкине шеллемен. Вĕсен вулавăшĕ çулран-çул кĕнекесемпе пуянланнă. Ăна Иван Яковлевич гимназире вĕреннĕ çулсенчех пуçтарма тытăннă.
Иван Яковлевич тата Екатерина Алексеевна ачисем кулленхи тимлĕхре ӳснĕ. Çемье пуçĕ хăй çуралнă тăрăха – Кăнна Кушкине кайнă чух аслă ачине те хăйпе пĕрле илнĕ, унти хресченсемпе, кил-çурчĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Унтан таврăнсан мĕн курни-илтнине çырса пама ыйтнă.
Ачисен харпăр тĕллĕн ĕçлес туртăмне ашшĕ-амăшĕ ырланă, тĕрĕсрех пурнăçламалли майсене кăтартнă. Професси суйласа илме вăхăт çитсен вĕсем ачан шухăш-кăмăлне хĕсĕрлемен, хăйсен пĕлĕвĕпе тĕрĕс усă курма пултарччăр тенĕ. Ачисенче халăха хисеплес, суйласа илнĕ профессипе чуна парса ĕçлес туйăмсене хăнăхтарнă. Виççĕшĕн ячĕ те халăхра паллă.
Алексей — историк, Мускаври университетăн профессорĕ. Темĕнле ĕçлĕ пулсан та вăл Раштав уявĕсенче Чĕмпĕрте пурăнакан ашшĕ-амăшне килсе курма вăхăт тупайнă. 1943 çулта Алексей Патшалăх (Сталин) премине (100 пин тенкĕ) тивĕçнĕ. Çак укçана Алексей Иванович Чăваш тата Мордва автономи Республикисенче пурăнакан тăлăх тата Аслă вăрçăра пуçĕсене хунисен ачисем валли çуртсем тума панă. Мĕншĕн тесен ашшĕ уçнă шкулта нумай тăлăх ача вĕреннĕ, вĕсен нушине вăл чĕрепе ăнланнă.
Кĕçĕн ывăлĕ – Николай – сăрт инженерĕн специальноçне суйласа илнĕ. Музыкăна юратнă. Вăл кĕввипе кăна мар, музыка инструменчĕ мĕнлерех янăранипе кăсăкланнă. Каярахпа вăл Ленинградра консерватори пĕтернĕ, музыка теорине вĕрентнĕ, профессора çитнĕ.
Лидия – Яковлевсен пĕртен-пĕр хĕрĕ – ăста куçаруçă пулса тăнă.
Виçĕ ачи те ашшĕ-амăшне чунран юратнă, хисепленĕ, çырусенче вĕсен сывлăхĕпе интересленнĕ, вăхăт тупăнсан Чĕмпĕре васканă.
…Яковлевсен туслă çемйи пурăннă çурт Сĕве хĕрринче халĕ те чиперех ларать. Кивĕ пусма картлашкисем вĕсем пурăннă хваттере – виççĕмĕш хута илсе çитереççĕ. Кунта йăлтах ĕлĕкхи пекех: кивĕ сĕтел-пукан, чӳлмексенче – чечексем, хăна пӳлĕмĕнче – рояль, апатланмалли пӳлĕмре – сехет… Халĕ çак ăшă кĕтесре – музей. Юратупа телей хуçаланнă çурта ырă йăлапа туй кунĕсенче çамрăк мăшăрсем килсе пуçĕсене таяççĕ. Кивĕ картлашкасем мăшăр кăвакарчăнсемшĕн çĕнĕ пурнăçа кĕмелли çул пулса тăраççĕ.
 
: 846, Хаçат: 40 (1132), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: