Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.С.Шарайкин ĕмĕрне тăван ялĕнче – Кивĕ Улхашра пурăнса ирттерет. Кăçал вăл мартăн 28-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Унран 3 çул та пилĕк уйăхне салтакра пулнă. Таврăнсан вара Виталий Серафимович вырăнти колхозра трактористра тата шоферта 37 çул вăй хунă.
Ача пĕрре тултарсанах Аслă вăрçă пуçланать, ашшĕне – ялти ăста кăçатăçа Серафим Федоровича (1911 çулхи) фронта илсе каяççĕ. Темиçе уйăх кăна иртет – яла вăл хыпарсăр çухалнă хут килет. Вăхăчĕ çапла хăрушă пулнă ун чух. Амăшĕ Екатерина Герасимовна (1913 çулхи) икĕ ачапа юлать: Петр – тăваттăра, Виталий – çулталăк çурра та çитмен...
-Анне пире тăрантарас тесе колхозран килмен, мĕнле ĕç хушнă -- çавна тунă. Эпĕ те 10 çулта аслисемпе пĕрле колхоз пахчинче аппаланма тытăнтăм. Унта çырла, купăста, хăяр, помидор ӳстеретчĕç. Çавсене çумлаттăмăр, шăвараттăмăр. Тата икĕ çултан вара «профессие» улăштартăм – колхоз сыснисене кĕтме тытăнтăм. Алăра – вăрăм пушă, куç умĕнче – ешĕл улăх-çырма тата сысна кĕтĕвĕ. 1952 çулта айлăмра ларакан сысна витине шыв кĕрсе кайрĕ – вите варрипе шарласа юхать! Нумай йĕкехӳре çав шывпа юхса кайрĕ. Темиçе сыснана та илсе кайнăччĕ вăйлă юхăм, çапах та вĕсем кайран таврăнчĕç,- аса илет ачалăхне Виталий Серафимович.
Ун хыççăн арçын ачан ĕне тата пăру кĕтĕвĕсене кĕтме тивет. Çулĕ тулсан вара ăна салтака илсе каяççĕ.
Çар хĕсметне Баскунчак кӳлли патĕ-нче ирттерет. Ĕçе ачаран хăнăхнă, тӳрĕ кăмăллă чăваш каччине кладовщик вырăнне шанса параççĕ. Виçĕ çултан ун хĕсмет вăхăчĕ тухать, анчах хăй вырăнне çын тупайманнипе тата пилĕк уйăх тытăнса тăма тивет унта. Килне вара 1962 çулхи декабрь уйăхĕнче таврăнать. Ĕнерхи салтак çар тумне хывса пăрахнă-пăрахман Аслă Нагаткина тракториста вĕренме каять, ун хыççăн ялти «Труд» колхозра гусеницăллă ДТ-54 трактор çине ларать.
Петя тетĕшĕ ку вăхăтра авланнă пулнă ĕнтĕ, шăллĕ салтакран таврăнсан тăван килĕнчен çемйипе уйрăлса тухать. 1966 çулта Виталий Серафимович та çемьеллĕ пулать, ялти чиперккене – Мария Николаевна Эльмукована (1941 çулхи) качча илет.
Вĕсем çур ĕмĕре яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ ĕнтĕ. Тăватă хĕр те пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ, çын çине кăларнă. Пурте ачаллах ĕçе хăнăхнăскерсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çĕршыва усăллă çынсем пулса тăнă. Людмила (хальхи хушамачĕ – Яргункина,1967 çулхи) ялта воспитательте тăрăшать, Светлана Ванюшкина (1969) тата Лариса Сулагаева (1978) – штукатур-маляр профессине алла илнĕ, хулара стройкăра тăрăшаççĕ. Николай (1972) Аслă Нагаткинта пурăнать, услам ĕçĕпе аппаланать. Екатерина Мисся (1985) суту-илӳ ĕçне сулăннă, хулара пурăнать, товаровед. Вĕсем ашшĕ-амăшне савăнтарма тăхăр мăнук çуратса панă, пĕр кĕçĕн мăнукĕ те пур ĕнтĕ. Мария Николаевна вара колхоз йĕтемĕ çинче нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă, вăрлăх наркăмăшланă çĕрте – сывлăхшăн сиенлĕ вырăнта – тăрăшнă.
-12 çул тракторпа ĕçлерĕм, урапаллă «Беларуçпа» таçта та çитеттĕмĕр: Ульяновска та, Çинкĕл районĕнчи Силикатнăя та, Димитровграда та... Автомашинăсем ăçта кайнă – эпир те унта çитнĕ. Хăйăр, цемент тата ытти строительство материалĕсем турттарнă.1975 çулта Украинăри Николаев облаçне икĕ уйăха улăм тюк тума кайрăмăр, кайран тюксене Чăнлă поселокне пуйăспа илсе килчĕç. Эпир вĕсене унтан яла турттартăмăр. Тете шоферччĕ, çавăнпа манăн та машинапа çӳрес килетчĕ. Çак ĕмĕтпе водителе вĕренсе тухрăм. Малтан ГАЗ-51 автомашина пачĕç, каярах ГАЗ-53 çине лартăм. 1982 çулта Краснодар крайне каллех улăм тюк тума ячĕç, унта пĕр уйăх пултăмăр. Белоруссири Гомель хулинчен ял хуçалăх техникине те турттарнă. Каярах ултă çул ЗИЛ машинапа (автокран) çӳрерĕм. Тивĕçлĕ канăва 2000 çулта кайрăм,- каласа парать кил хуçи.
Тăрăшуллă та хастар ĕçĕшĕн ăна патшалăх «Хисеп палли» (Знак почета) орден парса чысланă. «Коммунизмла ĕç ударникĕ» кăкăр палли те темиçе унăн.
Пурнăçĕнче Виталий Серафимовичăн виçĕ пӳрт лартма тивнĕ: 1956 çулта – амăшĕпе пĕрле, 1971 тата 1982 çулсенче – амăшĕпе тата мăшăрĕпе пĕрле. Екатерина Герасимовна 90 çула кăштă кăна çитеймест, 2003 çулта çĕре кĕрет.
Паян Мария Николаевнапа Виталий Серафимович иккĕшĕ пурăнаççĕ, вĕсен 40 сотăй анкарти. Унта çĕрулми, кишĕр, чĕкĕнтĕр акса илеççĕ. Вĕсене пурнăçлама МТЗ-82 трактор, ун валли тележка, сажалка, копалка, косилка пур. Тата УАЗ-452 автомобильпе (кузовлă) çӳрет кил хуçи. Кил хуçалăхĕнче вара ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Пахчара – теплица, унта 200 тĕм помидор ӳсет. Кирлĕ вăхăтра кӳршĕ-аршине те пулăшма хирĕç мар вĕсем.
-Пире хамăра ун чухлĕ кирлĕ мар ĕнтĕ, ачасене çăмăлтарах пултăр тесе тăрăшатпăр, вĕсене пулăшасшăн. Сывлăх пур чухне ĕçлес килет-ха, эпир ахаль ларма хăнăхман. Хамăр та пĕчĕккĕллех ĕçпе пиçĕхсе ӳсрĕмĕр. Ачасем ĕç çынни пулса ӳснĕшĕн савăнатпăр, эпир вĕсене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çапла ăс пама тăрăшнă,- теççĕ Шарайкинсем.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 390, Хаçат: 25 (1323), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: