Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Канаш» хаçат редакцийĕн паянхи хăни – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕ-пе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Михайловна Иванова.
 
– Ырă кун пултăр, Алена Михайловна. Шупашкарта вырнаçнă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çинчен илтмен мар-ха эпир, анчах сирĕн факультет çинчен тĕплĕнрех пĕлсен аванччĕ.
– И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пурĕ 17 факультет. Вĕсенчен пĕри – вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ. Ун тытăмĕнче виçĕ уйрăм: чăваш филологийĕ, вырăс филологийĕ тата журналистика. 2013 çулччен вĕсем кашни хăй пĕр факультет пулнă.
Эпир университетри ытти факультетсенчен кăшт уйрăларах тăратпăр: пирĕн преподавательсемпе студентсем тăван чĕлхемĕрĕн, тăван литературăн, тăван культурăн ылтăн çӳпçине тĕпчесе-вĕренсе чăвашлăха малалла аталантарма тăрăшаççĕ. Ку ĕçе туса пыраканни—чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕ.
Факультетăмăр тăван чĕлхемĕрпе сăмахлăха наука шайне çĕклеме пултарчĕ. Эпир хамăр чĕлхемĕрĕн тымарĕсене çеç мар, хурăнташлă чĕлхесене те тишкеретпĕр, анăçпа тухăç литературине ăша хывма тăрăшатпăр. Университет классика вĕренӳ заведенийĕ пулнă май кунта чăвашсен академи филологийĕ çунат сарса тĕрекленчĕ, çавна пула чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн никĕсĕ çирĕп:филологи тухтăрĕсем (профессорсем) çиччĕн, кандидатсем (доцентсем) – вуниккĕн. Факультетра Диссертаци канашĕ ĕçлет, вăл вара регионсем валли кадрсем хатĕ-рлекен паллă центр пулса тăчĕ: унта Чăваш,Тутар, Пушкăрт,Мари Эл, Удмурт, Мордва,Коми Республикисенчен 150 ытла специалист хӳтĕленнĕ.
 
– Паянхи студент мĕнле пурăнать/ Вĕренӳре, наукăра мĕнлерех ĕлкĕ-рсе пырать вăл/
– Вĕсем чăвашла, вырăсла, турккăлла шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа наци культурине аталантараççĕ, чĕлхемĕ-ре туптаççĕ, чĕрĕлĕх параççĕ. Пирĕн студентсем хушшинче ăста фокусник та, тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ спортсмен та, теле-радиопередача ертӳçисем те, Раççей конкурс лауреачĕ-сем, В.В.Путин стипендине тивĕçнĕ вĕренӳ отличникĕсем те пур. Университетра тата республикăра иртекен мероприятисенче, регион е Раççей шайĕнчи форумсенче факультет студенчĕсен янравлă сасси илтĕнсех тăрать. Студентсем профессионал артистсенчен те кая мар тейĕн. Çак ăсталăха вĕсене Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ И.И. Иванов доцент вĕрентет.
Кăçал регион шайĕнче иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕнче факультетра 30 ытла секци ĕçлерĕ, 400 ытла доклад пулчĕ. Унта хамăр вĕренекенсемпе пĕрлех Удмурт, Мари Эл, Пушкăрт Республикисенчен килнĕ студентсем, Шупашкар хулинче тата республикăри тĕрлĕ районсенче вĕренекен шкул ачисем хутшăнчĕç. Халăх йăли-йĕркине, чĕлхепе культурăна аталантарас, литературăна тĕпчес ыйтусене çивĕч хускатрĕç çамрăк ăсчахсем. Университетри гуманитари факультечĕсем хушшинче конференци ирттерессипе пĕрре мар «Чи лайăх факультет» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ факультетăмăр.
 
– Çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕпе килĕшӳллĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче мĕнле профильсем тĕпре/
– Чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче икĕ профильпе ăс пухма май пур: Тăван çĕршыв филологийĕ (чăваш чĕлхи тата литератури), ют çĕршыв филологийĕ (турккă чĕлхи тата литератури). Вĕренсе тухакансем «Филологи бакалаврĕ» квалификациллĕ пулаççĕ.
«Чăваш чĕлхи тата литератури» профиле алла илекенсем тăван чĕлхепе литературăна тарăннăн тишкереççĕ, ытти халăхсен сăмахлă культурин вăрттăнлăхĕсене те тĕпчеççĕ, пичет ĕçĕнче, культура учрежденийĕсенче ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ.
«Ют çĕршыв филологийĕ» профиле суйласа илнисем ытларах турккă чĕлхине вĕренеççĕ, тĕрĕк чĕлхисен историне тĕпчеççĕ. Чăваш филологийĕ-пе культура уйрăмĕ чылай çул хушши Турцири аслă шкулсемпе çыхăну тытать. Паян пирĕн икĕ студент Кыркларели университетĕнче чĕлхе ăсталăхне туптать, вĕсем ятарлă программăпа тӳлевсĕрех турккă чĕлхине çур çул хушши вĕренеççĕ.
Студентсем массăллă информаци хатĕрĕсенчи редактор ĕçне, театр ăсталăхне хăнăхаççĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах телевиденире, тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийĕнче, театрсенче практикăра пулса хăйсен пĕлĕвне аталантараççĕ.
 
– Чăваш филологийĕпе култьтура уйрăмне вĕренме кĕмелли йĕрке кăçал мĕнлерех-ши/
– Кăçал тата маларах шкул пĕтернисен куçăн (очно), куçăн-куçăн мар (очно-заочно) тата куçăн мар (заочно) формăпа вĕренме кĕрес тесен 4 экзамен тытмалла: вырăс литератури (ЕГЭ), чăваш чĕлхипе литератури (сочинени), вырăс чĕлхи (ЕГЭ), обществознани (ЕГЭ).
Пуçламăш е вăтам ятарлă пĕлӳ илнисем тата иккĕмĕш аслă пĕлӳ илес текенсем палăртнă экзаменсене ĕлĕкхиллех тытаççĕ, вĕсене заявлени панă хыççăн пирĕн университетра ирттереççĕ.
Шел, кăçал куçăн (очно) вĕренме тӳ-левсĕр (бюджет) вырăнсем пулмарĕç, анчах та университет йӳнĕрех хакпа ăс пухма майсем тупса парать. Пирĕн студентсем куçăн-куçăн мар (очно-заочно) та вĕренме пултараççĕ, занятисене кăнтăрлахи уйрăмри вĕренекенсемпе пĕрлех çӳреççĕ. Заявленисене çĕртме (июнь) уйăхĕн 19-мĕшĕнчен йышăнаççĕ. Çумра паспорт, аттестат е диплом, 2 сăнӳкерчĕк (3Х4) пулмалла.
Журналистика уйрăмне вĕренме кĕрес текенсен вырăс чĕлхипе тата обществознанипе экзамен тытмалла, унсăр пуçне факультетра икĕ хушма тĕрĕслев (сочинени тата журналист ăсталăхне палăртакан ятарлă тестировани) ирттереççĕ.
Вырăс филологи уйрăмне суйласа илнисем те 4 экзамен тытаççĕ: вырăс чĕлхи, вырăс литератури, обществознани, вырăс чĕлхипе литератури (сочинени).
 
– Паянхи самана кирек хăш ĕç валли те ятарлă пĕлӳллĕ специалистсем ыйтать. Юлашки вăхăтра хăш-пĕр вĕренӳ учрежденийĕ кĕске вăхăтрах хушма пĕлӳ илессипе курссем йĕркелет. Сирĕн факультетра çак ĕç-хĕл еплерех аталанать/
– 2010 çултанпа хушма пĕлӳ илессипе ятарлă курссем ĕçлеççĕ. Акă чылай çамрăк «Документоведени ĕçĕн филологи никĕсĕ» курсра вĕренсе диплом илчĕ, патшалăх тытăмне ĕçе вырнаçрĕ. Çитес вăхăтра «Библиотека ĕçĕ», «Соцкультура ĕçĕ», «Массăллă информаци хатĕрĕсенчи редакци ĕçĕ» курссем йĕркелес ĕмĕтлĕ, вĕсен программисене хатĕрлесе çитернĕ.
 
– «Канаш» хаçат тусĕсене, тăван сăмахлăха юратакансене, чăваш йăли-йĕркине сума сăвакансене мĕн суннă пулăттăр/
– Республика тулашĕнчи тăванăмăрсем, чăвашсем! Эпир хамăрăн чĕлхемĕре, культурăмăра пĕрле аталантарнипе вăйлă. Ламран лама куçса пыракан мăн асаттемĕрсен йăли-йĕркине, тăван чĕлхе сăнарлăхĕпе янăравлăхне эсир тĕп вырăнта пурăнакан чăвашсенчен те ытларах упратăр. Хамăрăн туслă çыхăнăва татас марччĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнасчĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, пирĕн факультета, хапăл туса кĕтетпĕр сире.
 
: 786, Хаçат: 25 (1323), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: