Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче православи тĕнĕпе – вилнисене асăнмалли кун. Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Канав ял масарне питĕ нумай çын пухăнчĕ.
Çак кун Тăхăрьял таврашĕнче пурăнакансемшĕн ĕмĕрлĕ-хех асра юлĕ, мĕншĕн тесен Канав масарне виле пытараççĕ. Мускавран килнĕ полици ушкăнĕпе пуçлăхĕсем, Ульяновск, Пăва полици ĕçченĕсем, вырăнти тата районти администраци ĕçченĕсем, каччăн тăванĕсемпе юлташĕсем, таврари ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Тупăк умĕнче Мускавран килнĕ полици пуçлăхĕсем сăмах каларĕç. Оркестр хурлăхлă марш вылярĕ, автоматсемпе персе чăваш каччине юлашки çула ăсатаççĕ, тупăка шăтăка антарнă вăхăтра Раççей гимнĕ янăрать. Вилтăпри çине сакăрвунă ытла чечек кăшăлĕ хучĕç, çĕр-çĕр чĕрĕ чечекпе илемлетрĕç. Пытарнă хыççăн Шемек ялĕн Культура çуртĕнче асăну ирттерчĕç. Унта икçĕр çын ытла пулчĕ.
Çав кун Канав масарне Мускаври полицин кĕçĕн сержантне – Андрей Игоревич Баннова пытарчĕç. Ăна вăрă-хурахсене тытса чарнă вăхăтра çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Майăн 27-мĕшĕнче çĕрле 2 сехет те 35 минутра оперативлă хыпар тĕрĕсленĕ хушăра полиции экипажĕ Мускав йĕри-тавра вырнаçнă автомашина çулĕн 25-мĕш çухрăмĕнче хăвăрт пыракан ГАЗель машинана чарать. Унта преступниксем ларса пынă иккен. Вĕсем банкомата çаратнă. Полици тумне тăхăннă çынсене курсан вăрă-хурахсенчен пĕри машинаран сиксе тухать те хула еннелле тарать. Андрей хураха тытса чарас шутпа ун хыççăн ыткăнать. Каччă спортпа туслă пулнă, хăвăрт чупнă. Хурахăн Андрейран тарса хăтăлма шанчăк пулман, çавăнпа çĕççине кăларать. Çапăçу вăхăтĕнче вăл Андрея виçĕ хутчен чикет. Андрей юлташĕсем машинăри икĕ хурахне те тытса чараççĕ. Кăштах вăхăт иртсен вĕсем Андрея шыраса тупаççĕ. Ку вăхăтра каччă чĕрĕ пулнă-ха. Васкавлă пулăшу ăна юн нумай çухатнипе çăлса хăварайман.
Шел, Андрей çумĕнче нимĕнле пăшал та пулман. Стажировкăра ĕçлекенсене саккун тăрăх пăшал тавраш пама юрамасть.
Хурахсене тытса чарнă. Вĕсене суд кĕтет, анчах çамрăк çыннăн пурнăçне тавăрма çук. Çакă ытла та йывăр çухату-çке!
Каччă полицире виçĕ уйăх çеç ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Хăйĕн кĕске ĕç вăхăтĕнче хурахсене тытса чарасси иккĕмĕш хут пулнă.
Андрей Баннов Ульяновск облаçĕнчи Сăр районне кĕрекен Сартункка ялĕнче çуралнă. Чăваш ачи.
2013 çулта Сăрти агротехника техникумĕнчен вĕренсе тухсан Андрей çар хĕсметĕнче тăнă. Унтан таврăнсан Мускава ĕçлеме кайнă. Çав вăхăтрах Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме вырнаçнă. Стажировка ăнăçлă пынă май ăна полици ведомствин тулашĕнчи уйрăмне илнĕ. Кунта хăравçăсем ĕçлеме пултараймаççĕ. Çĕрле те, кăнтăрла та, мĕнле киревсĕр çанталăкра та ĕçе васкамалла, юрăхсăр çынсемпе те тĕл пулма тивет. Андрей ырă кăмăллă, хаваслă çынччĕ. Хăюллă чăваш ачи 22-реччĕ. Ытла та кĕске пулчĕ паттăр ĕмĕрĕ!
Тутарстанра паттăра хисеплесе хăш-пĕр ял урамĕсене ун ятне пама шутлаççĕ, шкулсенче асăну кĕтесĕсем уçасшăн. Çывăх тăванĕсем ыйтнипе ăна Тутарстанра пытарчĕç.
Вилнĕ çынна чап кирлĕ мар – асра тытни хаклă! Унăн паттăрлăхĕ çамрăк ăрушăн воспитани енчен питĕ вырăнлă тесе шутлатăп.
 
 
Майна районĕ,
Чуппарав ялĕ.
 
: 646, Хаçат: 25 (1323), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: