Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищи ялĕнче пурăнакан Лидия Захаровна Шутихина (Куракина) «Канаш» хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илет. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхальте çуралса ӳссе Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ çыншăн «Канаш» – чăвашлăхпа çыхăнмалли, чăваш сăмахне илтмелли пĕртен-пĕр мел.
Унăн мăшăрĕ вырăс, ачасем те чăвашла пĕлмеççĕ, мăнукĕсем те хăйсене вырăс тесе шутлаççĕ пулĕ. Вăл килĕнче пĕр чăваш. Тăван чĕлхепе тухакан хаçатăмăра почтальон илсе килсен вара Лидия Захаровна вуласа тухмасăр унран уйрăлмасть. Çемьерисем çакна пурте пĕлеççĕ, çавăнпа вулама никам та кансĕрлемест. Пĕлеççĕ – амăшĕ «Канашпа». Вулать-вулать те хаçата чăваш хĕрарăмĕ - йĕрет. Мĕнле кăна кун-çуллă çын çук çакă çутă тĕнчере! Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче нуша курнисем пирки вуласан чунĕ хурланать унăн. Ашшĕпе амăшне аса илет.
Л.З.Шутихина 1951 çулта çут тĕнчене килнĕ, шкулта сакăр класс пĕтерсен тӳрех колхоза ĕçлеме кайнă. Ульяновск тăрăхне вăл лайăх пурнăçран куçса килмен.
-Пирĕн аттепе аннен ултă ача çуралнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула эпир иккĕн кăна чĕрĕ юлнă. Атте пирĕн фронта 1941 çултах кайнă пулнă, анчах вăрçа çитеймен, вĕсен пуйăсне самолетсенчен бомба пăрахса сирпĕтнĕ. Унтан çак вырăна фашистсем йышăннă та аманнисене пере-пере вĕлернĕ, сыввисене тыткăна илсе кайнă. Çапла атте тыткăна лекнĕ. Вăрçă пĕтсен вĕсене концлагерьтен хăтарнă, анчах 1947 çулта киле таврăнсан аттен пĕр канăç та пулман. Тыткăнра пулнисене «сутăнчăксем» тенĕ вĕт, мĕнле лекнине никам та шута илмен. Тыткăнри пусмăр çинчен атте нимĕн те каласа памастчĕ, анчах вăрçă пирки калаçнă вăхăтра куçĕнчен шăпăртатса юхакан куççульне тытса чараймастчĕ. Вăл 69 çула çитсен вилчĕ.
Анне аттерен икĕ ачипе тăрса юлнă. Вăрçă вăхăтĕнче выçлăха пула апатшăн мĕнпур пурлăхне сутса янă. Çĕршыва ура çине тăратас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесен те питĕ йывăр пурăнчĕç вĕсем кайран та. Ялта колхозра ĕçлеттĕмĕр. Укçа памастчĕç. Пĕррехинче кĕркунне аттепе чĕкĕнтĕр кăларатпăр. Сивĕ, çумăрпа хутăш юр çăвать, хамăр тăрăх пылчăк юхать. «Хĕрĕм, - терĕ атте, - ху валли ăçта та пулин вырăн туп, йăва çавăр, кунта ан пурăн». Ульяновск облаçĕнче ĕçлекенсене укçа панине пĕлтĕмĕр. Ялтан вунă хĕр пуçтарăнтăмăр та ку тăрăха асфальт çул тунă çĕре ĕçлеме килтĕмĕр. Ĕçе вĕçлесен ытти хĕрсем яла таврăнчĕç. Эпĕ вара Ключищирен каяс темерĕм. Пĕрле ĕçлекен вырăса Александр Леонидович Шутихина качча кайса юлтăм. 44 çул пурăнатпăр, виçĕ ача ӳстертĕмĕр. Халĕ виçĕ мăнук. Пурнăçра савăнăçĕ те куççулĕ те пулнă пулĕ, анчах нихăçан та начар пурăнман. Çемьеллĕ пулсан сивĕ тесе çул çинче ĕçлеме пăрахрăм. КИМ фабрикăна куçрăм, унтан – Аслă Ключищири чăх-чĕп фабрикин столовăйне. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчи ахăр саманана та çăмăллăн ирттертĕмĕр. Ĕç пурччĕ, картиш тулли выльăх-чĕ-рлĕх тытаттăмăр: хур-кăвакал, ĕне, вăкăрсем, сыснасем. Ачасем те, арçын та ĕçчен манăн. Ялан пĕрле тăрăшнă. Аслă хĕр хулара ĕçсĕр юлчĕ те чăх-чĕп пăхма килчĕ. А.В.Архипов директор ĕçлекенсене пит пулăшатчĕ, çимелли-тăхăнмаллип е тивĕçтеретчĕ. Мăшăрпа хамăрăн ĕмĕрте виçĕ пӳрт лартрăмăр. Юлашкине – хамăр çума, вăтам ывăл валли. Атте-анне курнă нушасемшĕн пирĕн ачасемпе мăнуксем ырлăх курмалла пултăр тетĕп, - куççульне шăлса вĕçлет калаçăвне Лидия Шутихина.
 
: 765, Хаçат: 25 (1323), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: