Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир те, Архенгельски ялĕн чăвашĕсем, «Чĕмпĕр литературин 12 апостолĕ» проектпа кашни уйăхрах вулавăшра мероприяти ирттеретпĕр.
Нарăс уйăхĕнче вырăс поэчĕн Д.П.Ознобишинăн сăввисене вуларăмăр, кун-çулĕпе паллашрăмăр. Ознобишин темиçе çул Шупашкар хулинче пурăннине, вăл чăвашсен, ирçесен юррисене чи малтан пуçтарма тытăннине пĕлтĕмĕр. Вăл «Куккук чăрăш çинче авăтать» сăвва вырăсла куçарнă, чăваш Хĕветĕр юрăçăн сассипе çырса илнĕ юрра 1833 çулта Хусанта тухса тăракан «Заволжский муравей» журналта пичетлесе кăларнă. Çакна тума Ознобишина чăвашла калаçма вĕренни пулăшнă.
Пуш уйăхне эпир Н.М.Языков поэта халалларăмăр.
Çав вăхăтрах чăвашсен паллă писателĕсем, поэчĕсем çинчен те манмастпăр. Чăваш Республикинче çак çулталăка Константин Иванова халалланă май хамăр вулавăшра кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕмĕр, «Константин Иванов, эпир сана манмастпăр!» ятлă папка йĕркелерĕмĕр, асаилӳ кунне ирттертĕмĕр. Таврапĕлӳçĕсемпе пĕрле ачасене те явăçтартăмăр, программа ертӳçи поэтăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, вырăсла куçарнă «Нарспи» поэмăна пăхса тухрăмăр. Библиотека ĕçченĕ Константин Ивановăн, Нарспин, Слакпуçĕ-нчи чăвашсен пурнăçĕ çинчен, вĕсен савăнăçне, хуйхи-суйхине, юратăвне, йывăрлăхне чăн чăваш чĕлхипе ытарма çук çепĕç те лайăх çырса кăтартнине ăнлантарчĕ. Сăмахне çапла вĕçлерĕ: "И.Я.Яковлевпа пĕрле Константин Иванов та чăвашла букварь хатĕрленĕ. Çамрăклах чирлесе вилмен пулсан тата нумай ĕç тунă пулĕччĕ К.Иванов. Апла пулин те чăвашсем валли вăл питĕ пысăк ĕçне хăварнă – «Нарспи» поэмăна. Çакăн хыççăн асаилӳ кунне пуçтарăннисем вулавăшра упранакан «Нарспи» виçĕ поэмине тата «Константин Иванова аса илеççĕ» кĕнекисене вулама илчĕç.
Патăръел районĕнчен килсе тĕпленнĕ, хальхи вăхăтра çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăнакан фермер Альберт Мышкин пăлхар-чăваш халăх историне каласа пачĕ. Уйрăмах вăл арабсен Ибн-Фадлан çулçӳревçин, çыравçин тата çулçӳрекен нимĕç Адам Олеарий (1633-1634 çç.) Пăлхар патшалăхĕн хулисем çинчен çырнă материалĕсемпе кăсăкланать.
Унăн хĕрĕ Ольга хăйĕн сăввине вуласа пачĕ тата вулавăша парнелерĕ.
Сергей Терентьевич Портнов «Нарспи» поэмăна 18 чĕлхене куçарни çинчен пĕлтерчĕ. О.Н.Мустаев парнеленĕ 7 чĕлхепе куçарнă произведение вуласа тухма сĕнчĕ. Облаçра тухса тăракан пĕртен-пĕр чăваш хаçатне «Канаша» кашни чăваша çырăнса илме ыйтрĕ.
Таврапĕлӳ кружокĕн членĕ Саша Портнов ача чухнех (25 çул каялла) çак поэмăпа мĕнле паллашнине каларĕ. Аккăшĕпе иккĕшне амăшĕ вуласа панине пăхмасăр каларĕ. Мĕншĕн асра юлнине çапла ăнлантарчĕ: «Çак поэма пĕтĕм чăваш йăли-йĕркине, ĕçне-хĕ-лне, пурнăçне кăтартса панине епле манса кайăн-ха/»
Мероприятие шкул ачисемпе пĕрле концертпа вĕçлерĕмĕр.
 
Сăр районĕ.
 
: 714, Хаçат: 25 (1323), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: