Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1945 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче Германи çар вăйĕсем пĕр сăмахсăр парăнни пирки калакан акт çине алă пуснипе совет халăхĕшĕн вăрçă вĕçленнĕ.
 
Аслă Главнокомандующи И.В.Сталин тĕп штабăн начальникне А.И.Антонов генерала чĕнсе илнĕ те Мускавра Çĕнтерӳ парадне ирттересси пирки шухăшласа пăхма хушнă. Шутласа пăхнă хыççăн парад валли 40 пин обмундировани çĕлемелли, çакăн валли 2 уйăх кирлине пĕлтереççĕ. Анчах И.В. Сталин парада çĕртмен 24-мĕшĕнче ирттерме хушать. «Тата çакна шута илĕр, - тет главнокомандующи, - парада фашистсен ялавĕсене йăтса тухса чыссăррăн çĕнтерӳçĕсен ури айне пăрахмалла».
Парада ертсе пыма Рокоссовский маршала, йышăнма Жуков маршала шанать.
Тĕп штабăн хушăвĕпе парада вăрçа вĕçленĕ 10 фронтран пехотăн икшер батальонĕ, танкистсен, артиллеристсен, летчиксемпе кавалеристсен, саперсемпе çыхăну йĕркелекенсен пĕрер батальонĕ хутшăнмалла пулнă. Çаплах кашни полкра командирсен йышĕнчен 25-шер çын пулмалла: полк командирĕ, унăн икĕ çумĕ, штаб начальникĕ, 7 батальон командирĕ, 14 рота командирĕ, 36 ялав йăтакан тата вĕсен 4-шар пулăшаканĕ. Пурĕ 1465 çын тата саппасри 10 çын.
Парада кашни фронтран 36-шар çар уйрăмĕн ялавне йăтса тухмалла пулнă. Çĕнтерӳ ялавне парада йăтса тухма палăртман!
Çаплах сĕнӳпе парада хутшăнмалли салтаксемпе офицерсен кăкăрĕ çинче çапăçура илнĕ орденсемпе медальсем çакăнмалла тата çар çыннисем çӳллĕшĕпе пĕр пек – 170 – 176 см пулмалла. Анчах ку хушусене пурнăçлама питĕ йывăр пулнă, ăна яланах пăхăнман, мĕншĕн тесен наградăсем пурин те пулман, вăл вăхăтра çынсен вăтам çӳллĕшĕ 170 сантиметра çитеймен. Тĕслĕхрен, Конев маршала 55-мĕш гварди танк бригадин прлковникĕ Драгунский çӳллĕшĕ çитейменнипе парада хутшăнма юрăхсăр тесе пĕлтереççĕ. Маршал тарăхса каять: «Мĕнле капла/ Списока кĕртмелле! Çапăçнă чухне юрăхлă пулнă, халĕ юрăхсăр-и вара/» - тет.
Тĕп штабăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн парада хутшăннă пехотăн пĕр батальонне винтовка, теприне автомат тыттарнă* артиллеристсемпе саперсен, çыхăну йĕркелекенсен çурăм хыçĕнче карабин пулнă, танкистсемпе летчиксен – пистолет, кавалеристсен – карабинпа хĕç.
Кашни генералпа маршал валли уйрăм тум çĕленĕ, вĕсем çĕвĕçсене 20-шер хут тумтирне виçтернĕ. Ятарласа хĕç тунă.
Фронтсен командованийĕсене çапăçура тытса илнĕ пĕтĕм ялава парада илсе пыма хушнă. Анчах кун пеккисем 200 кăна пуçтарăннă. Ахăртнех, нимĕç çарĕнче кашни дивизипе корпуса ялав паман.
Çĕнтерӳ парадне хутшăнакансене тĕплĕн хатĕрленĕ, вĕсен кун йĕрки çирĕп пулнă: çывăрма 7 сехет уйăрнă, 7 сехет стройпа уттарнă, ытти вăхăта культура программипе ирттернĕ.
Парада хутшăнакан музыкçăсен оркестрĕ 36 çарпа музыка ушкăнĕнчен тăнă, пурĕ 1400 çын.
Парад кунне çанталăк сивĕтсе пăрахнă, çумăр çума тытăннă. Апла пулин те вăл ăнăçлă иртнĕ. Ленин Мавзолейĕн трибуни çинче правительство çыннисемпе депутатсем, Совет Союзĕн тата Социализмла Ĕç Геройĕсем тăнă. 9 сехет те 55 минутра унта И.В. Сталин хăпарнă. Кремль башни çинчи курантсем вуннă çапнă май Спасск башнин хапхинчен шурă ут çине утланнă К.К.Рокоссовский тухнă, ун пекех шурă ут çинче ларакан Г.К. Жукова çарсем парада хатĕррине пĕлтернĕ, пĕрле çарсене пăхса çаврăннă хыççăн Г.К. Жуков Мавзолей трибуни çине хăпарса питĕ витĕмлĕ сăмах каланă. Унта вăл вăрçă еплерех пынине, йывăрлăха мĕнле çĕнтернине аса илнĕ, пĕтĕм халăха тав тунă, Çĕнтерӳпе саламланă. Сăмахĕнче фашизмпа пĕрле кĕрешнĕ çĕршывсене те манман.
Кун хыççăн трибуна çине К.К.Рокоссовский хăпарнă та Мавзолей умĕпе çар чаçĕсем иртме тытăннă. Вĕçĕнче – фашистсен ялавĕсене аялалла тытнă 200 çĕнтерӳçĕ салтак. Параппансем çапса тăнă май вĕсем мухтаннă нимĕç полкĕсен ялавĕсене Мавзолей никĕсĕ çумне пăрахнă. Çумăр пĕрчисем вĕсене йĕпетсе çĕр çумне çыпăçтарнă.
Парад 2 сехет те 9 минут та 10 çеккунт пынă. Унта пурĕ 40 пин çын хутшăннă.
 
 
Тутарстан.
 
: 673, Хаçат: 25 (1323), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: