Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мăн кукаçей халалĕ – ĕмĕрлĕхе.
 
Чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Патриархăмăрăн И.Я.Яковлевăн йăх-несĕлĕпе пуçласа эпĕ студент вăхăтĕнче тĕл пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи, çамрăк та вĕресе тăракан вăй-хаваллă В.М.Станьял (вăл ун чухне Мускав патшалăх университетĕнче стажировка иртнĕ) пире, пулас журналистсене, Мускава Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухакансен диплом-спектакльне курма пыма йыхăрчĕ. Çитсенех Хусан вокзалĕнче питĕ кăмăллă хыпар – Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн юратнă мăнукĕпе тĕлпулу йĕркелессине – пĕлтерчĕ. Ваганьково масарĕнче Иван Яковлев вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хунă хыççăн эпир тĕп хуламăрăн Ломоносов проспектне çул тытрăмăр. Акă эпир, 15 студент, МПУран аякрах мар вырнаçнă виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте. Пире çулланнă хĕрарăм, 17 çул тултариччен Чĕмпĕрте пурăннă Екатерина Алексеевна Некрасова, кĕтсе илчĕ. Пире вăл мăн кукашшĕ çинчен нумай-мĕн кăсăккине, пĕлтерĕшлине каласа кăтартрĕ. Шел, эпĕ, иккĕмĕш курс студентки, çав асаилӳсене хут çине çырса пыман. Анчах та ман унпа ӳкерĕннĕ сăн- ӳкерчĕксем сыхланса юлнă. Шăпа мана темиçе çултан ун ачисемпе – Екатеринăпа Владимир Павловсемпе – тĕлпулу парнелерĕ. Малтанхи курнăçусенчен пĕри Екатерина Всеволодовна Павлован – Е.А.Некрасован аслă хĕрĕн – çуртĕнче пулса иртрĕ. Эпир унпа Ульяновскра 1992 çулта паллашнăччĕ. Ун чухне Екатерина Всеволодовна кунта чăваш хастарçисен пухăвне килсе çитнĕччĕ. Сăлтавĕ – Патриарх уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнче ĕçленĕ Чăваш чиркĕвне уçни. Тата ултă çултан, 1998 çулта, Иван Яковлев йăх-несĕлĕ пысăк делегаципе тĕп хуламăртан унăн 160 çулхи юбилейне килнĕччĕ.
– Хамăн пурнăçра эпĕ Ульяновскра икĕ хутчен пулнă. Таврăннă хыççăн кашнинчех унта халĕ те Иван Яковлев чунĕ пурăннă пек туйăнчĕ. Мăн кукамайăн Екатерина Алексеевнан чунĕ те. Чĕмпĕр чăваш шкулĕн территорийĕ вăл – патшалăхри тата тепĕр тĕлĕнмелле «патшалăх», чăваш Ватиканĕ евĕр, – лăпкă сассипе калаçăва пуçлать Екатерина Всеволодовна.
Çемьере И.Я.Яковлевпа çыхăннă кашни япалана, кашни сăнӳкерчĕке тирпейлĕн упраççĕ. Екатерина Всеволодовна пӳлĕмĕнче стена çинче чи курăнакан вырăнта çӳçне хăюсемпе илемлетнĕ 7-8 çулхи хĕрачан сăнӳ-керчĕкĕ çакăнса тăрать.
– Ку анне. Сăнӳкерчĕке Чĕмпĕрте чăваш шкулĕн хваттерĕнче кукашшĕ-кукамăшĕпе пурăннă чухне тунă. Пĕтĕмĕшле вара аннен вĕсемпе ӳкерĕ-ннĕ сăнĕ нумай. Ку вара пирĕн çуртри чи хаклă экспонат – XIX ĕмĕрте тунă йывăç тенкел. Ăна Чĕмпĕртен илсе килнĕ. Ун çинче Иван Яковлевич ларнă. Эп анне мăн кукамăшĕн çĕвĕ машинине тата харпăр япалисене музее панине астăватăп-ха. Паян вĕсем Ульяновскри тата Шупашкарти музейсенче упранаççĕ. Япаласенчен ытларахăшне эпир тахçанах кирлĕ çĕре çитернĕ. Килте пирĕн тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ кĕнекесем тата сăнӳкерчĕксем юлнă. Акă паллă скульптор А.П. Майраслов тунă Яковлев палăкĕн макечĕсем. Эпĕ ман ачасемпе мăнуксем кил-йышри мăн-мăн кукашшĕпе çыхăннă асăнмалăх япаласене малашне те упрасса шанатăп. Паян ман енчен çеç И.Я.Яковлевăн 7-мĕш ăрăвĕ çитĕнет, – йăл кулăпа каласа парать Екатерина Всеволодовна.
Унăн пӳлĕмĕ – кил-çуртри пĕчĕк çемье «музейĕ». Кунта кашни кĕнеке-сăнӳкерчĕк мăн кукашшĕсен историйĕ-пе çыхăннăн туйăнать. Сĕтел çинче – 1911 çулта чăваш чĕлхипе кун çути курнă Евангели. Сăпайлăн кăна Е.В. Павлова мана хăйĕн ăслăлăх ĕçĕсене кăтартать. Юнашар – «Пушкин в портретах» икĕ томлă ăслăлăх ĕçĕ. Вăл мăнаçлансах: «Эпĕ И.Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ!» – теме пултарать. Ашшĕ енчен унăн дворян тымарĕсем. Е.В. Павлован пурнăç çулĕ Мускаври чи паллă музейсенчен пĕринпе – А.С. Пушкинăн Литература музейĕпе çыхăннă. Ӳнерçĕсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ В.П.Павлов – египтолог, МПУн истори факультечĕн профессорĕ. Амăшĕ – И.Я.Яковлевăн юратнă мăнукĕ Екатерина Алексеевна (унăн амăшĕ Иван Яковлевăн кĕçĕн хĕрĕ Лидия Ивановна Яковлева), МПУн искусствоведени докторĕ тата СССР Художество академийĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ.
– Пиллĕкмĕш класра шкулта вĕрентекен мана Пушкин пултарулăхĕ-пе кăсăклантарса ячĕ. Унăн поэзине юратса пăрахнипе шкул хыççăн тӳрех Мускав патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Паллă профессор, пушкинист С.М.Бонди патĕнче вĕрентĕм. Диплом ĕçне «Борьба А.С.Пушкина с Фадеем Булгариным» темăпа хӳтĕлерĕм. Мĕнпур ăслăлăх ĕçĕ ман, пĕтĕм пурнăç тесен те юрать, чаплă поэтпа çыхăннă. Ман ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр йĕрке: Пушкин музейĕнче ĕçленĕ, – каласа парать Екатерина Всеволодовна.
1958 çулта МПУран вĕренсе тухсан Е.В.Павлова А.С.Пушкинăн тин çеç йĕркеленнĕ Патшалăх литература музейне ĕçе вырнаçать. Кунта вăл музейри ӳкерӳ фончĕсен пайĕн пуçлăхĕ-нче тата туянакан комиссийĕн яваплă секретарĕнче хĕрĕх çул ытла ĕçлет. 1984 çулта Екатерина Всеволодовна кандидат диссертацине хӳтĕлет, тата виçĕ çултан ăна Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне параççĕ. Е.В.Павлова – СССР Художникĕсен союзĕн членĕ, Пушкинăн Пысăк Ылтăн медалĕн лауреачĕ. Вăл Пушкин вăхăтĕ-нчи ӳнер тĕнчи, аталанăвĕ çинчен çырнă 200 ытла статья тата «Московская изобразительная Пушкиниана», «Пушкин в портретах», «Пушкин в иллюстрациях» тĕп кăларăмсенчи ĕçсен авторĕ.
– Эпĕ мăн кукаçей халалĕсем тăрăх пурăннă тата ĕçленĕ. Анне вăл питĕ ĕçчен пулни пирки каласа паратчĕ. Ирпе тăватă сехетре тăратчĕ, кĕлĕ тăватчĕ, унтан ĕçлеме пуçлатчĕ тетчĕ. Мăн кукамай, Екатерина Алексеевна, питĕ ăслă , тăрăшуллă хĕрарăм пулнă, тăватă чĕлхе пĕлнĕ. Чĕмпĕрте пурăннă чухне вăл манăн аннене – юратнă мăнукне – апат пĕçерме, çĕлеме, çыхма, мĕнпур ăсталăха алла илме вĕрентнĕ. Эпĕ ача чухне анне тăтăш каланă сăмахсене аса илме юрататăп: «Кукаçей, Иван Яковлевич Яковлев, çапла вĕрентетчĕ: ĕç епле пĕчĕк пулсан та ăна пысăк юратупа пурнăçламалла тетчĕ. Урая ăшă кăмăлпа шăлмалла тетчĕ». И.Я.Яковлевшăн пурнăçĕнче виçĕ тĕп халал пулнă: Турра ĕненни, çемье тата юратнă ĕçĕ. Вăл совеçе хирĕç нимĕн те тумалла мар, яланах тӳрĕ çулпа утмалла тесе вĕрентнĕ. Ку сăмахсем, шухăшсем паянхи куншăн та питĕ çивĕч, – чей ĕçнĕ май калаçăва малалла тăсать Екатерина Всеволодовна.
Шел, И.Я.Яковлев вăл çураличчен пурнăçран уйрăлнă. Мăн кукамăшĕ Екатерина Алексеевна 1936 çулта пĕчĕк Катюша иккĕре чухне çĕре кĕнĕ. Апла пулин те Екатерина Всеволодовна пĕчĕкренех хăйĕн амăшĕнчен мăн кукашшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вăл йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен нумай илтнĕ. Иван Яковлевичшăн Чĕмпĕртен куçса кайни чăн-чăн трагеди пулнине асăнчĕ. Тĕп хуламăрта ăна ачисем, мăнукĕсем хупăрланă, анчах та чунĕпе вăл яланах чăваш шкулĕнче пулнă.
Паян Иван Яковлев тăхăмĕсене мăн-мăн аслашшĕн, мăн-мăн кукашшĕн ячĕ тата ĕçĕ пурăнни, Патриархăмăр халалĕсене Раççейĕн чăвашсем пурăнакан вырăнĕсенче асра тытни, ĕçне малалла тăсни савăнтарать. Е.В. Павлова хăйĕн çул-ӳсĕмне пăхмасăр (пĕлтĕр хĕрарăм сакăр теçетке çул тултарнă) Мускав чăвашĕсен наципе культура автономийĕ ирттерекен мероприятисене хутшăнма тăрăшнă. Унăн кĕçĕн хĕрĕ те – Любовь – уявсене хастар хутшăнать, çав шутрах – регионсенче йĕркелекеннисене те. Екатерина Всеволодовна мăшăрĕпе, Мускаври полиграфи институчĕн (паян академи) доценчĕпе М.В.Толмачевпа, иккĕшĕ тивĕçлĕ ачасем ӳстернĕ. Асли – Василий Михайлович, МПУ профессорĕ, кафедра пуçлăхĕ. Кĕçĕнни – Любовь (качча кайнă хыççăн – Ордынская) художник-график, виçĕ хĕр амăшĕ. Вăтаммине Катенька ят панă. Вĕсен ăруран ăрăва И.Я.Яковлевăн мăшăрне – Екатерина Алексеевнана – халалласа панă Кĕтерук ят куçса пырать. Юлашки çулĕсенче Е.В.Павлова хĕрĕн çемйипе пурăннă. Любовь Михайловна та пирĕн кăмăллă калаçăва хутшăнчĕ.
– И.Я.Яколвевăн пуçарулăхĕ, хавхаланăвĕ, вăй-халĕ, пурнăçа, çынсене хаклани, ĕçлеме пултараслăхĕ – маншăн пурнăçра çул-йĕр кăтартса пыракан тĕслĕх. Яковлев пурнăçланă ĕç-хĕл нумай ăру валли юлать. Çакна эпĕ Ульяновскра Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейĕнче пулсан туйрăм. Çавăн пекех мăн-мăн кукаçейĕн тăван ялне Кăнна-Кушкине тата Пăрăнтăка кайни асра юлчĕ. Ульяновскра та, Тутарстанра та палăк тата часавай уçни пире мăнаçлантарать, çĕклентерет.Эпир, пирĕн ачасем, мăнуксем паллă тăванăмăрăн, хисеплĕ Вĕрентекенĕмĕр ятне нихăçан та манмăпăр, – терĕ Любовь Михайловна.
Сĕтел çинче – пирĕншĕн чи сумлă та хаклă кĕнекесенчен пĕри. Екатерина Всеволодовна асăрханса типтерлĕн ăна аллине илет. Вăл пăшăрханни туйăнать.
– Ман ăсра тата чĕрере чи тĕппи – «И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă Халал». Вăл питĕ тарăн, тĕрĕс тата пысăк ăс-хакăллă. Кашни сăмахĕнчех Иван Яковлевич тăван халăхне юратни, ăна хӳтĕлес тесе тăрăшни палăрать. Яковлев Халалĕ – ĕмĕрлĕхе. Ăна кашни ăру чĕри, ăсĕ витĕр кăларса вулĕ, мĕншĕн тесен вăл питĕ хаклă кăларăм, – терĕ Екатерина Всеволодовна малашнехине курса тăнă евĕр сăмахсене тăнласа.
 
 
 
P.S. Кăçал çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Екатерина Всаволодовна Павлован чĕри тапма пăрахнă.
 
: 387, Хаçат: 25 (1323), Категори: Яковлев вулавесем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: