Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКАн Ульяновскри Чукун çул районĕнчи уйрăмĕ 2013 çулхи ака уйăхĕ-нче уçăлчĕ. Ăна пĕрремĕш кунранах В.Н.Буяндуков ертсе пырать. Паян вăл пирĕн редакци тĕпелĕн хăни.
 
-Вячеслав Николаевич, чи малтан хăвăрпа паллаштарăр-ха вулакансене.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче 1978 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ çулта чухне пирĕн çемье Якутири Северный поселока тухса кайнă, пĕр тапхăр унта пурăннă. Вăтам шкул вара эпĕ Чăнлă поселокĕнче пĕтертĕм. 1996 çулта Ульяновскри культура училищине вĕренме кĕтĕм, 2000 çулта диплом илсе тухсан Чăнлăри сахăр завочĕн клубĕнче ансамбль ертӳçинче ĕçлеме пуçларăм. 2005 çулта Самарти культура академине вĕренме кĕтĕм. Ульяновскри Свердлов ячĕллĕ паркра ĕçлеме тытăнтăм. Пилĕк çултан мана Винновка ращин директорĕн çумне куçарчĕç. Халĕ эпĕ çак паркăн директорĕ. Вырăссем тата ытти халăхсем хушшинче ӳснĕ пулсан та чăвашла калаçатăп.
-Чăваш хумне мĕнле пырса лекрĕр/
-Чăвашсем нумай çул ĕнтĕ Винновка ращинче Акатуй ирттереççĕ. Малтан çакăнта хутшăнса чăвашсемпе паллашрăм. «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн пуçлăхĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин мана çак ĕçре асăрханă ĕнтĕ. Вара Чукун çул районĕнче чăвашсен наципе культура автономине йĕркелесе яма шутласан вăл мана ун ертӳçи пулма сĕнчĕ, пулăшма сăмах пачĕ. Уйрăм ятне «Килĕшӳ» терĕмĕр. Çавăнтанпа ку ĕçе кӳлĕнтĕм эпĕ.
-Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ сирĕн уйрăмăр, çывăх вăхăтра мĕн палăртатăр/
-Автономи уйрăмне йĕркеленĕренпе Винновка ращинче хула шайĕнчи Акатуя хамăр вăйпах ирттеретпĕр. Унсăр пуçне кашни Çĕнĕ çулта 50 ача валли И.Я.Яковлев музейĕнче е «Киндяковка» Культура çуртĕнче уяв хатĕрлетпĕр, кашнине парне паратпăр. Çулсерен Çăварни, Кĕрхи сăра уявĕсене халăха пухса анлăн ирттеретпĕр. «Канаш» хаçата çырăнтарас ĕçре те пулăшма тăрăшатпăр, çынсем хушшинче агитаци илсе пыратпăр. Кăçал автономи хастарĕсене (15 çын) пĕр кунлăха Шупашкара экскурсие тӳлевсĕр илсе кайма меслет тупрăмăр. Н.Благов ячĕллĕ 15-мĕш библиотекăра (ертӳçи Н.А.Сидорова) чăваш кĕнекисен кĕтесне уçрăмăр, вăл хуллен пуянланса пырать. Кунта авалхи япаласен кĕтесĕ те пур – пĕчĕк музей теме пулать ăна. Çакăнта темиçе хут пухăнса чăваш культури, историйĕ пирки калаçусем йĕркелерĕмĕр. Районти çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнатпăр, кăçал пирĕн уйрăм организацисемпе предприятисен ушкăнĕнче чупса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Паллă çынсемпе тĕлпулусем ирттерессине йăлана кĕртес кăмăл пур. Кĕркунне енне Чăваш культура кунне ирттерме палăртатпăр, Шупашкара тепĕр хут кайса килес, библиотекăсем, шкулсем валли чăвашла кĕнекесем туянас шухăш пур. Çула май А.Г.Николаев космонавт летчик çуралнă яла – Шуршăла çитсе килсен те аван пулĕччĕ. Унта Космонавтика музейĕ пур, чаплă çыннăмăрăн вилтăпри те тăван ялĕнчех.
-Обществăлла ĕçре чи йывăрри мĕн/
-Çынсене пуçтарасси, вĕсене культурăмăра аталантарас ĕçре хамăрăнах тăрăшмалла, пирĕншĕн ку ĕçе никам та тумасть тесе вĕсене ĕнентересси, мĕнпе те пулин кăсăклантарасси. Тӳрех каламалла, хальхи вăхăтра халăхпа ĕçлеме йывăр. Çынсем пуçĕнче обществăлла ĕç мар, ăçтан укçа тупас текен шухăш ытларах хуçаланать. Вĕсене ман айăплас шухăш çук. Кашнин çемье пур, ачисене тăрантармалла, вĕренме кĕртмелле... Эпир вĕсене укçа тӳлейместпĕр вĕт. Çапах та хăшĕсем ниме пăхмасăр халăхшăн чунне парса тăрăшаççĕ, обществăлла ĕçе хăйсен вăйне, вăхăтне нумай параççĕ. Тавах вĕсене! Çакăн пек ĕçлесен çеç пирĕн ӳсĕмсем палăрĕç.
-Апла пулсан чи хастаррисене палăртса хăварăр-ха, Вячеслав Николаевич.
-Пирĕн канашра 15 çын. Вĕсенчен хи хастаррисем: Алевтина Алюкова тата Нина Сидорова библиотекарьсем, Ирина Мещанова тата Владимир Петров вĕрентӳçĕсем, Вера Игнатьева пенсионерка, нумаях пулмасть университет пĕтернĕ Екатерина Вергайкина. Çаплах Валентина Панована та палăртса хăварас килет. Вăл пирĕн канашра тăмасть, çапах та А.Г.Еленкин депутатăн пулăшаканĕ пулнă май пирĕн ĕçе хастар хутшăнать.
-Чăваш культурине аталантарас ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансен сире мĕнле тупмалла/
-Пирĕн адрес: Ульяновск хули, Хрустальная урам, 41а çурт («Заря» лавккаран инçе мар). Кунта «Согласие» центр вырнаçнă. Электрон адресĕ: kiliechy73@mail.ru. Манăн кĕсье телефонĕ: 97-75-39. Хуть хăçан та пирĕнпе çыхăнма пултаратăр.
-Ульяновскра Чукун çул районĕнче чăвашсен шучĕ чи сахалли пулсан та кунта кăна УОЧНКА уйрăмĕ пур. Ыттисенче те ăна уçас тесен мĕн тумалла/
-Чи малтан халăхшăн ĕçлеме килĕшекен тата укçине уншăн шеллемен çын тупмалла. Пирĕн ун пекки пур – Анатолий Георгиевич Еленкин. Мĕнле пуçарура та вăл пире пулăшу парать, пирĕн ĕçсене ырлать. Ытти районсенче те çакăн пек хастар çын тупăнтăрччĕ, вара пирĕн ĕçсем тата малалла кайĕç. Паллах, пĕр çĕре пуçтарăнма кĕтес те кирлĕ, ун пирки те шухăшламалла пулать çĕнĕ уйрăм йĕркеленĕ чухне.
-Чăваш чĕлхине сыхласа хăварас тесен мĕн тумалла пирĕн паян/
-Ачасене тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентмелле, вĕсем валли чăвашла кĕнекесем ытларах туянмалла. Килте ачасемпе чăвашла калаçмалла. Паян ачасенче чăвашлăх вăрлăхĕ акмалла, вĕсене хамăр йĕри-тавра пуçтармалла, мероприятисене нумайрах явăçтармалла. Кайран ку лайăх тухăç парĕ. 100 çултан Çĕр çинче чăваш чĕлхи пулмалла-и е пулмалла мар-и текен ыйту сиксе ан тухтăр. Пирĕн паянхи ĕçĕн тĕллевĕ çакă пулмалла.
-Тавах калаçушăн, Вячеслав Николаевич. Сире ăнăçусем сунатпăр.
 
: 759, Хаçат: 26 (1324), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: