Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Раççей перекет банкĕн «За особый вклад в развитие отрасли индустриальных парков» премине тивĕçнĕ.
Çак чыса вăл Мускавра «Индустриальные проекты в России-2015» ятпа иртекен пĕтĕм тĕнчери IV инвестици пухăвĕнче тивĕçнĕ.
Кĕпĕрнаттăр ларура тухса калаçнă. Хăй докладĕнче вăл рынок тытăмĕнче индустри паркне ӳстерсе предприятисене аталанма тĕрлĕ условисем туса парас, ĕç вырăнĕсем хатĕрлес, çапла майпа инвестицирен тупăш илес майсем пирки каланă.
-Пирĕн облаçра паян ĕçе вырнаçтарассипе йывăрлăхсем çук. Анчах ĕç укçи калăпăшĕ (10-15 пин тенкĕ) никама та çырлахтармасть. Çавăнпа та пирĕн ют çĕршывсемпе ăмăртса аталанмалли центрсем чăмăртамалла, малти технологисемпе усă курса пуçăннă проектсене пурнăçа кĕртмелле, çапла майпа регионсене аталантармалла. Çавăн валли кирлĕ те ĕнтĕ индустри паркĕсем,- тенĕ кĕпĕрнаттăр.
 
Аптекăсем уçăлаççĕ
Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Заволжски районĕнче «УльяновскФармация» ятпа çĕнĕ аптека уçăлнă. Унта сусăрсене кĕрсе тухма меллĕ пултăр тесе пандус вырнаçтарнă.
-Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушăвĕпе эпир регионта хаклă мар им-çам тата медицина преппарачĕсем сутакан аптекăсем уçма тĕллев лартрăмăр. Чи кирли – социаллă аптекăсем пурăнакан çуртсен çывăхĕнче пулни, унта сахал тупăшлă çемьесем çӳреме пултарни. Кăçал регионти медицина учрежденийĕсенче тата темиçе аптека уçма палăртнă,- тенĕ облаçри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Павел Дегтярь.
Йӳнĕ аптека чи малтан Засвияжски районĕ-нче 2011 çулта уçăлнă. Ку тĕле облаçра 14 социаллă аптека ĕçлет.
 
: 700, Хаçат: 26 (1324), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: