Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1898 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕрте пысăк пушар пулнă: талăкра 11 урам çунса кайнă. Кун пек пушарсем кĕпĕрнери ытти хуласенче те пулкаланă. Çавăнпа та 1898 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕрте Пушар обществине туса хунă. Çавăн пекех ирĕклĕ пушар дружинисем Улатăрта, Çинкĕлте, Сызраньпе Карсунта йĕркеленнĕ.
Ирĕклĕ пушар дружинисем (ИПД) 1893 çулта ШĔМ ял дружинисемпе хула обществисем валли кăларнă Нормăллă Устава пăхăнса ĕçленĕ. ИПДсем Раççей Императорĕн пушар обществин чăн членĕсем шутланнă. Член тӳлевĕсенчен, хисеплĕ çынсен тӳлевĕсенчен, земствăсемпе хула управисем уйăракан субсидисенчен, страхлакан обществăсен премийĕсенчен, лотерейсенчен, мăрьесене тасатнипе пухăннă укçасенчен ирĕклĕ пушар дружинникĕсене ĕç укçи тӳленĕ.
1912 çулхи раштав уйăхĕнче Кĕпĕрне канашĕ кĕпĕрне управинче пушар дружинисен инспекторĕн должноçне çирĕплетнĕ.
1913 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 99 ял дружини тата 8 общество ĕçленĕ. Унчченхи общество çумне Пăвари, Пăрачкаври тата Астрадамовкăри хутшăннă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тата Граждан вăрçи вăхăтĕнче ирĕклĕ пушар дружинисем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçланă. 1918 çулхи Чĕмпĕрти çапăçусем вăхăтĕнче те пушарсене сӳнтернĕ.
1919 çулта Раççейри пушар обществине хупаççĕ, унăн пурлăхне туртса илсе патшалăха параççĕ.
Ульяновскра ирĕклĕ пушар дружинине çĕнĕрен мăрьесем тасатакан бюро çумĕнче 1935 çулта кăна йĕркелеççĕ. Вăл 1943 çулччен Куйбышев облаçĕнчи НКВД управленине пăхăнса тăнă.
1943 çулхи пуш уйăхĕнче Ульяновск облаçне туса хураççĕ. Хулари ирĕклĕ пушар дружини облаçри НКВД управленине пăхăнма тытăнать. 1956 – 1056 çулсенче облаçри ШĔМĕн Ульяновскри пушар сыхлав управленийĕ çумĕнче тăрать.
Ульяновск хулинчи ирĕклĕ пушар дружинин пĕрремĕш председателĕ А.Ф.Герчис пулнă. Вăл обществăна 1940 - 1943 çулсенче ертсе пынă.
1960 çулта РСФСР министрĕсен канашĕн йышăнăвĕпе Раççейри ирĕклĕ пушар дружинин Ульяновск облаçĕнчи канашне йĕркелеççĕ. Пур çĕрте те ИПДсем тăваççĕ, вĕсем пушар тухасран мĕнле сыхланмалли, пушарпа кĕрешмелли мелсем пирки халăхпа калаçусем ирттереççĕ, ачасемпе вĕрентӳсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ объектсенче пушар хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Пĕрремĕш ирĕклĕ дружинăсен ĕç-хĕлĕ вĕсем пушарпа ялсенче кăна мар, хулара та ăнăçлă кĕрешме пултарнине çирĕплетет.
1960 çулхи чӳк уйăхĕнче Свердловскра Раççейри ирĕклĕ пушар обществисен конференцийĕ иртет, Устав йышăнаççĕ, ертсе пыракан органсене суйлаççĕ.
1963 çулта Ульяновск облаçĕнче 7 ирĕклĕ пушар обществи тата 1207 пушар дружини пулнă, вĕсенче 27156 çын ĕçленĕ.
1980 çул тĕлне облаçри кашни районтах пушарпа кĕрешекен район канашĕ пулнă.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен пушар обществисен съездĕнче çирĕплетнĕ Устава пурнăçлама питĕ йывăр пулать. Çĕршыври пысăк улшăнусем пушар обществине те лекеççĕ. 1991 çулхи раштав уйăхĕнче Раççейри ирĕклĕ пушар обществин облаçри канашĕ улшăнать, Ульяновск облаçĕнчи ирĕклĕ пушар дружинин канашĕ пулса тăрать. 1996 çулта “Ульяновск облаçĕнчи ирĕклĕ пушар дружинин обществăлла организацийĕ” ят илет.
2002 çултан ИПД ĕçĕ çĕнĕрен чĕрĕлме пуçлать. Вĕсем халăхпа, ачасемпе нумай ĕçлеççĕ, пушарпа кĕрешме вĕрентеççĕ.
2006 çулта Раççейри МЧСпа ирĕклĕ пушар обществи пĕрле ĕçлеме калаçса татăлаççĕ.
2010 çултанпа Ульяновск облаçĕнчи ирĕклĕ пушар обществине Сергей Шифрин ертсе пырать.
Регионта халĕ ирĕклĕ пушар обществин 439 подразделенийĕ йĕркеленнĕ, вĕсенче 1941 çын ĕçлет. Подразделенисен пурлăхĕнче 164 единица техника.
Ульяновск область правительстви ирĕклĕ пушар дружинникĕсене пулăшмалли саккун проектне сӳтсе явма тăратнă: вĕсене транспорт тата пурлăх налукĕсене çăмăллатма палăртнă. Çаплах вĕсене кĕсье телефонĕпе калаçнăшăн укçа хушса парĕç. Сывлăха çирĕплетме путёвкăсем, сывлăха сиен кӳрсен тӳлевпе тивĕçтерекен страхлав свидетельствипе тивĕçтерĕç.
 
: 1042, Хаçат: 40 (1132), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: