Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Федорович Ледюков 1933 çулта Кивĕ Улхашра хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере çиччĕн ӳснĕ. Вăл варринчи.
 
-Эпĕ пилĕк класс вĕреннĕ. Малалла май пулман. Вăхăчĕ çапларахчĕ. Ку тĕле вăрçă чарăннăччĕ ĕнтĕ. Ялта арçынсем сахалланса юлчĕç. Эпир,12-15 çулхи ачасем, аслисем тăвакан мĕнпур ĕçе кӳлĕнеттĕмĕр. Колхоз вăкăрĕсемпе улăм турттараттăмăр, акаттăмăр, сӳ-реттĕмĕр.
1949 çулхи апрель уйăхĕнче мана пушар сӳнтерекене ĕçлеме илчĕç. Вăл вăхăтра пушар машинисем пулман, шыва лашапа турттарнă. «Правда» колхоз председателĕ Александр Николаевич Рахманов мана лайăх лаша уйăрса пачĕ. Эпĕ виçĕ çул çак лашапа пушарникре ĕçлерĕм. Шывне насуспа – алă вăйĕпе – ăсаттăм. Нумай пушар сӳнтернĕ, - аса илет Иван Федорович.
1952 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче ăна салтака илсе каяççĕ. Вăл Украинăри Ивано-Франковск хулине лекет. Çавăнта ăна комсомола илеççĕ.1952 çулхи сентябрь уйăхĕнче вĕсене тревогăпа çĕклесе Австрие çитиех илсе каяççĕ.
Пирĕн ентеше минометчиксен командирне çирĕплетеççĕ. 160 миллиметрлă оруди--питĕ хаяр хĕç-пăшал. Иван салтаксемпе вĕренĕве нумай çӳрет, командир пулнă май ăна çак орудипе пеме ирĕк параççĕ. Кунта вĕсен виçĕ çул та тăватă уйăх тăма тивет. 1955 çулта Австри çĕршывĕ никам майлă та пулман политикăна йышăнсан тин, срок иртсен тăватă уйăхран, сержант званипе вăл тăван ялне таврăнать.
1956 çулта Мелекесра тракторист-машинист а вĕренсе тухать – «5» паллăсемпе çеç. Ун хыççăн вăл ялти сельпора икĕ çул вăй хурать.
-1967-1969 çулсенче сельпо халăхран çăмарта, çĕрулми тата ытти пахча çимĕç нумай йышăнатчĕ. Мана çăмарта пуçтарма шанса пачĕç. Çавăнтан ман çума Çăмарта Иванĕ ят çыпçăнчĕ. Кайран колхоза ĕçлеме чĕнчĕç. Эпĕ тăхăр тĕслĕ тракторпа çӳренĕ.Тĕрĕссипе, кирек мĕнле техникăна та аван пĕлнĕ. 1974 çулччен (тăватă сезон) комбайнпа ĕçлерĕм. Унтан мана çăкăр турттаракан машина çине лартрĕç. Вара мана Çăкăр Иванĕ теме тытăнчĕç. Çав машинапа ăçта кăна çитмен эпĕ – хĕр илме те кайнă. Пенсие кайичченех (1993 çулччен) çав машинапа çӳрерĕм ,- кулса аса илет ентеш.
Ун хыççăн Иван Федорович тата тăватă çул пушар сӳнтерекен машинапа çӳрет.
Руль умĕнче çӳренĕ çулсенче кăсăклă япаласем пулса иртнĕ. Сăмси çинче вак юн тымарĕсем çывăхра пулнипе унăн сăмси яланах хĕрлĕ пулнă. Çула тухмассерен ăна патшалăх автомобиль инспекцин (ГАИ) сотрудникĕсем чарса ӳсĕр мар-и ку тесе çывăха пырса шăршласа пăхаççĕ. Тарăхсах çитнĕ пирĕн ентеш, аптранипе юн илме ыйтнă.
Тăрăшуллăскере чысĕ те пулнă. Вăл «Ĕçре палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ.
1960 çулта вăл авланать. Хăй ялĕнчи маттур пикене Александра Палькинана качча илет. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса парать ăна мăшăрĕ. Пурне те вĕрентсе çын тунă Ледюковсем. Ватăсене сакăр мăнукĕ тата икĕ кĕçĕн мăнукĕ килсе савăнтараççĕ.
-Халĕ эпир килте иксĕмĕр кăна. Ачасем виççĕшĕ те ялта фермер ĕçĕпе аппаланаççĕ. Чăнлă поселокĕнче пурăнакан хĕр те услам ĕçне туртса пырать. Ĕне усратпăр, чăх-чĕп, хур-кăвакал ӳстеретпĕр. Ĕçсĕр пĕрре те ларас килмест. Пушă вăхăтра киленме «Канаш» хаçат çырăнса илетпĕр. Карчăкпа иксĕмĕр ăна пит юратса вулатпăр. Ман мăнуксем те чăвашла калаçаççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ
 
: 663, Хаçат: 26 (1324), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: