Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку темăна хускатма та çăмăл мар – пурпĕрех хамăн шухăша калас килет. Эпир пурте автотрассăпа çӳретпĕр: кам хăйĕн машинипе, кам автобуспа.
 
Çул айккине пăхăр-ха – хăш чухне масар тăрăх пынăнах туйăнать* икĕ енĕпе те палăксем, хĕрессем, асăну плитисем вырнаçнă. Автоаварире вилнисене асăнса лартнă-ха вĕсене, ăнланатпăр. Анчах та вилнĕ çынсене масар çине илсе кайса пытарнă вĕт ĕнтĕ, ӳчĕсем унта канлĕх тупнă, вĕсен вилтăпри пур, ун çине хĕрес (Христос тĕнне ĕненекенсем) е çурла уйăх палли (ислам тĕнне ĕненекенсем) те туса лартнă, ятне çырнă, сăнӳкерчĕкне вырнаçтарнă. Çывăх çыннисем унта пырса ăна асăнаççĕ, кĕлĕ вулаççĕ... Чунĕ тухнă, чыслă пытарнă çынна тата мĕн кирлĕ/
Ыйтусем сиксе тухаççĕ: пĕр çыннах çул çинче, хирте тата тепĕр палăк ма лартмалла-ха, ма тавралăха илемсĕрлетмелле-ха/ Икĕ вырăнта палăк лартнипе вилнĕ çын чĕрĕлсе тăрать-шим/ Пирĕн çĕршывра машинапа çапăнса вилни пысăк паттăрлăх шутланать-шим вара/ Апла ытти сăлтавсене пула вилнисене хирте мĕншĕн палăк лартмаççĕ/
Вилĕм саманчĕ çитсен çын таçта та йăванса кайма пултарать: пӳртре те, картишĕнче те, пахчара та, урам варринче те, хирте те, ĕç пӳлĕмĕнче те... Вара кашни вырăна палăк лартмалла-и/ Сăмахран, çын шкул е клуб умĕнче йăванса кайса вилнĕ пулсан мĕн тумалла/ Унта та палăк кирлĕ пулать-и/
Миçе ют çĕршывра пулнă эп – кун пеккине курман, Раççейре вара ку пулăм анлă сарăлнă. Пирĕн çĕршывра пĕр çулталăкра çул çинче автоаварисенче вăтамран 30 пин çын вилет. Кашнине çул хĕрринче палăк лартсан пирĕн автотрассăсем мĕне çаврăнаççĕ/ Ку пулăма кам йĕркелесе тăрать-ши/
Ман шутпа, ку ыйту пирки обществăн, влаçăн, депутатсен шутласа пăхма вăхăт çитнĕ.
 
: 696, Хаçат: 26 (1324), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: