Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Колхозсемпе совхозсем аркансан ял ĕçченĕ ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Мĕнле пурăнмалла/ Ăçта каймалла/
 
Çамрăкраххисем çăкăрлăх укçа шыраса çемйисене пăраха-пăраха пысăк хуласене тухса сулăннă, хăшĕ-пĕри чунне çутă эрехпе пусарма тытăннă. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче пурăнакан Елена тата Сергей Портновсем ниçта каймасăрах хăйсен çулне тупаççĕ: кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ӳстерсе пурăнма шутлаççĕ.
Иккĕшĕ те ялта çуралса ӳснĕскерсем, паллах, выльăх-чĕ-рлĕх усраса тупăш тăвас ĕç çăмăл пулас çуккине питĕ лайăх ăнланнă. Çăмăл мар, анчах унсăрăн мĕнле пурăнмалла-ха/ Икĕ ачана ӳстерсе, вĕрентсе çын тумалла вĕт... Вак услам ĕçне Портновсем пĕчĕкрен пуçлаççĕ: малтан ик-виçĕ ĕне, 5-6 сысна усраса пăхаççĕ. Ку ĕçе парăнтарма пултарнине ăнлансан выльăхсен шутне ӳстереççĕ. Выльăх куллен апат ыйтать, пĕр хутчен те мар. Ĕлĕкхи пек çавапа çулса утă нумаях хатĕрлеймĕн. Техника кирлĕ. Аш-пăш сутнă укçапа Портновсем курăк çулма техника, трактор туянаççĕ. Тытăнать вара услам урапи майĕпен хăвăртлăх илме... Ĕне-вăкăр тата сыснасăр пуçне Портновсем сурăх ĕрчетме пуçлаççĕ. Вите-хуралтине анлăлатма, çĕнĕ витесем тума тивет. Халĕ вĕсен хуçалăхне ферма теме пулать. Миçе пуç усранипе мухтанмасть мăшăр. Ăнланмалла, выльăха куç ӳкме пултарать. Вак услам ĕçне пуçăнса Портновсем патшалăхшăн та, хăйсемшĕн те усăллă ĕç тăваççĕ.
-Сĕтне патшалăха паратпăр, литрне 16 тенкĕпе. Ĕлĕкрех сĕт-турăха вырнаçтарма пит нушаччĕ. Халĕ кил умнех илме килеççĕ,- тет Сергей Петрович йăл кулса.- Ĕнисене касăва яратпăр. Пĕр эрне хушши çӳретпĕр вара кĕтӳçĕре.
Сергей Петровичпа мăшăрĕ пит шӳтлеме юратакан çынсем. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта, расна урамсенче çуралса ӳснĕ. 1998 çулта туй туса пĕрлешнĕ. Малтанах Сергейăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăннă. Унтан кӳршĕри шлак çурта туянса çĕнĕрен туса лартнă. Шыв, çутçанталăк газĕ кĕртнĕ. Çурт çумне мунча туса лартнă. Паян Портновсен ытлă-çитлĕ пурăнма йăлтах пур.
Ашшĕ-амăшĕ çумра пулни чăн телей çамрăксемшĕн. Ватăсем ăс парса пулăшни мĕне тăрать! Паян иккĕшĕ те сакăрвуннă урлă каçнă ĕнтĕ.
Сергейпа Елена пĕрлешнĕренпе 17 çул ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ Наташа 11-мĕш класа лайăх паллăсемпе куçнă. Класра – пĕр-пĕччен. Вĕренĕвĕпе те, пултарулăхĕпе те савăнтарать хĕр. Кăçал вăл облаçри «Сарпике-15» конкурса хутшăнса гран-при çĕнсе илнĕ. Тĕрĕллĕ чăваш кĕпине ашшĕ-амăшĕ хăй шутĕнчен çĕлеттернĕ. Халĕ Наташа Шупашкарта кĕркунне иртекен конкурса хутшăнма хатĕрленет.
Иккĕмĕш ачи – Данил – 8-мĕш класс пĕтернĕ. Ку ачи çут тĕнчене телеэкран çине «Брат» фильм тухнă çул килнĕ. Фильмри тĕп герой Данил Багров çемье пуçне килĕшнипе вăл ывăлне унăн ятне панă.
Сергейпа Еленăра мана ачисен пуласлăхĕшĕн çунни, вĕсене лайăх пĕлӳ пама, тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшни кăмăла кайрĕ. Ачисен ӳсĕмĕсемшĕн тăрăшса вĕсем вăхăтне те, укçи-тенкине те шеллемеççĕ. Çăмăл машинипе ăçта кирлĕ унта илсе çӳреççĕ. Хăйсем те килте ларма юратмаççĕ. Ульяновскра, район центрĕнче иртекен пысăк мероприятисене, концертсемпе спектакльсене çӳреççĕ.
«Канаш» хаçат вара вĕсемшĕн – яланах кĕтнĕ хăна.
-Чăваш хаçатне пирĕн аттепе анне çырăнса илеççĕ. «Канаша» вăхăтра илсе килмесен хыпса çунаççĕ. Атте чӳ-речерен куçне илмесĕр кĕтет. Вĕсем кашни страницине шĕкĕлченĕ хыççăн тин хаçат пирĕн патăмăра куçать. Çапла пурăнатпăр килĕштерсе,- тет туслă мăшăр пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхса.
 
: 598, Хаçат: 26 (1324), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: