Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей флочĕ турккăсене çĕнтернĕрепе 245 çул çитрĕ.
 
Раççейпе Турци хушшинчи вăрçă 1770 çулхи утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче иртнĕ. Икĕ çĕршыв хушшинче вăрçă 1768 çултанпах пынă. Балтика флочĕн темиçе эскадри тăшмана Хура тинĕс флотĕнчен сирес тĕллевпе Вăтаçĕр тинĕсне çул тытать. Алексей Орлов граф ертсе пыракан эскадра Чесмен бухтинче турккăсен карапĕсене асăрхать. Унăн икĕ эскадринче виçĕ карап, виçĕ фрегат, бомба перекен карап тата икĕ теçеткене яхăн кимĕ пулнă, турккăсен флочĕ темиçе хут вăйлăрах—вĕсен 16 карап, 6 фрегат, паруслă 6 кимĕ, 13 галер тата 32 пĕчĕк кимĕ. Çапăçу утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра Хиос проливĕнче тытăнать. Григорий Спиридонов адмирал ертсе пыракан «Святой Евстафий» карап14 сехетре турккăсен «Реал Мустафа» карапне персе тивертет, унăн çунакан мачти вырăссен карапĕ çине ӳкет. Вырăссен карапĕ сирпĕнет, ун хыççăн --турккăсен. Тăшмансем пĕчĕкрех кимĕсемпе Чесмен бухтине чакаççĕ.Тепĕр кунне вырăссем кунĕпех турккăсене инçетрен персе тăраççĕ. Каçхине çывăхарах пырса каллех çапăçăва кĕреççĕ. Çĕрле тăшмансен чи пысăк çар карапĕ сирпĕнет. Ир енне тин çапăçу чарăнать. Икĕ енĕ те пысăк çухату тӳсет. Апла пулин те вырăс флочĕ çĕнтерет. Кĕтерне патша çак куна ĕмĕрлĕхех историре хăварас тесе Петергофра Чесмен залне йĕркелет, Гатчинăра-обелиск, Патша ялĕнче (Царское село) – колонна, Санкт-Петербургра – кермен тата чиркӳ.
 
: 701, Хаçат: 26 (1324), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: