Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхĕпе тимсĕрлĕхне пула çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем шывра путаççĕ, чӳречерен тухса ӳкеççĕ, аварисене лекеççĕ... Çакăн пек лару-тăрура Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ашшĕ-амăшне тимлĕ-рех пулмалли çинчен чĕнсе каланă.
- Нумай ачаллă ашшĕ пулнă май амăшĕсемпе ашшĕсене, аслашшĕ-асламăшĕпе кукамăш-кукашшĕсене чĕнсе калатăп – питĕ тимлĕ пулăр. Пĕр çеккунт мĕнпур пурнăçа улăштарма, нихăçан тавăрма çук саманта çаврăнма пултарать. Раççей саккунĕ ашшĕ-амăшĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламаннисене яваплăх тыттарса штраф тӳлеттерет пулин те ачана çухатни – чи пысăк айăплав! Яваплăх тата пурнăçри хăрушсăрлăхăн чи ансат йĕркине пăхăнни ачасене инкекрен çăлма пултараççĕ. Пĕр çеккунта та ачасене пĕччен ан хăварăр, çула çитменнисене аслисемсĕр шыва кĕме ан ярăр, çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, çулăмпа ашкăнма юраманнине ăнлантарăр, - тенĕ вăл.
Кĕске вăхăтра кăçал облаçра 20 ытла çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – ача.
Малашне кун пек инкек ан пултăр тесе область правительстви çынсем шыва кĕрекен вырăнсенче обществăлла постсемпе дружинăсем йĕркелеме тата волонтерсене яма сĕнет. Чи пысăк яваплăхĕ вара ашшĕ-амăшĕнче.
Пĕчĕккисем суранланнă тĕслĕхсем те ӳссе пыраççĕ: юлашки эрнере кăна регионти тĕрлĕ ял-хулара пилĕк ача чӳречерен тухса ӳкнĕ. Пĕр инкекĕ Çĕнĕ Ульяновск хулинче пулнă, ача иккĕмĕш хутран ӳкнĕ. Хăйăр купи çине лаплатса ансан та вăл хытă аманнă. Тухтăрсем ачасен пурнăçне çăлассишĕн кĕрешеççĕ.
Аслисем сăнаса çитерейменнипе, вăхăтра ăнлантарайманнипе ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем облаçра çулсерен нумайланса пыраççĕ. Çула çитменнисем наркăмăшланаççĕ, путаççĕ, çул çинче инкеке лекеççĕ. Çулталăк тытăннăранпа ачасем хутшăннă 76 инкек пулса иртнĕ, нумай чухне йĕркеллĕ çемьесенчех.
Çуллахи каникулăн пĕр эрнинче кăна сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕрлĕ сурана пула 400 ытла ача пулăшу ыйтма пынă. Вĕсенчен 53-шне пульницана хунă.
 
: 644, Хаçат: 26 (1324), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: