Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ХIX ĕмĕр вĕçĕнче Сидихменовсен çемйи (çемье пуçĕ Алексей Григорьевич) Кивĕ Улхашран çĕнĕ çĕре тухса кайнă. Алексей Григорьевичăн мăнукĕпе, Кемерово хулинче пурăнакан Николай Иванович Сидихменов пĕлĕшĕмпе, паян кун та çыхăну тытатăп.
Тивĕçлĕ канура пулсан та вăл культура ĕçĕнче ырми-канми вăй хурать. Хăй кăна мар-ха, ку пархатарлă ĕçе 12 çулхи мăнукне те явăçтарать. Ватти купăс калать, çамрăкки балалайкăпа аслашшĕне май кĕвĕ шайлать. Шайлать кăна мар çав. Аванах, питĕ аван калать балалайкăпа! Музыка шкулне темиçе çул çӳрекен ачан ăсталăхне пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртура пысăк хак панă. Николай Иванович та маххă паман. Ку ăмăрту кăçал кăрлач уйăхĕнче Новосибирск хулинче Талаев купăсçă ячĕпе иртнĕ пулнă. «Ултă диплом илме тивĕçлĕ пултăмăр, - çырать ман пĕлĕшĕм. – Пĕри лауреат дипломĕ. Вăл çĕнтерӳçĕ пулнине пĕлтерет».
Н.И. Сидихменов – Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл пурнăç тăршшĕпе хуткупăспа туслă. Туслă кăна мар, купăс калас ăсталăха, халăх юрри-кĕввине çĕнĕ вăй парса тĕнчене парнелес тесе ĕçленĕ. Мускав таран çитсе концертсем панă вăл. Тĕрлĕ уявсем йĕркеленĕ, ертсе пынă, хакланă. Раççей халăхне «Кала, хут купăс» передачăна парнелекенĕ те Н.И.Сидихменов инженер-строитель пулнă иккен.
Манăн алла С.И.Григорьев, Ю.Г.Марченко, Н.А.Примеров авторсен «Баянисты, гармонисты и народная музыка Москвы и Московской области в оценках населения региона» ятлă кĕнеке лекрĕ. Вăл 2014 çулта Мускавра пичетленсе тухнă. Ак мĕн çыраççĕ вĕсем Н.И. Сидихменов купăсçă пирки:
«...хронологически братья Г.Д. и А.Д. Заволокины не были пионерами и инициаторами движения «Играй, гармонь». У истоков этого выдающегося духовно-художествен ного явления на просторах России стал удивительный человек, сибиряк-кузбассовец инженер Н.И.Сидихменов. Это был ответ рок-поп вакханалии, захлестнувшей звуковую сферу жизненной среды. Н.И.Сидихменов сделал первый шаг, стимулирующий возрождение гармони. Первоистоком Всесоюзной передачи Заволокиных «Играй, гармонь!» был телевизионный фильм «Одинокая бродит гармонь», снятый в поселке Елыкаево Кемеровской области в 1984 году. В фильме играют Н.И. Сидихменов и местный, поселковый, гармонист В.С.Арзютов. После появления фильма на экране Кузбасс «закипел». А в 1986 году по заданию ЦК КПСС в Кузбассе снимался телефильм «Молодецкие игры». И никто другой, а именно Н.И.Сидихменов преодолел все мыслимые и немыслимые препятствия и добился согласия главного режиссера Ф.М. Ягунова включить в содержание фильма конкурс гармонистов. Телефильм получился удивительный. Он прошел несколько раз по местному телевидению, а потом – по Центральному. СССР представил этот фильм на международный конкурс «Золотая арфа», который состоялся в Ирландии. Фильм занял призовое четвертое место. Его закупили многие страны, показали на «Интервидении». При Доме культуры завода «Азот» в Кемерово Н.И.Сидихменовым был организован ансамбль гармонистов под названием «Играй, гармонь!» Вот он – первоисток передачи «Играй, гармонь!» Братья Заволокины, к сожалению, об этом умолчали».
Н.И.Сидихменов тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын. Вăрманта сехечĕ-сехечĕпе тĕрлĕ курăк е кăмпа-çырла пуçтарма юратать. Литературăна, искусство историне аван пĕлет. Юрă çырать, аван юрлать. Шахматла выляса пĕрремĕш спорт разрядне темиçе хутчен те çирĕплетнĕ. Çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа ăмăртнă, вăрăм дистанцисене чупса пĕрремĕш разряд вăхăтне кăтартнă. Кивĕ Улхаш уншăн тăван çĕршыв пулса тăчĕ. Вунвиçĕ çул ытла пирĕнпе çыхăнура тăрать, тăвансене салам ярать, вĕсем пирки ыйтса пĕлет, канашсем парать. Çакăн пек çын вăл пирĕн ентеш – «Играй, гармонь!» кăларăма пуçарса яма пулăшаканĕ!
 
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.
 
: 377, Хаçат: 26 (1324), Категори: культура cыннисем

Комментарисем:

Delonte (2016-06-30 12:48:06):
shade (about why not just look for "fĕm)naleiswf"e,if google looked for patterns like *ĕswf or *ĕpdf all over the place it would get an enormous amount of false positivesĔ how would it discern a file that is embedded from a filename that is mentioned in a blog post. should all *ĕ* patterns be treated as links. alsoĔ not all URLs have file suffixesĔ dynamically generated URLs usually don'tĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: