Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТĔлпулу
Асăмра-ха иртнĕ çулхи çĕртме вĕçĕнчи çак кун. Шурă Шупашкар Республика кунне паллă тăвать. Çанталăкĕ тӳлек, хĕвеллĕ. Савăнать халăх. Юрлать, ташлать яш-кĕрĕм. Чупкалать ача-пăча. Урамсенче юрă-кĕвĕ сасси самантлăха та лăпланмасть.
Кăнтăрла та иртрĕ – пирĕн хваттере пĕр хăна килсе курăнмарĕ. Телефон та чĕнмест. Тăватă сехетре арăм, Любовь Алексеевна, эмел ĕçтерчĕ, укол турĕ. Çав хушăра сасартăк алăк патне васкарĕ.
Пӳлĕме тĕрĕллĕ-эрешлĕ шап-шурă кĕпеллĕ икĕ хĕр кĕрсе тăчĕ.
- Сирĕн патăрта хăнара – Чĕмпĕрти юрăпа ташă халăх ансамблĕ «Эревет», - чĕвĕлтетрĕç пĕр харăс. – Йышăнсамăр, тархасшăн. Эпир – пĕтĕм йышпа...
Ним калама аптрарăмăр: мĕн ку/
Çав хушăра хĕрсем хыçĕнчи алăк уçăлчĕ те капăр çи-пуçлă икĕ-виçĕ каччăпа пĕр ушкăн хĕрупраç курăнса кайрĕç. Юлашкинчен пӳлĕме Верония Алексеевна тата кăкăрĕ умне хитре баян çакнă Станислав Петрович Толстовсем кĕчĕç.
- Эй, тăвансем, килĕрех! - тăна кĕтĕмĕр. – Килĕрех! Иртсемĕр тĕпеле. Каçарсамăр пире, çухалса кайрăмăр пулас.
Толстовсем тӳрех пирĕн ытама кĕрсе ӳкрĕç: çывăх юлташсем-çке! Артистсем сĕтел хушшине те лармарĕç. Ăнлантарчĕç: Шупашкар заливĕнчи Юрă уйĕнче концерт кăтартнă хыççăн «Çăлкуç» кафере апатланма ĕлкĕрнĕ иккен.
Станислав кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарать. Сăн-пичĕ çиçсе вылять: самант тĕксĕмленет, тăрук çуталса каять, пичĕ кĕрхи палан евĕр хĕрелсе тухать, куçĕ вăхăтăн-вăхăтăн хĕсĕнсе илет, чалт çеç чарăлать, шывланать. Пĕтĕм кӳлепипе, сăн-пичĕпе, чун-чĕрипе йăлтах çак баяна парăннă вăл. Хурлăхлă тĕлсенче пуçне кăшт пĕкет, унтан пĕр куç хупăмĕнче пĕтĕм терт-асапа сирсе ывăтать те яш тӳрленсе тăрать, мăнаçлă кĕвĕ тăкма тытăнать. Çинçе те вăрăм пӳрнеллĕ алли тӳмесем тăрăх йăркать, вара пĕр вырăнта вĕл-вĕл вĕçсе тăракан тăр-тăри пек тӳмесем çинчех чĕтрене ерет. Эх, пурнăç: ырă-çке, лайăх пурăнма...
Манăн пĕчĕкçĕ пӳлĕме кĕтĕмĕр. Хĕсĕнкелесе вырнаçса лартăмăр. Халĕ Станиславпа Верония эпĕ ыйтнипе «Лантăшсем», «Вăрман тăрăх утса», «Сан яту- юрату», «Çăлтăр çуннă каçсенче» юрăсене парнелерĕç.
ХĔвеллĔ юрăсем
Юрăсенче сăвви-кĕвви шыв юххи пек юхса пырать, сăмахĕсем шăрçа пек хитре те хурăн çырли пек сĕткенлĕ, кĕвĕ çеммин ачашлăхĕ, çепĕçлĕхĕ, илемĕ чун-чĕрене тыткăна илет, нумайлăха асра юлать...
Станислав Петрович Толстов композитор 200 ытла юрă кĕвĕленĕ ĕнтĕ. «Çулсеренех çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе пуянланать пирĕн музыка искусстви, - çырнăччĕ хăй вăхăтĕнче Геннадий Маркиянов композитор. – Кашни юррăн хăйĕн шăпи: хăшĕсем пĕр хушă янăраççĕ те çухалаççĕ, пире ĕçлеме, кĕрешме, таса чунлă пулма вĕрентсе-пулăшса пыраççĕ. Чăннипех те чаплă юрăсене пирĕн аннесемпе аттесем юрланă, халĕ эпир юрлатпăр, каярахпа вĕсене пирĕн ачасем юрлĕç. Çавнашкал юрăсемшĕн вăхăт малалла шуни ниме те пĕлтермест тейĕн. Вĕсем халăх юррисем евĕр пулса каяççĕ те, чи çывăх юлташ пек, ĕмĕрĕпех пирĕнпе юнашар пыраççĕ. Çавнашкал юрăсем çырнă авторсемшĕн чи пысăк хисеп ку».
Мĕн тери тĕрĕс сăмахсем. Станислав Толстов çырнă хĕвеллĕ юрăсем çинчен каланă пекех туйăнаççĕ вĕсем.
Тахăш вăхăтра пӳлĕмре вăйă карти йĕркеленсе тăнă. Хĕрсем алăран алă çавтăннă та пĕр-пĕрин хыççăн савăнăçлăн утаççĕ. Пĕри, уççăнрах сасли, юрă пуçласа ячĕ. Ыттисем çийĕ-нчех ун çумне хутшăнчĕç. Пăхатăн та тĕлĕнетĕн: кашни утăм – пысăк ăсталăх. Вĕттĕн-вĕттĕн утаççĕ, унтан çурма чалăшшăн пускалама тытăнаççĕ. Илемлĕ! Пĕрре ярса пусаççĕ те чарăнса тăраççĕ, тепĕр урине илсе пыраççĕ. Пĕр чарăнми хăйне евĕр ташă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе çаврăнкаласа та илеççĕ. Çаврăннă хыççăн икĕ-виçĕ утăм туса чарăнса тăраççĕ. Ку - тĕлĕнтермĕш: çитмĕл çичĕ тĕрлĕ утаççĕ те, ташлаççĕ те, юрлаççĕ те. Баян кĕвви пĕрре хыттăн янăрать, тепре лăпланать. Эх, тĕнче, эх, эревет!
Урасем, урасем еплерех! Ярса пусмассерен туп-тулли ура хырăмĕсем çинче хăмăр ука тĕк пĕрчисем хускалкаласа илеççĕ. Тӳп-тӳрĕ те килĕшӳллĕ ура – ăçта кирлĕ унта - çинçелнĕ те сарăлса чăмăртаннă: çакнашкал йăрăс кӳлепесем валлиех ăсталанă темелле вĕсене.
Манăн чĕрере вĕр çĕнĕ туйăмсен тĕнчи уçăлчĕ. Ку тĕнче пач уйрăм, куллен тĕл пулакан япаласем те урăхла, яланхи пек мар. Тав, «Эревет», пысăк тав!
Артистсем кăштах канас терĕç. Мана сăмах пачĕç. Эпĕ хаклă хăнасене хам Ульяновскра 1998 çулта Толстовсемпе паллашни çинчен каласа патăм. Ун чухне кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн уйрăмĕ уçăлнăччĕ. Эпир университетăн журналистика факультечĕн деканĕпе Анатолий Порфирьевич Данилов профессорпа уйрăма вĕренме кĕмелли экзаменсем йышăнтăмăр. Калас пулать, яш-кĕрĕм чăваш литературине пĕлет. Экзаменсем хыççăн пурте пĕрле пухăнсан кам мĕнле паллă илни çинчен пĕлтертĕмĕр. Ытлашши кӳреннисем пулмарĕç, килĕсене саланса пĕтнĕччĕ пулас. Çак тĕлпулура эпир Веронийăпа Станислав Толстовсемпе тата Олег Мустаевпа паллашрăмăр. Верония Алексеевна йĕркеллĕ вĕренсе пычĕ. Тăрăшрĕ. Ултă çултан диплом хӳтĕ-лерĕ. Унăн теми «Сăвăпа кĕвĕ пĕрлĕхĕ» ятлăччĕ. Ăслăлăх ертӳçи эпĕ пултăм. Вĕренсе тухнă чухне вăл хавхаланса: «Пирĕн университет» ятлă çĕкленӳллĕ сăвă çырса пурне те тĕлĕнтерчĕ:
Кăвар чунпа пур кăмăлтан
Ăш сăмахсем калар-и/
Ялан-ялан сан умăнта
Хисеплĕн пуç таяр-и/
Университет – аслă шкул –
Пĕлӳ пиллет чĕреренех.
Университет – юратнă шкул –
Асра юлать ĕмĕрлĕхех...
 
ĂнăÇлă сăвă
Станислав Петрович тӳрех кĕввине çырчĕ. Çав çулсенче пĕтĕм университет юрлатчĕ çак юрра. Эпĕ ăна «Тăван Атăл» журналта пичетлесе кăлартăм. Маттур, Верония! Станислав Петровича вăл юрăсем çырас ĕçре пысăк пулăшу парать. Таса чунлă, яштак пӳллĕ те хитре хĕрарăм, мăшăрĕ пекех, музыкăна чунтан парăннă. Вĕсем пĕрле юрăсем çыраççĕ, вĕсене пĕрле юрлаççĕ, пурнăçри ырлăх-хурлăха пĕрле тӳссе ирттереççĕ. Çумра шанчăклă çын пулни, вăл çур сăмахран сана ăнланни, пурнăç лавĕпе пĕрле музыка лавне тапаçланса туртни чăваш композиторĕшĕн пысăк телей. Турă панă телей. Вĕсем ялан пĕрле: концертсенче, ĕçре, килте.
«Тăван Атăл» журналта вĕсем ман пӳлĕмре «Вера-Вероника» юрра Юрий Сементерпе çырчĕç. Малтан Юрий Семеновичăн ку сăвă пач урăхлаччĕ. Виççĕшĕ ларчĕç те туххăмрах сăмахĕ-сене улăштарчĕç, хушса юрламалли çырчĕç:
Утсам, савниçĕм, ярăнса утсам,
Телей сукмакĕпе утсам.
Сан уттупа чиперленет илем,
Савса пăхаççĕ чечексем.
Сан уттупа чиперленет илем,
Савса пăхаççĕ чечексем.
Вера, Вера, Вера-Вероника!
Тӳперен çутатакан хĕвелĕм.
Вера, Вера, Вера-Вероника!
Эсĕ манăн пурнăçри телейĕм.
На-на...
Чăн та, хĕвеллĕ юрă мар-и/
2003 çулта эпĕ Станислав Толстовăн «Юрататăп...» юрăсен пĕрремĕш кĕнекин редакторĕ пулнăччĕ. Кĕнеке ятне Чĕмпĕр Енĕн ятлă-сумлă сăвăçин Анатоли Ырьятăн сăввин ятĕнчен илнĕ-ччĕ. Ку чăннипех те хĕвеллĕ юрăсен пуххи пулчĕ. Кĕнекине пысăкрах тăвасшăнччĕ, юррисем тата пурччĕ. Вăхăчĕ йывăр килчĕ: кирлĕ чухлĕ йĕркеллĕ хут тупаймарăмăр. Тиражĕ те 2 пин экземпляр çеç пулчĕ...
Хăнасем мана тимлĕ итлерĕç. Ман сăмах вĕçĕнче пӳлĕме Анатолий Данилов професорпа мăшăрĕ Маргарита Гавриловна доцент хĕсĕнсе кĕчĕç. Вĕсем хыçĕнчен кӳршĕри ватăсен пуçĕ-сем курăнкаласа илчĕç. Концерт курма килнĕ ĕнтĕ. Каллех баян сасси янăраса кайрĕ, анчах тăп чарăнчĕ.
- Халĕ хамăр пултарулăх йышĕпе паллаштаратăп, - сăмах илчĕ Станислав Петрович. – Пирĕн «Эревет» ушкăнăн чăваш тĕнчин тӳпинче çĕнĕ çăлтăр пулса çуталмалла. Эпир профессиллĕ юрăçсем мар. Акă Вера Мандрейкина «Авиастар» заводра ĕçлет, репетицисене юратса çӳрет. Юрласси-ташласси – чун савăнăçĕ-çке. Унпа юнашар – Любовь Мурзайкина, авиакомплексри кладовщик. Юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймасть вăл. Вера Шихрановашăн та «Эреветре» юрласси – кун-çул парни. Надежда Спиридонова – «Магнит» лавккари кулинари цехĕн маçтăрĕ. Хăюллă, уçă саслă, ташлама ăста. Людмила Дорофеева «Асаке» фирмăра вăй хурать. «Эревет» ансамбльшĕн пĕтĕм чунне пама хатĕр. Мария Столярова – чăваш юррине ытарайман хĕрарăм, «Эревет» халăх ушкăнĕн чăн-чăн илемĕ. Александр Мурзайкин – хулари «Хӳтлĕх» пĕрлĕх инженерĕ, пирĕн ушкăнăн ташăçипе юрăçи. Галина Елошкина – Раççей почтин Ульяновскри уйрăмĕнчи тĕп специалист. Чăваш Енри Карапай Шăмăршă хĕрĕ. Юрă-ташă ăсти. Тепĕр ентеш – Валентина Тыркина юрăçă. Вăл Каçал тăрăхĕнчи Шурут Нурăсран...
Станислав Петрович тăрук баянне тăсса ячĕ. Тӳлеккĕн юрă çĕкленсе юхрĕ. Ку хутĕнче эпĕ çак илемлĕ ушкăнра Галина Елошкина юрланине сăнаса лартăм. Хăй сассипе çех уйрăмăн мĕнле юрлать-ши вăл/ Юрă пуçламăшĕнче те, варринче те унăн сасси пач илтĕ-нмест. Вăл çын умĕнче хăй сассинчен вăтанса ыттисенчен кăшт каярах юрлама пуçлать, маларах чарăнать. Юрă варринче никам та кӳршĕ сассине илтмест-çке-ха, тута вылянăвĕсене çех асăрхама пулать. Галинăн хăйне евĕр черчен сасси пĕтĕм ушкăн сассине хумхантаракан янрав хутшăнтарать. Тав, пысăк тав... Питĕнче çемçе кулă палли çиçсе илчĕ. Çакă çемçе кулăпа пĕрле эреветлĕ сасă ылмашăвне, унăн ахах-мерченлĕхне асăрхăр-ха, курăр! Ку тĕнчере пĕрре пуль. Ку ăна çеç пӳ-рнĕ пурнăç эренки пулĕ. Ăна хĕр пĕрчи хăй те чухламасть ĕнтĕ.
Икĕ сехет пырать ĕнтĕ «Эревет» ансамбль концерчĕ. Кантăка яри уçса ятăм. Пирĕн пĕчĕк пӳлĕмри савăнăçлă юрă-кĕвĕ хулари чаплă уяв сассипе пĕрлешсе Атăл тăрăх инçе-инçе вĕçсе кайрĕ. Тен, Чĕмпĕре çитиех...
 
Хушса Çырни
ЧР Композиторсен ассоциацийĕ тата пĕтĕм Раççейри хор обществин Чăваш Енри уйрăмĕ Культура çулталăкĕ-нче паттăрлăхпа патриотика темипе «Çĕршыва савса юрлатăп» республика конкурсĕ ирттерме палăртнăччĕ. Ăна Аристарх Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Станислав Толстов çак конкурса хутшăнма Юрий Сементерĕн «Чăваш Ен юрри» сăввипе хорпа юрламалли юрă çырса хатĕрленĕ.
 
: 370, Хаçат: 26 (1324), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: