Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслăраххисем яланах çамрăксене вăрçаççĕ, ӳпкелешеççĕ, çилленеççĕ. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Хамăра айккинчен тимлĕрех сăнаса пăхсан - çамрăксенче (ачасенче) тĕкĕр çинчи пек хамăра курнине тавçăрса илейместпĕр çав. Хĕрĕх-аллă çул каялла шкулта пире вырăнти историпе паллаштарман. Хамăр таврари вăрçă паттăрĕсем çинчен те çителĕклĕ каласа паман. Вĕсемпе мухтанма, вĕсене сума сума вĕрентменни çинчен каламалли те çук! Пурнăç курнă кăвак сухалсем (пирĕн Теччĕ тăрăхĕнче ват çынна çапла калаççĕ) хăйсен ачисене, мăнукĕсене ратне-хурăнташ еткерлĕхĕ çинчен каласа паман. Каласа паракан тупăнсан та тĕрлĕ сăлтава пула вак-тĕвек вĕсене итлесшĕн пулман. Çавăншăн хăшĕсем халĕ хытă ӳкĕнеççĕ. Курни-илтнине хут çине çырса пыман, çырнисене те путлĕ упрама пĕлмен. Масар çинчи вилтăприсене те тирпейлесе тăман. Нумайăшĕн хĕресĕ çĕрсе ӳкнĕ е пĕр-пĕр çĕрте купаланса выртать. Çавна пулах кама ăçта пытарнине те пĕлме çук. Ашшĕ-амăшĕн вилтăпри ăçта пулнине манса каякансем те пур.
-Çакăнтах пытарнăччĕ ĕнтĕ, - текелеççĕ вара пӳрнипе тĕллесе кăтартса.
Вăрçăра пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă çывăх тăванĕсем пирки пĕлекенсем сахал, нумайăшĕ вĕсемпе кăсăкланмасть те. «Пире ун çинчен никам та каласа паман, докуменчĕсемпе сăнӳкерчĕкĕсем те сыхланса юлман... Эпĕ атте вăрçа кайсан çуралнă...» - теççĕ мĕскĕнсем.
Эп юлашки вунă çул хамăр ялтан тухнă вăрçă ветеранĕсем çинчен материал пухнă чухне çакăн пек тĕслĕхсемпе самаях тĕл пултăм. Йăх-тымарне, ял историне пĕлни сĕре те пысăк пĕлтерĕшлĕ иккен. Ăна нимĕ-нпе те улăштарма çук. Çакна эпир хăçан пурте ăнланса илĕпĕр-ши/
 
: 397, Хаçат: 26 (1324), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Jayne (2016-06-30 17:15:55):
I really apcapeirte freeĔ succinctĔ reliable data like thisĕ

Patty (2016-07-02 02:33:55):
Intsghis<Ӳa> like this liven things up around hereĕ

Hippie (2016-07-02 08:51:03):
I can't hear anitnyhg over the sound of how awesome this article isĕ http,ӲӲjkxopyabrĕco m [urlçhttp,ӲӲetwtigko djdĕcom]etwtigkodjd[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲadkzsgl jjĕcom]adkzsgljj[Ӳlink]

Trixie (2016-07-02 14:42:20):
This piece was a
lieckafjet<Ӳa> that saved me from drowningĕ

Sherry (2016-07-04 20:54:03):
That's a morkb-leaderĕ Great thinking! http,ӲӲvyslosbzbcĕc om [urlçhttp,ӲӲixkolzĕc om]ixkolz[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲayjvwzq nwnĕcom]ayjvwzqnwn[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: