Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Г.И.Комиссаров, С.А.Токарев, В.Ф. Каховский тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх,1826 çулта Хусан кĕпĕрнинче тутарсен шучĕ 136 пин те 470 çын пулнă, чăвашсем вара – 371 пин те 758.
Тепĕр 71 çултан пачах урăхла пулса тухнă. 1897 çулхи çырав тăрăх, тутарсем 744 пин те 267 çынна çитнĕ, чăвашсем вара 513 пин те 44 çынна çеç. Ку çакна кăтартать: чăвашсен шучĕ 1,4 хут ӳснĕ, тутарсен – 5,5 хут. Чăвашсемпе тутарсен пĕтĕмĕшле шучĕ вăтамран 2,5 хут ӳснĕ. Икĕ халăх шучĕ пĕр тикĕс ӳссе пынă пулсан чăвашсен шучĕ вăтамран 929 пин çын пулатчĕ, тутарсен шучĕ вара – 341 пин.
Апла пулсан çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума пулать: 71 çулта Хусан кĕпĕрнинчи 400 пин чăваш тутара тухнă. Ун пеккисем ытти çĕрте те пулнă.
Вăтам Атăл тăрăхне илсен вара картина çапларах. Хусан, Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенче 1834 çулта 414 пин те 700 чăваш, 616 пин те 200 тутар пулнă. 1897 çулта чăвашсен шучĕ 753 пин çынна çитнĕ, тутарсен вара – 1 миллион та 69 пин те 200 çынна. Историксемпе демографсем (В.Д. Димитриев, В.М.Кабузан тата ыттисем) тутарсен шучĕ вĕсен енне чăвашсем куçнипе хăвăртрах ӳснĕ теççĕ.
 
: 762, Хаçат: 26 (1324), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: