Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Фестиваль вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умĕнчен тытăнчĕ, кунта чечек кăшăлĕ хучĕç. Çакăнтан юрă-ташă ушкăнĕсем хаваслă кĕвĕ-çемĕпе стадион еннелле юхрĕç. Пысăк сцена çинче чаплă концерт тытăнчĕ. Курма пынисем чăваш, тутар, мордва, нимĕç, эрмен халăхĕсен тата казаксен пултарулăхĕ-пе паллашрĕç, ал ĕçĕсен куравĕпе киленчĕç, тутар, чăваш, мăкшă, вырăс, эрмен халăхĕсен апат-çимипе сăйланчĕç. Чăвашсем уйран тата кукăль таврашĕпе хăналарĕç.
Чăваш юрри-ташшипе Чăваш Енри «Муркаш», Пенза облаçĕнчи «Шăпчăксем», Саратов облаçĕнчи «Пилеш», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Кунер», Ульяновск облаçĕнчи «Волга» (ертӳçи Владимир Ионов) ансамбльсем савăнтарчĕç. Унсăр пуçне Шупашкартан «Отрадное» лаша спорт клубĕ хутшăнчĕ. Вĕсем питĕ кăткăс номерсем кăтартрĕç.
Тепĕр кун артистсем Гремучи, Шохи, Чирково, Евлейка, Тутар Шмалак тата Октябрьски ялĕсене сапаланса вырăнти çынсене концертпа савăнтарнă.
 
: 691, Хаçат: 27 (1325), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: