Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи 5 пин çынна РФ Пенси фончĕн амăшлăх капиталĕнчен 102 миллион тенкĕ пĕррелĕх пулăшу панă.
Федераллă саккунпа килĕшсе 2015 çул пуçланнăранпа РФ Пенси фончĕн территори органĕсем амăшлăх капиталне ыйтса çырнă 8 пин ытла заявлени илнĕ.
Аса илтеретпĕр, амăшлăх мулĕн пĕрреллĕх тӳлевĕ – 20 пин тенкĕ. Çемье ку укçапа кулленхи пурнăçра усă курма пултарать. Çак çăмăллăхпа Раççейре пурăнакансем 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен усă курма пултараççĕ. Заявленисене 2016 çулхи мартăн 31-мĕшчен памалла – ача çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнине пăхмасăрах.
Заявленире СНИЛС номерне тата амăшлăх капиталĕн сертификат серийĕпе номерне кăтартмалла. Çаплах çумра паспорт тата счет уçма ирĕк паракан ытти документ пулмалла.
 
Хуçалăх йĕркелеме – тӳлевсĕр çĕр
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене харпăр хуçалăхĕ йĕркелесе яма çĕр тӳлевсĕр уйăраççĕ. Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушнипе ун пирки саккун проектне хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Документпа килĕшсе Ульяновск облаçĕнче пурăнаканăн ултă çула çĕр илме ирĕк пур. Ун тăрăх, ăна налук тата тара илнĕшĕн тӳлессинчен хăтараççĕ, хушма çĕр туянас тесен çĕре йӳнĕ хакпа параççĕ. Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕр лаптăкне Пасарлă Сăскан, Барăш, Николаевка, Çĕнĕ Малăкла, Павловка, Радищево, Кăлаткăпуç районĕсенче тара илме пулать.
-Çĕр илес тесен асăннă районсен администрацине е облаçри çĕрпе пурлăх управленин комитетне заявлени çырмалла. Çĕр лаптăкĕ патшалăх е район пурлăхĕнче тăмалла, -тенĕ çĕрпе пурлăх департаменчĕн директорĕ Сергей Мишин.
 
: 805, Хаçат: 27 (1325), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: