Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чăваш тĕнчи» хаçатра (2015 çул, 2Ӳ69/, июнĕн 19-мĕшĕ) «Подмосковные вечера» звучит на чувашском языке» материала вуланă хыççăн хам шухăша пĕлтерес терĕм.
Ун авторĕ О.Маслов Раççейĕн тĕп хулинчи тĕлпулура «Вечерняя Москва» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Куприянов Чăваш Республикин Мускаври полномочиллĕ представительне Л.Волкова «Подмосковные вечера» юрра (авторĕсем М.Матусовский тата В.Соловьев-Седой) тĕнчери 34 чĕлхепе пичетленĕ кĕнеке парнеленĕ тесе çырать. Анчах та унта чăвашла куçарни çук тет. Малалла вăл ку çитменлĕхе пĕтерес тесе чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер паллă юрра чăвашла куçарни çинчен пĕлтерет.
Ку аван-ха, пĕр хайлавах темиçе автор хăйле куçарма пултарать. Сăмахран, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла ултă çын куçарнă.
Эпĕ «Подмосковные вечера» юрра унчченех Аслă Нагаткинта пурăнакан паллă поэтăмăр Анатолий Юман «Мускав çывăхĕнчи каçсем» ятпа куçарнине пĕлтересшĕн. Вăл пирĕн «Канаш» хаçатăн 2014 çулхи 23–мĕш номерĕнче çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче пичетленнĕччĕ. Ĕненмесен хаçатăн пĕлтĕрхи подшивкине пăхма пултаратăр.
Паллă та хисеплĕ поэтăн, чăваш литературин шурсухалĕн – Ю.Сементерĕн чапне пĕртте пĕчĕклетесшĕн мар эпĕ, анчах та вăл ку ĕçре пĕрремĕш мар тесшĕн.
Платона аса илер-ха: Сократ ман тус, анчах тĕрĕслĕх хаклăрах!
 
: 596, Хаçат: 27 (1325), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: