Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăлаткăпуç районĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Ильгачев Чăваш Кăлаткă ялĕнче çуралса ӳснĕ, çавăнтах кунне кунланă. Хальхи вăхăтра çак ялта унăн йăхне малалла хĕрĕсем тăсаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе - Вера Ивановна Самайкинапа – эпир курса калаçрăмăр.
 
-Эпĕ 1937 çулта Чăваш Кăлаткăра çуралнă. Çемьере пирĕн тăватă ача пулнă – асли ывăл, 1921 çулхиччĕ. Тетене вăрçă тапрансанах 1941 çулта салтака ăсатрăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ – вăл хыпарсăр çухални пирки çыру килчĕ. Вăрçă тытăннă чухне эпĕ тăватă çулта кăна пулнă пулин те пурне те лайăх астăватăп. Аттене вăрçа ăсатни халĕ те куç умĕнче. Пирĕн киле мĕнпур тăвансем пухăннăччĕ. Асаттепе асанне те пĕрлех. Пире, ачасене, аттене ăсатма Кăлаткăпуçне илсе кайрĕç. Асаттепе асанне пымарĕç. Военкомат умĕнче тăтăмăр. Таврара пурте йĕреççĕ. Эпир те аттерен уйрăласшăн мар, унăн мăйĕнчен çакăнса ларнă, кăшкăрса йĕретпĕр. Эпĕ ун çумне çыпçăнсах лартăм. Пурпĕр илсе кайрĕç арçынсене. Атте курăнми пуличчен алă султăмăр. Киле таврăнтăмăр. Унта асаттепе асанне йĕрсе лараççĕ. Çапла аттесĕр пурăнтăмăр. Ун чухне пурин те çапла пулнă. Анчах эпир выçă ларса курман. Асатте кăмака лайăх хуратчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ку ĕçе укçалла туман ĕнтĕ. Асатте ĕçшĕн илнĕ пĕрер ывăç çăнăхне, çĕрулмине киле илсе килетчĕ. Эпир пурте пĕрле пурăнаттăмăр.
Атте вăрçăран таврăннине те астăватăп. Ăна маларах, 1943 çулта, аманнă хыççăн сывалма тесе кăштах киле янăччĕ. Сывалсан вăл фронта таврăнчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. 1944 çулта вара каллех аманса киле таврăнчĕ. Вăл киле килнĕ чухне эпĕ пӳртреччĕ. Курсан савăннипе чупса пытăм та тӳрех мăйĕнчен çакăнтăм. Йĕретпĕр хамăр. Асаттепе асанне сĕтел пуçтарчĕç, ял-йышпа тăван-пĕтене чĕнчĕç.
Атте килсен пирĕн пурнăç çăмăлланчĕ, эпир ура çине тăтăмăр. Герой пулнипе апат-çимĕç те кӳрсе пачĕç, тăхăнмалли тумтир те. Атте ĕмĕрĕпех вырăнлă çĕрте ĕçлерĕ. Малтан ăна колхоз председательне лартрĕç. Каярахпа ял совечĕн председателĕнче, çул-йĕр управленийĕн пуçлăхĕнче тата ытти çĕрте вăй хучĕ. Пире те, ачисене, аттепе анне ĕçлеме, тӳрĕ кăмăллă, чунпа таса пулма вĕрентнĕ. Халĕ хамăн та виçĕ ача çитĕнчĕ, ултă мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук парнелерĕç. Вĕсене те атте-анне сăмахĕсене аса илтерсе, вĕсен пурнăçне тĕслĕх вырăнне хурса ăс паратăп», – каласа парать Вера Ивановна.
Вера Ивановна ялта вунă класс пĕтерет, кун хыççăн тӳрех шкулти вулавăшра ĕçлеме тытăнать. Унăн ĕç кĕнекинче икĕ çырав кăна: 1956 çулта ĕçе илни пирки тата 1992 çулта пенси çулĕ çитнипе ĕçрен тухни пирки.
1959 çулта вăл ял каччипе пĕрлешет. Ĕмĕрĕпех тăван ял ачисене кĕнеке урлă тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшса ĕçлет.
-Эп ĕçленĕ вăхăтра вулавăшра чăваш кĕнекисем те чылайччĕ. Ял çыннисем ытларах Н. Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнекине юратса вулатчĕç.
Халь ĕнтĕ эпĕ пенсире. Шкула пĕр-пĕр мероприятие чĕнсен хаваспах каятăп. Кăçал пĕрремĕш хут атте ячĕпе ялта район шайĕнче пысăк мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Çакăншăн пурне те тав тăватăп. Çамрăк ăрăвăн вăрçă нушине курмалла ан пултăр, пирĕн çĕршывăн çийĕнче яланах мирлĕ тӳпе ялкăштăр. Хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Аттепе аннепе ӳсрĕм. Ватлăхăм та телейлĕ. Икĕ хĕрĕм ялтах пурăнать, вĕсем мана пăхаççĕ. Ывăл Мускавра. Ачасемпе мăнуксем савăнтараççĕ. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра/ - тет В.И.Самайкина.
 
: 335, Хаçат: 27 (1325), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: