Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область пуçлăхĕсем тавралăха таса тытас тесе мĕн чухлĕ вăй хураççĕ: субботниксем, тасалăх эрнисем, уйăхĕсем, икĕуйăхлăхĕсем тăваççĕ – çынсене тирпейлĕ вырăнта пурăнма хăнăхтарасшăн. Анчах питĕ йывăрпа пырать ку ĕç, эпир хамăр пурăнакан вырăна ним шухăшсăр варалатпăр, çутçанталăка сиен кӳретпĕр.
 
Эпĕ тĕслĕхшĕн пĕр вырăн çинчен кăна çырса кăтартатăп, ун пекки вара чылай пирĕн йĕри-тавра.
Ульяновскри Çĕнĕ хулари Ленин Комсомолĕн проспекчĕ вĕçĕнче, Архангельски ялĕ енче, пысăках мар вăрман татăкĕ пур, раща теме те пулать пуль ăна. Эпир унта юлташпа тăрсан-тăрсан кĕркелесе тухатпăр.
Айккинчен пăхма вăл питĕ илемлĕ, кĕрсе тухма илĕртсе тăрать. Анчах шала кĕрсен тĕлĕннипе куç çамка çине хăпарса ларать. Йăваланса выртакан йывăçсем çинчен каласшăнччĕ те – ку нимех те мар-ха. Анчах ун пирки те каламалла, çынсем йывăçсене хăйсем тĕллĕн каса-каса ӳкереççĕ, дача валли вутă тăваççĕ, вăрмана сайратаççĕ. Мĕн кăна йăваланса выртмасть шалта: тĕрлĕ материалтан тунă пушă бутылкăсем, полиэтилен пакетсем, темле çĕтĕк-çурăк, тимĕр-тăмăр, сурăх тирĕ-сем... Машини-машинипех килсе тăкаççĕ кунта çӳп-çап – никамран вăтанмаççĕ те, хăрамаççĕ те. Баратаевка çывăхĕнчи свалка филиалĕ пекех пулса тăнă ĕнтĕ ку хуçасăр вăрман. Ку та веçех мар-ха. Кăшт утсан выльăх масарĕ патне çитсе тухатăн. Унта кушак-йытă, арлан-тимĕршапа тата ытти чĕрчунсене килсе пытарнă. Мĕн чухлĕ Джек та Барбос, Мурка та Васька! Çынсен масарĕ çинчи пекех, кунта та хĕрессем лартнă, унта тăватă ураллă туссен фотографийĕсене çыпăçтарнă, асăну плиткисем хунă тата вилтăприне тимĕр картапа пӳлсе илнĕ. Çӳç-пуçа çӳçентерет!
Çынсем вара кунта канма килеççĕ вĕт. Пăхатпăр та – çамрăк хĕрарăм ачине кӳмепе тĕртсе пырать, уçă сывлăшпа сывласшăн ĕнтĕ. Анчах унта сывлăшĕ те урăхларах, илемĕ те çук – хăвăртрах тухса каяс килет. Тĕрĕссипе, ачасене илсе каймасан та юрать унта.
Юрать, çӳп-çап тăкса чыссăрлантарнă тейĕпĕр вăрмана, анчах та тасатма пулать вĕт ăна. Ниушлĕ хуçасăр-шим вара вăл/ Кам çĕрĕ çинче ларать вара вăл: Ульяновск хулин территорийĕ-и е Чартаклă районне кĕрет-и/ Мĕнле пулсан та 21-мĕш ĕмĕрте кун пек пурăнма юрамасть. Эпир хамăра культурăллă, чыслă çынсем тесе шутлатпăр-çке. Вăрмана кĕрсе тухнă хыççăн кун пирки иккĕленме пуçлатăн.
Тĕрлĕ шайри тӳре-шара (чиновниксем), тĕрĕслесе тăракан органсем мĕн чухлĕ пирĕн! Сăмса айĕнчи (хула хĕрринчех вĕт!) çакăн пек йĕркесĕ-рлĕхе, арăш-пирĕшлĕхе вара никам та курмасть. Ниушлĕ ку вăрман никама та кирлĕ мар/ Мĕншĕн ăна тасатакан çук/ Çакăн пек тăлăххăн ларса пĕтет-шим вара вăл/
Çынсене те чĕнсе каласшăн: çутçанталăка ан варалăр, сиен ан кӳрĕр – вăл пирĕн пурнăç тата сывлăх никĕсĕ!
 
: 721, Хаçат: 27 (1325), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: