Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Петр Адякин Павловка районĕ-нчи Чăваш Шăмалак ялĕнче 1928 çулхи акан 28-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
 
-Çемьере эпир 5 ача пулнă: 4 хĕр, 1 ывăл. Эпĕ чи кĕçĕнни. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ, - аса илет Петр Афанасьевич. - 1930-мĕш çулсенче колхозсем йĕркеленсе кайнă. 1936 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Шкул ун чухне Чăваш Шăмалак ялĕнче пулнă. Унта чăвашсем нумай пурăннă. Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Ольга Алексеевна Горбунова, И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулне пĕтернĕ хĕрача, пулнă. Шел, манăн, хăр тăлăхăн, малалла вĕренме май пулман. Тетрадьсем те, кĕнекесем те, урана тăхăнмалли те пулман. Çапах та тăватă класс Мухтав хучĕпе пĕтертĕм. Тăватă класс пĕтерсен колхоза лашапа ĕçлеме çӳренĕ. Тихасем пăхнă, акма, вырма, сухалама çӳренĕ. Ӳркенмесĕр пур ĕçе те тунă, кĕлтесем турттарнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче талăкĕ-талăкĕ-пе, çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă.
1943 çулта Петр Адякинпа тантăшĕ-сене Павловкăри çар комиссариатĕнче çар ĕçне вĕрентнĕ. 1927 çулхи ачасене вăл вăхăтра вăрçа илнĕ. Вĕсене те хатĕрленĕ.
Вĕренсе пĕтерсен çамрăка Ульяновскри 25-мĕш номерлĕ завода (паян вăл – автозавод) ĕçлеме илсе кайнă. "Ун чухне станоксем хĕлле урамрахччĕ, кайран кăна тăрăпа витрĕç, стенисене хăпартрĕç. 1947 çулччен çавăнта ĕçленĕ", – аса илет Петр Афанасьевич.
Хулари заводра йывăр ĕçпе ал-урине çирĕплетнĕ чăваш тăван ялне таврăнсан икĕ çул колхозра ĕçлет. 1949 çулта качча салтака илсе каяççĕ. Хĕсмете Петр Адякин Мускаври строительсен отрядне лекет. «Вăл вăхăтра мĕнпур салтак ĕçленĕ. Аслă вăрçă хыççăнхи ишĕлчĕ-ксенчен тасатнă, çуртсем çĕкленĕ. Мускавра эпир те темиçе хутлă пӳртсем тунă çĕрте вăй хунă. Çарта виçĕ çул та виçĕ уйăх пулнă. Лайăх ĕçленипе мана пилĕк талăка тăван çĕршыва отпуска янăччĕ – çул укçи нумай кирлĕ пулĕ тесе килмерĕм», – тет ентешĕмĕр.
Ĕçленĕшĕн вăрçă хыççăнах вĕсене укçа тӳлемен – 10 уйăха заем тунине калакан килĕшӳ çине алă пуснă.
-Пирĕнпе пĕрле тыткăна лекнĕ нимĕçсем ĕçлетчĕç. 1950 çулта вĕсене çĕнĕ тумтир парса Германие ăсатрĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн пек салтаксем тата кĕçĕн офицерсем пурччĕ. 1952 çулта юпа уйăхĕнче эпĕ те тăван киле таврăнтăм. Çĕнĕ çулччен ялтах ĕçлерĕм, – пурнăçĕнчи çартан таврăннă хыççăнхи тапхăрне аса илет Петр Афанасьевич. – Кайран вербовкăпа пĕр çулталăка Пермь облаçне кайрăм. Чусовой районĕнчи Пашня станцийĕ-нче цемент кăларакан завод тунă çĕрте ырми-канми тăрăшрăмăр.
1954 çулхи кăрлачăн (январь) 4-мĕшĕнче Петр Адякин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ те савăнăçлă ĕç пулса иртет – вăл авланать, Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура хĕрне Лидия Овечкинана качча илет.
-Эпир, икĕ телейлĕ те юратуллă чун, Кузнецк хулине атă-пушмак фабрикине ĕçлеме кайма тĕв турăмăр, – малалла асаилӳ çăмхине сӳтет мучи. – Шутласа хунă çĕре ĕçе вырнаçрăмăр, çак хулара 1956 çулччен ĕçлесе пурăнтăмăр. Яла шутсăр таврăнас килни ытти ĕмĕтсене çĕнтерчĕ. Ялта çурт лартрăм, каллех колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Вара 1956 çултан пуçласа пенсие тухиччен платник ĕçне пурнăçларăм.
Тыл ĕçченĕн, 9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕн, 40 çул ытла вăй хурса Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçнĕ Петр Афанасьевичăн Хисеп грамотипе Тав хучĕ, юбилей медалĕ нумай.
Мăшăрĕпе, Лидия Павловнапа, пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Çемьен паян – вунпĕр мăнук, ултă кĕçĕн мăнук. Ачисем пурте Тюмень облаçĕнче пурăнаççĕ.
Петр Адякин пурнăçра хисеплĕ çын пулса пурăннă. Чĕлĕм те туртман, эрех те ĕçмен. Юратнă арăмĕпе 57 çул пĕрле пурăннă. Пурнăç тăршшĕпе пĕр сукмакпа утнă шанчăклă хĕрарăмĕ вилнĕренпе тăватă çул çитет.
-Хальхи вăхăтра Ирçе Шăмалак ялĕнче пурăнатăп. Хĕрсем мана черетпе пăхаççĕ. Хам алăпа икĕ çурт лартма тӳр килнĕ мана. Аккан ачисене ача çуртне илсе ан кайччăр тесе арăмпа яла таврăнтăмăр. Вĕсене пăхса ӳстернĕ, çын тунă, - кăмăллăн кулса пăхать ман çине 88-мĕш çулпа пыракан Петр Афанасьевич.
 
Павловка районĕ.
 
: 694, Хаçат: 27 (1325), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: