Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Матвеевна тата Владимир Осипович Романовсем пĕрлешнĕренпе кăçал çур ĕмĕр иртнĕ. Аллă çул алла-аллăн пурăнаççĕ вĕсем, юратура тата килĕшӳре виçĕ ывăл та виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ.
Чи малтанах çемье пуçĕ ырă хыпар каларĕ: «Паян эп туртма пăрахрăм! Аллă çул ытла ĕмрĕм вĕт çав япалана, салтакрах тытăннăччĕ – çитет!»
Романовсем иккĕшĕ те Чăнлă районĕ-нчи Пухтел ялĕнче çуралса ӳснĕ, ĕçе ир кӳлĕннĕ. Владимир ашшĕсĕр ӳснĕ, ачаллах кĕтӳ кĕтме пуçланă, кайран плугарьте çӳренĕ. 1960 çулта вара Скугареевкăна кайса тракториста вĕренет, унтан яла таврăнса ДТ-54 трактор çине ларать. Тепĕр çултан вара çар ретне тăрать. Хĕсмечĕ унăн Азербайджанпа Иран чиккинче иртет – пограничник.
-Пирĕн отряд Ленкорань хулинчеччĕ – ту-сăртлă вырăнта, застава 40 çухрăмраччĕ. Унта çуран та, лашапа та, автомашинапа та çӳреттĕмĕрччĕ. Пĕррехинче 1963 çулта – Çĕнĕ çул вăхăтĕнче – Иранăн пирĕн енне чикĕ урлă каçнă жандармери полковникне тытнăччĕ. Ăна отряда ăсатрăмăр,- аса илет çемье пуçĕ.
Лидия та (хĕр хушамачĕ Лаптева, вăл Совет Союзĕн Геройĕн П.Лаптевăн тăванĕ) çамрăклах колхоз ферминче ĕçлеме тытăннă. Вăл 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. 1965 çулта шăп çак кун вара вăл Владимир Осипова качча каять. Çамрăксем çур çул тăван ялта пурăннă хыççăн çĕршывăн çынсене урăх çĕре пурăнма куçармалли программи тăрăх Ăремпур облаçне каяççĕ. Маштаково районĕнчи «Тепловский» совхозра виçĕ çул пурăнаççĕ, унта вĕсен икĕ ача çуралать.
-Совхоз çĕрĕ 50 пин гектарччĕ – пирĕн тăрăхри пĕр-пĕр район çĕрĕнчен те пысăк! Тĕрлĕ тракторпа çӳреттĕмччĕ, ĕçĕ çителĕклĕччĕ, пурăнма килĕшетчĕ. Улхаш чăвашĕсем те пурччĕ унта. Анчах мăшăр темшĕн чирлекеле пуçларĕ. Тухтăрсем ăна климат килмест, вырăна улăштармалла тесе сĕнӳ пачĕç. Вара унта виçĕ çул пурăннă хыççăн хамăр облаçа куçса килтĕмĕр,- каласа парать кил хуçи.
Романовсен çемйи Ульяновск çумĕ-нчи «Лаишевский» совхоза килсе вырнаçать. Владимир Осипович малтан тракторпа вăй хурать, унтан автомашинăпа 12 çул Ульяновска сĕт турттарать. Совхоз саланса кайсан вара 10 çул хулана «Водоканала» ĕçе çӳрет. Унăн совхоз пуçлăхĕсем панă темĕн чухлĕ Хисеп грамоти тата Тав хучĕ, унта пуринче те: «Социализмла ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннăшăн»,- тесе çырнă. Хаклă парнесене те пĕрре мар тивĕçнĕ вăл тăрăшуллă ĕçĕшĕн.
Лидия Матвеевна вара малтан совхоз фермине вырнаçать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Кайран ăна йăхлантаракан вăкăрсем патне куçараççĕ, вăл осеменатора пулăшакан пулать.
-Ултă вăкăр пăхаттăм. Пĕри çав тери хаярччĕ, усалччĕ, унран пурте хăратчĕç. Эп çумне пырса тăраттăм та – вăл мана чĕлхипе çеç çулатчĕ. Хăйне тăрантаракана паллать ĕнтĕ вăл,- тет кил хуçи хĕрарăмĕ куларах.
Романовсен ултă ачи ашшĕ-амăшне тăхăр мăнук парнеленĕ, пĕр кĕçĕн мăнукĕ те пур ĕнтĕ. Сергей килте пурăнать, тепри те Лаишевкăрах. Ыттисем вара сапаланса пĕтнĕ: Шупашкарта, Чăнлăра...
-Килĕштерсе пурăнатпăр, çавăнпа ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Сывлăх пулсан, ялан ĕç пулсан вăхăт хăвăрт иртнĕ пек туйăнать. Эпир ялан ĕçре пулнă, васканă, ачасене ӳстернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнаççĕ. Паян вĕсемшĕн савăнмалли кăна юлать. Пурнăç усăсăр иртмен,- вĕçлеççĕ калаçăва Романовсем.
 
: 694, Хаçат: 27 (1325), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: