Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тăватă çын тивĕçнĕ. Иккĕшĕ вĕсенчен нумай çул фермăра ĕне сунă çĕрте вăй хунă.
 
Нина Клементьевна Сидорова çак хисеплĕ ята 2000 çулта тивĕçнĕ. 1955 çулта Ирçелĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă хĕрача ĕмĕрне çак ялтах ĕмĕрлет.
-1970 çулта шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме шутламан та. Ун чухне колхоз уй-хирĕнче те, фермăра та пурин валли ĕç пулнă. Эп малтанхи икĕ çулне колхозри тĕрлĕ ĕçсене çӳрерĕм. Кайран фермăра ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Тата икĕ çул пăру пăхрăм. Ĕне сумалли вырăн пушансан унта куçрăм. Ĕçлеме пуçланă чухне 15 ĕне алăпа сăваттăм. Кăшт ĕçлесен 20 ĕне илтĕм. Çамрăк пулнă, харсăр, ĕçлеме вăй-хал çитнĕ. Кунне пĕрре кăна суман вĕт вĕсене – иккĕ, хăш чухне виççĕ те. Ун чухне эпир планпа ĕçлеттĕмĕр. Çав плана тултарассишĕн, сăвăма ӳстерессишĕн темле майпа та тăрăшнă. Фермăра ĕçлекен кашни хĕрарăм ĕнисене килти пек пăхнă: ĕçе иртерех килсе нумайрах апат парса ĕлкĕрме тăрăшнă. Хăш-пĕр чухне вара çакăншăн пĕр-пĕринпе хирĕçсех каяттăмăр. Пурин те малти пулас килет вĕт. Пурте тăрăшса вăй хунă, - аса илет Нина Клементьевна.
Вăл вăхăтра çĕршывра пурне те вăтам пĕлӳ пама тăрăшнă. Ферма хĕрĕсене те ĕç хыççăн каçхи шкулта вĕренме хистенĕ. Колхоз хăй машинипе каçхи сăвăм хыççăн шкула турттарнă. Çапла виçĕ çултан Нина Клементьевна вăтам пĕлӳ илнĕ.
1970-мĕш çулсен вĕçĕнче фермăсене ĕне сăвакан аппаратсемпе тивĕçтереççĕ. Хĕрсем икшер аппаратпа 35-45-шер ĕне сума тытăнаççĕ.
-Сăвакан аппарата курсан малтанах шанмарăмăр. Мĕнле сума пултарать-ха вăл тесе тĕлĕнтĕмĕр. Алă мар вĕт. Кашни витене ятарлă оператор пачĕç. Вĕсем мотор яратчĕç, пире сума хăнăхтарчĕç.
Пирĕн ялăн ферма кĕтĕвĕнче 450-500-шер ĕнеччĕ. Виçĕ вите пулнă. Пăрусен тата пăрулаттармалли уйрăм витесемччĕ. Ĕнесене апат паракан, тислĕк тасатакан ятарлă çынсем ĕçленĕ. Ĕç вырăнĕн тасалăхăшĕн тăрăшаттăмăр. Ăна тĕрĕслекен комисси çӳретчĕ. Кашни ĕнене хыркăчпа хырса çăваттăмăр. Айĕсене пăчкă кĕрпи сараттăмăр, стенасене шурă пурăпа сăрлаттăмăр. Тасалăхшăн балсем паратчĕç. Нумай балл пухсан укçа хушса тӳлетчĕç. Пайтах укçа илнĕ çак кăтартушăн.
Эпир ĕçленĕ вăхăтра пурнăç самай çăмăлланчĕ. Ĕнесене хĕлле эпир пăрулаттарман. Вĕсем валли ятарлă ферма пурччĕ, «родильня» теттĕмĕр. Унта 10-12 кун тытнă. Ăшăтсан, çуллахи лагере куçсан вара хамăрах пăрулаттарнă. Пĕрремĕш пăрăвĕсене виççĕн-тăваттăн туртса илеттĕмĕр, - аса илет вăл.
Нина Клементьевна фермăра 54 çула çитиччен, пурĕ 39 çул, ĕçлет. Çак вăхăтра тĕрлĕ ăмăрту хутшăнать. Машинапа ĕне сăвакансем хушшинчи районти ăмăртусенче 3-4 хутчен пулать, ялан малтисен ретне тухать. Пĕр çул вара чемпион ятне çĕнсе илет.
Ялта фермăсем пĕтсен тин хăнăхнă ĕçрен кайма тивет чăваш хĕрарăмĕн. Халĕ пушаннă, çилпе шăхăрса ларакан фермăсене курсан чунĕ ыратать унăн.
Алăпа сунă чухне те, кайран та Н.К.Сидорова хуçалăхра тата районта сăвăмпа пысăк кăтартусемпе палăрнă. Нумай хутчен хаклă парнесемпе Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Унăн тăрăшуллă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ - «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ят илни.
 
: 725, Хаçат: 27 (1325), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: