Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вырăс çарĕсемпе Польша-Литва пĕрлешĕвĕн çĕнтерĕвĕ пулнăранпа – 605 çул.
Грюнвальд çапăçăвĕ (1410 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи Танненберг çапăçăвĕ) – 1409-1411 çулсенче Польшăпа, пысăк Литва княжествипе, пĕр енчен тата Тевтон орденĕпе, тепĕр енчен, пынă «Аслă вăрçăри» мĕнпурне татса паракан тĕп тытăçу. Вăл Тевтон орденне пĕтĕмпех çапса аркатнипе вĕçленнĕ. Грюнвальдпа Танненберг (Прусси) çывăхĕнче пулса иртнĕ. Ячĕ те çавăнтан тухнă.
1409-1411 çулсенчи «Аслă вăрçă» пысăк Литва княжестви Тевтон орденĕн пусмăрне лекнĕ Литва çĕрĕсене (Жемайтие) каялла тавăрас сăлтавпа сиксе тухнă. Польша вара ку хирĕçĕве союзник пулса кĕнĕ.
1410 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Польша патши Владислав II Ягайло (Ягеллона) ертсе пыракан Польшăпа Литва çарĕсем Тевтон орденĕн çĕрĕн чикки еннелле талпăннă. Вĕсене хирĕç орден харпăрлăхĕн тĕп хулинчен Мариенбургран (хальхи Мальборк) чаплă магистр Ульрих фон Юнгинген пуçтарнă çар тухнă. Тевтонецсем хушшинче, орден членĕсемпе вассалсемсĕр пуçне тата Германи, Австри, Франци, Англи çĕршывĕсенчен килнĕ рыцарьсем, çаплах тара илнĕ швейцарецсем, акăлчансем, чехсем, поляксем пулнă. Пурĕ 15 пин çын. Пĕтĕмĕшле 51 ялав. Польшăпа Литва çарĕ 91 хоругвьран (этнос тĕлĕшĕнчен хăйнеевĕр çынсем) тата 32 пин арçынран (çав шутран Польша çарĕн – 20 пин салтак, Литва кнеçĕн – 10 пин çынран тăракан утлă çар пулнă, тутарсем – 2 пин) тăнă.
 
: 694, Хаçат: 27 (1325), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: