Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1768-1774 çулсенчи Раççейпе Турци хушшинчи вăрçă вăхăтĕнче Ларга юханшыв хĕрринчи çапăçу пысăк вырăн йышăннă.
1770 çулхи утăн 18-мĕшĕнче Ларга юханшыв хĕрринче (халĕ Молдавире, Румыни чикки) П.А. Румянцев генералăн пĕрремĕш вырăс çарĕ (38 пин салтак тата 115 оруди) Каплан-Гирей ертсе пыракан Осман çарне (80 пин салтак) çапса аркатнă.
П.А. Румянцев çапăçăва çĕнĕ мелпе илсе пынă: çар вĕçе-вĕçĕн тăрса малалла пынă, çапăçура вара сапаланса кайнă. Çапла вĕсене тĕл персе лектерме хĕн пулнă.
Румянцевăн юланут çарне турккăсем тупăсемпе пенĕ. Анчах çĕнĕ меле пула утсене лектереймен. Çапăçу Раççейшĕн чăн-чăн çĕнтерӳ пулса тăнă, çар турккăсен 33 орудипе лавне тата пысăк çар лагерьне тытса илнĕ.
Турккăссен 1 пин салтакĕ вилет, 2 пинĕшĕ тыткăна лекет. Вырăс çарĕ çапăçура 100 çын çухатнă.
Тепĕр икĕ эрнерен вырăс çарĕ турккăсене Кагул шывĕ хĕрринчи çапăçура çапса тăкать.
Çак çапăçусенчи çĕнтерӳсемшĕн П.А. Румянцева Çветтуй Георгийăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
 
: 400, Хаçат: 27 (1325), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: