Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Улюк çамрăклах сусăрланчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи хĕн-асаплă пурнăç çулĕсем хăйсен йĕрĕсене нумай çын чĕрисенче тарăн хăварчĕç. Выçлăх, çуклăх пĕр айăпсăр ача-пăчана та, ватта-вĕтте те, тăлăха юлнă нумай ачаллă хĕрарăмсене те хĕрхенмерĕ. Алă çинче икĕ пĕчĕк ачапа юлнă Улюк шăпи тата кăткăс пулчĕ. Савнă мăшăрĕ Аслă вăрçăран таврăнмарĕ. Сывлăхĕ ытла хавшанипе, куçĕ начарланса курми пулнипе чирлĕскере хула пульницине, хирурги уйрăмне, хучĕç. Шап-шурă тумлă, ырă кăмăллă тухтăрсем тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн чăваш хĕрарăмĕн куçĕ операцисĕр курас çуккине пĕлтерчĕç. Хирĕçлесе тăма майĕ çук, тухтăрсемпе килĕшесех пулать. Анчах та килте çула çитмен хĕрачасем, Люпукпа Çинук, иккĕшĕ кăна юлни амăшне чикĕсĕр пăшăрхантарчĕ.
-Сĕм суккăр юлсан çак пепкемсене епле ӳстерĕп-ши/-шухăшларĕ хуйхине лăплантарса Улюк. Вăтăр пилĕк çулхи хĕрарăма операци тăвакан пӳлĕме çавăтса кĕчĕç.
Çепĕç чĕлхеллĕ, çыннăн чунне çусăрах ирĕлтерме пултаракан тухтăр кил-çурт, ача-пăча çинчен ыйтса тĕпченĕ хушăра Улюк сисмесĕрех наркоз витĕмĕпе тарăн ыйха путрĕ. Операци пӳлĕмĕнче хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Шăплăхра медицина инструменчĕсен чăнкăр-чăнкăр сасси çеç илтĕ-нет. Хирурга операци тума пулăшакан сестрасем пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланчĕç. «Пĕтрĕ»,- ассăн сывласа ячĕç пурте.
Улюка ерипен йăтса кайса палатăна вырттарчĕç. Наркоз ыйхинчен вăранма пуçланă чăваш хĕрарăмĕ темĕн каласшăн, темĕн ыйтасшăн пулчĕ, анчах та ют чĕлхе сăмахĕсене тĕшмĕртекен тупăнмарĕ. Палатăра пăхса тăракан медицина сестри тимлĕн итлесен те ăнланмарĕ Улюк чĕлхине. Кӳршĕ палатăна кĕрсе: «Чăваш пур-и сирĕн хушăра/»-тесе ыйтрĕ.
-Çапла, эпĕ чăваш!-сасă парса кравать çинчен 14-15 çулхи ача сиксе тăчĕ.
-Апла пулсан эпĕ сана пулăшма чĕнесшĕн,- пĕлтерчĕ медсестра.
Ванюш хăй те икĕ эрне маларах кăна çакăн пек йывăр операци тӳссе ирттернĕрен-ши --кăмăлпах инкеке лекнĕ хĕрарăм патне васкарĕ.
Куçне бинтпа çыхнă, вырăн çинче выртакан хĕрарăмăн сăмахĕсем çамрăк ачана тыткăна илчĕç тейĕн. Ваня хускалмасăр, тимлĕн итлесе тăчĕ.
-Шыв, шыв ĕçес килет,- пăшăлтатрĕ Улюк.
- Юрамасть ĕçме, тутуна анчах йĕпетмелле,-терĕ арçын ача амăшне лăплантарнă пек йăвашшăн.
Куçне çыхнă Улюкпа Ванюша пĕр чĕлхепе калаçни çывăхлатрĕ. Пĕр-пĕрин çинчен пĕтĕмпех ыйтса, тĕпчесе пĕлчĕç вĕсем.
Çамрăк хĕрарăмпа таса чунлă ача хушшинчи туслă çыхăну, йăваш калаçу куллен малалла тăсăлчĕç. Улюк куçне çыхнă бинта салтсан Ваня тĕлĕнсех кайрĕ.
-Манăн тăван анне сăнлах-çке эс! Ирĕк парсам сана «анне» тесе калама. Сассу та анненни евĕрлех,-терĕ.
--Турă пилленĕ пулĕ, хаклă тусăм, мана «ывăл», тавах ырă кăмăлушăн, йывăр вăхăтра пулăшнăшăн. Ывăл ача çуратса ӳстерейменшĕн сахал мар хурланнă, куляннă эпĕ. Çӳлти Пӳлĕхçĕм илтрĕ пулĕ. Тавах Турра ыйтнине куç умне кӳрсе панăшăн,- кĕлĕ турĕ Улюк, куçĕнчен пăчăртанса тухакан куççульне шăлчĕ.
--Анне, аннеçĕм, хам çинчен веçех каласа парам-ха сана,-хавхаланса пуплерĕ Ваня.
- Итлетĕп, ыльăм, кала, кала, кăмăлна уç,- ятарласа итлеме тесе меллĕн вырнаçрĕ хĕрарăм.
- Манăн тăван атте-анне те, йăмăк-шăллăм та пур. Чипер, туслă çемьерен эпĕ. Анчах та сан пата чăвашлăх туйăмĕ туртать ахăр. Лăпкă та йăваш эс. Халь маншăн тăван пек çывăх пулса тăтăн.
Çапла пульницара паллашнă «ывăлĕ» Улюк хĕрачисем патне «амăшĕн» сывлăхне пĕлтерсе çырусем çырса тăчĕ. Сывалса пульницаран тухсан Улюк Ванюша хăйсем патне хăнана пырса курма чĕнчĕ.
Люпукпа Çинук амăшĕ патне пульницана пĕрре те кайса кураймарĕç. Сивĕ хĕл кунĕсенче кил-çуртĕ-нче хăйсем тĕллĕн пурăнчĕç, шкула çӳреме те, выльăх-чĕрлĕх пăхма та ĕлкĕрчĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм шыраса, йĕтемпе ферма хушшинчи çул çинче çунапа кĕрепле сĕтĕрсе хĕл каçрĕ Çинук. Кил-çуртри, картари ĕçсем веçех Люпук çинче пулчĕç. Юрать-ха, ялти тăванĕсем шеллесе кăмака хутма вутă кӳрсе пачĕç. Люпукпа Çинук амăшне лăплантаракан çырусем çырсах тăраççĕ пулин те чĕри тухса тарасла тăпăртатать хĕрарăмăн. Унăн часрах килне таврăнас, ачисене ачашлас килет. Суранĕсем тӳрленсе, сывалса çитичченех тухтăрсенчен ӳкĕтле-ӳкĕтле ыйтса килне таврăнчĕ Улюк.
Телее, кил-çурт та,выльăх-чĕрлĕх те – пурте йĕркеллех. Ачисем те шкулта аванах вĕренсе, ĕлкĕрсе пыни амăшне савăнтарать. Люпукпа Çинук савăнса амăшĕн ăшшипе киленчĕç, питне вĕçĕмсĕр чуптурĕç.
Анчах та савăнăçлă лăпкă пурнăç вăраха тăсăлмарĕ. Улюк сывлăхĕ çĕнĕрен хавшаса кайрĕ, операци тунă куçĕ çĕнĕрен хупланма пуçларĕ. Каллех пульница палати, тепĕр операци...
Хальхинче Улюкăн пульницара нумайрах выртмалла пулчĕ. Люпукпа Çинук каллех йывăр пурнăç танатинче иккĕш асапланчĕç, амăшĕ часрах сывалса киле таврăнасса ĕмĕтленсе кĕтрĕç.
Çуркунне çитрĕ. Чус витнĕ пӳрт тăрринчен кăнтăрла шăпăр-шăпăр тумла юхать. Куçа йăмăхтаракан хĕвел хĕртсе пăхать, чӳречерен сăрхăнса кĕрсе пӳрте ăшă пайăркисене сапалать, сивĕ пӳ-рте ăшăтать. Сăрă çăмламас кушак аçи кăмака çинчен сиксе анса чӳрече сакки çине выртрĕ. Мăр-р-р-мăр-р-р! туса хĕвел ăшшинче тарăн ыйха путрĕ.Çурхи шыв кĕрлесе юхса урамсене сарăлса кайрĕ. Шкул ачисен канмалли кунсем пуçланчĕç. Люпукпа Çинукшăн амăшĕ сывалса таврăнни Мăнкун уявĕнчен те савăнăçлăрах пулчĕ.
Паян тата пульницара паллашнă ывăлĕнчен хыпар килнĕ. Ваня çырăвĕнче хăнана килсе курасси çинчен пĕлтернĕ. Çак тĕлпулу епле иртесси пирки кулянчĕ, пăшăрханчĕ Улюк.
Çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан хĕрарăм пурнăçĕ çăмăл мар çав. Тутлă апат-çимĕç те çук. «Мĕнпе хăна тума пĕлĕп-ши ывăлăма/ - шухăшларĕ вăл.
-Ырă кăмăлпа кĕтсе илни апатран та тутлăрах пулĕ. Ырă туйăмсем - ĕмĕрлĕхе, тутлă апат – вăхăтлăха çеç тетчĕ анне,- лăплантарчĕ хăйне хăй амăшĕ.
Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Илемлĕ çу кунĕ чуна çĕклентерет. Хальччен курман тăванне кĕтекен йăмăкĕсем пăлханаççĕ. Улюк кăмакаран кавăн кукăлĕсене кăларса сарлака сак çине хучĕ. Хур ашĕнчен пĕçернĕ купăста шӳрпи шăрши сăмсана кăтăклать. Пăлтăрта ура сасси илтĕнсе кайрĕ. Алăкран тĕреклĕ хул-çурăмлă, хитре сăн-питлĕ, хумлă-хумлă хура çӳçлĕ, тăваткал пит-куçлă, шăтăк янахлă каччă килсе кĕчĕ. Кăмака умĕнче кăштăртатакан «амăшне» ыталаса илчĕ. Люпукпа Çинук вăтанчăклăн çеç айккинчен сăнаса тăчĕç. Хăюллă каччă черченкĕ хĕрсем çине тинкерӳллĕ куçпа пăхрĕ те:
-Анне, кала-ха, хăшĕ Люпук, хăшĕ Çинук/- терĕ.
Хăюсăр, вăтанчăк хĕрсем хĕрелсе кайрĕç, пуçĕ-сене тайса «тетĕшне» саламларĕç.
-Эпĕ Люпук.
- Эпĕ Çинук.
-Питĕ хавас, питĕ кăмăллă. Паянтан пуçласа эпĕ сирĕншĕн тăван пулма хатĕр,-терĕ Ванюш.
Сĕтел хушшине апатланма ларсан пушшех те туслă калаçу тĕвĕленчĕ. Çак сарлака хул-çурăмлă, çӳллĕ яш пит ăста калаçать иккен. Ăслă канашсем парать, кăмăллăн пуплешет.
Улюк хĕрĕсем ăслă «тетĕшĕнчен» тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. «Еплерех ăслă каччă»,- шутларĕç вĕсем.
Ваня хĕрачасен малашнехи шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ, веçех тĕпчесе ыйтса пĕлчĕ. Малалла вĕренме сĕнчĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хушрĕ. Сăмах май хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
- Çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тракториста ĕçлеме кайрăм. Ял каччишĕн аван професси,-терĕ Ванюш.
- Аттесĕр ӳсекен хĕрачасемшĕн Ваня чăн-чăн хӳтлĕх пуласса шанатăп, урăх никам та кӳрентереймĕ ман пикесене, - савăнчĕ Улюк.
Люпукпа Çинук çак куна çитсе те амăшне намăса кĕртменччĕ. Ĕçлеме те ӳркенмерĕç, çынна хирĕç те усал сăмах каласа курман. Апла пулин те хĕрарăм шăпине ӳпкелешме пăрахмарĕ. «Иккĕшĕнчен пĕри те пулин ывăл пулмарĕ»,-текелерĕ. Хĕрĕсем ӳссе çитĕнсен те çавнах калатчĕ.
Пĕррехинче Çинук чăтса тăраймасăр персе ячĕ. «Анне, хĕр çуратса ӳстернисем хире тухса вилмĕç-ха, ывăл çуратакансем те тĕпел кукринче кăна лармĕç»,-терĕ.
-Ах, хĕрĕм, çак çивĕч чĕлхӳпе çичĕ юта епле кайса юрăн-ши/-хĕрĕн тӳрĕлĕхĕнчен тĕлĕнчĕ амăшĕ.
 
Чăнлă район,
Каша ялĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 693, Хаçат: 27 (1325), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: