Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнче пурăнакан Татьяна Юрьевна Мультюкова тĕрлĕ енлĕ пултаруллă. Вăл алă ăсти, юрра-ташша пултарать, ялти юрă ушкăнне ертсе пырать, çаплах – юратакан амăшĕ.
 
Сцена Çукки чăрмантарать
Т.Мультюкова – ялти Культура çурчĕн директорĕ. «Пухтел ялĕнче клуб çук, унчченхи çуртне кĕме те юрамасть», - тейĕ пурне те пĕлекен вулаканăм. Çапла. Клуб çурчĕ юрăхсăр. Анчах та клуб валли колхоз правленийĕ пулнă çуртра пӳлĕмсем уйăрса панă: директор валли тата çамрăксене дискотека ирттермелли. Штатра икĕ çын – директор тата музыка ертӳçи, иккĕшĕ те çуршар ставкăпа ĕçлеççĕ.
-Клуба хупрĕç пулин те унти мĕнпур оборудование сыхласа хăварма пултартăмăр. Хăрушă пулсан та куллен эп унта кĕрсе тухатăп, тĕрĕслетĕп. Çамрăксем пушă ларакан клубăн чӳречисене çĕмĕреççĕ, унта кĕрсе тем шыраççĕ. Шкулăн кивĕ спорт залне клуб валли илсе юсасан лару-тăру улшăнасса шанатпăр. Вара пирĕн сцена пулать. Клуб çумĕнче 2005 çултанпа пирĕн юрă ушкăнĕ ĕçлет. Репетицисене дискотека залĕнче ирттеретпĕр. Унта сакăр çын çӳрет: Зинаида Арланова, Раиса Ширтанова, Людмила Муртакова, Ирина Левакова, Людмила Мердеева, Ирина Козлова, Людмила Пидиксеева тата эпĕ. Музыка ертӳçи Н.И. Мускин. Паллах, эпир тĕрлĕ уявсенче урамра юрлатпăр. Кăçал Çĕнĕ Улхашра кĕпесем çĕлеттертĕмĕр. Унччен ялта спектакль те лартаттăмăрччĕ. 2005, 2006 çулсенче А.Чебановăн пьесисене лартнăччĕ. Анчах халĕ спектакль тата концерт кăтартма сцена çукки чăрмантарать. Хам ĕçе питĕ юрататăп. Хутпа ĕçлемелли те нумай. Ĕçре компьютер çуккипе пĕтĕм документацие килте хатĕрлетĕп, – каласа парать Татьяна Юрьевна.
 
Юратнă ĔÇ – тĔлĔнтермĔш оригами
Т.Ю. Мультюкова шкул пĕтерсенех яла юлать, юратнă каччипе çемье çавăрать. Малтанлăха ача садне вырнаçать. Унта вунă çул ĕçленĕ хыççăн ăна клубра вырăн сĕнеççĕ. 2006 çулта Ульяновскри культура училищине вĕренме кĕрет, виçĕ çултан диплом илет. Халĕ Татьяна Мультюкова «Оригами» кружок та ертсе пырать. Кун пирки пит хавхаланса каласа парать:
-Тĕлĕнтермĕш оригамипе Шупашкара ятарлă курссене кайсан паллашрăм. Питĕ килĕшрĕ, интересленсе кайрăм. Тӳрех кĕнекесем туянтăм, Интернетра материал шырама тытăнтăм. Оригами вăл – хута хутлатса тĕрлĕ фигурăсем тăвасси. Ача чухне пурте хутран самолет е пĕчĕк кимĕ, пуçа тăхăнма шĕлепке тунă. Вăл та оригами. Анчах та халĕ мелĕ урăхларах. Компьютерпа ĕçлемелли хут листине 16 пая пайлатăн та хуçлататăн, модульсем хатĕрлетĕн, кайран вĕсене фигура тума кирлĕ пек пĕр-пĕрин çине хурса пыратăн. Оригами вăл хĕвелçаврăнăш шĕкĕлченĕ пек, пĕрре сĕтел хушшине ĕçлеме ларсан пăрахас килмест.
Унта çилĕм те, скрепка та – çыпăçтармалли пĕр япала та кирлĕ мар. Ку маçтăрлăха ачасене Кивĕ Улхашри вырсарни шкулĕнче, ялти ача садĕнче те вĕрентетĕп. Эпир районти кашни уявра хамăрăн ĕçсен куравне йĕркелетпĕр. Питĕ тĕлĕнеççĕ çынсем.
 
Ачасенче пурнăÇ илемне курать
Татьянăпа Юрий Мультюковсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Асли шкул пĕтерсе, професси илсе 2011 çулта çемье çавăрнă. Иккĕмĕш хĕрĕ ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, суд приставĕнче ĕçлет.
-Эп 43 çулта кукамай пулса тăтăм. Ачасем килтен тухса кайсан пурнăç пит кичем пулса кайрĕ – пӳрт те, чун та пушаннă пек. Çичĕ çул пурăнтăмăр çапла. Мăшăра Юрккана: «Атя ача илетпĕр», - тесе каларăм. Вăл хирĕç пулмарĕ. Пӳрт пĕчĕк мар пирĕн. Вутăпа хутмалла мар халĕ, шывĕ пӳртех кĕрет, тухать те. Вĕри шыв пур, туалет пӳртрех. Опека органĕсемпе калаçса пĕр ача илме тесе кайрăмăр та Ульяновска – виççĕ пулса тăчĕ. Хĕрача илес тенĕччĕ. Ача çуртне çитрĕмĕр те, ăна урăххисем илме хатĕрленеççĕ. Пире ытти ачасене кăтартрĕç. Пĕр арçын ачине суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ, тата тепĕр арçын ача, пĕчĕк хĕрача кăтартрĕç. Пурне те юратас, амăшĕн ăшшине парас килчĕ. Пĕчĕк хĕре Лерăна курсан йĕрсе вилеттĕм. Вăл, пĕчĕкскер, хытканскер, ман пата чупса пычĕ те сиксе ларчĕ, çип-çинçе аллипе мăйран çатăрласа тытрĕ те – ямасть. Ăçтан илмĕн ĕнтĕ çав ачана/ - халĕ те куççульсĕр аса илеймест çав саманта Татьяна Юрьевна.
Усрава илнĕ виçĕ ачине вĕсем Турă панă ачасем тесе шутлаççĕ. Ахальтен мар вĕсен çуралнă кунĕсем – Турă праçникĕсенче. Асли 13 çулта. Унăн амăшĕ пур, унпа ача куллен калаçать, анчах Татьяна Юрьевнана, пĕчĕккисем пекех, малтанхи кунранах анне тесе чĕнет. Шкулта «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе пырать.
-Ачасем питĕ лайăх, итлеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ, тавлашса курман. Пылесоспа тасатма тытăнсан та алăран туртса илеççĕ. «Анне, эс кан», - теççĕ. Кашни япалашăн тав тăваççĕ, кашни япалашăн савăнаççĕ, мĕнпурне асăрхаççĕ. «Анне, мĕнле тутлă пĕçеретĕн вĕт-ха эсĕ, мĕнле пирĕншĕн тăрăшатăн вĕт-ха, эс тем тума та пултаратăн вĕт-ха», - тесе хавхалантараççĕ. Юрланине илтсен те питĕ савăнчĕç. «Анне, эс мĕнле хитре вĕт-ха», - теççĕ. Кам вĕрентнĕ-ши вĕсене çапла калаçма/ Çак ачасене хамăр çемьене илнишĕн пĕртте ӳкĕнместĕп, савăнатăп кăна. Вĕсене çын çине кăларма Турă вăй-хăват патăрччĕ. Эпир халь çак ачасемшĕн пурăнатпăр, - вĕçлетпĕр калаçăва.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 773, Хаçат: 28 (1326), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: